Айăпне йышăнман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.03.2018, 15:03 Просмотров: 498

Вăрнар районĕн 2-мĕш суд участокĕн миравай судйин йышăнăвĕпе Вăрнарти 40-ри арçынна РФ Уголовлă кодексĕн 117-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе (хĕн кăтартни) тата 116.1-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе (хĕнени) айăпланă. Суд палăртнă тăрăх, пĕлтĕрхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчен декабрĕн 17-мĕшĕчченхи тапхăрта арçын пĕрле пурăнакан хĕрарăм çине, эрех ĕçнĕ май, тăтăшах алă çĕкленĕ.

Суд ларăвĕнче арçын хăйĕн айăпне уйрăммăн кăна йышăннă. Хирĕçÿсене хĕрарăм хăй кĕвĕçнипе, пĕрле эрех ĕçнĕ чух пуçарнине каланă. Хĕненĕ тĕслĕхсене те вăл йышăнман.

Патшалăх айăплавçи тивĕçтернĕ материалсемпе килĕшсе миравай судья арçын айăпне çирĕплетнĕ. Ăна çулталăклăха ирĕкрен хăтарса колони-поселение яма йышăннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика