Çак чир 100 çул каялла нумай çын пурнăçне татнă, халĕ те вăл пĕтĕм тĕнчипе вилеслĕхĕн тата инвалидноçăн тĕп сăлтавĕсенчен пĕри пулса тăрать.
Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ ăна йывăр эпидемипе танлаштарчĕ – 10 ытла çул каялла вăл çав тери анлă сарăлнă.
Инсульт – пуç мимин юн çаврăнăшĕ пăсăлни. Сăлтавĕсем: сосудсем пĕрĕлни, хупăнса ларни е татăлса кайни. Кунашкал катастрофа çынна вĕлерме те, инвалидноçа кăларма та пултарать. Инсультсен пĕтĕмĕшле хисепĕн 75–90 проценчĕ юн пусăмĕ хăпарса кайнипе пулнă.
Инсульт тăвакан тепĕр сăлтав – пуç мими юн тымарĕсен атеросклерозĕ, урăхла каласан пуç мимине юнпа апатлантаракан тымарсем пĕчĕккĕн хулăнланса пыни.
Çавăн пекех чĕре ритмĕ пăсăлни тата сахăр диабечĕ те, çамрăк хĕрарăмсем контрацептивлă препаратсене çини те инсульт патне илсе çитерме пултараççĕ. Ку шута самăрлăха, гиподинамие, алкоголь ытларах ĕçнине, чĕлĕм туртнине те кĕртмелле.
Инсульт арçынсен ытларах аталанать. Çамрăк ÿсĕмре – 10 хут ытларах. 55 çул хыççăн кашни вунă çул иртсен хĕрарăмăн та, арçыннăн та инсульт аталанни икĕ хут ÿсет. 80 проценчĕ 65 çултан аслăрах çынсен пулать.
Инсульт пуçланнине мĕнле пĕлмелле-ха? Пĕрремĕш паллăсем – ăнсăртран пуç çаврăнса кайни тата пуç хытă ыратма пуçлани, пит ÿчĕ çывăрса ларни, пĕр е икĕ куçĕ те япăхрах курма пуçлани, иккĕлле курни, япăх калаçма тытăнни, айванланни, алă е ура сисĕмлĕхе туйма пăрахни, çын хăйне ура çинче тытса тăрайманни. Çак паллăсем пулсан, тÿрех васкавлă пулăшăва чĕнмелле.
Пуç мимине çăлма май пур. Çак кĕске вăхăта «ылтăн сехет» теççĕ. Ишеми инсульчĕ чухне тромболитизм терапине малтанхи 4,5 сехетре, селективлă тромболизиса ангиограф пулăшнипе чир пуçланнăранпа 6 сехетрен кая мар ирттереççĕ. Васкавлă пулăшу çитиччен тăванĕсен госпитализаци валли кирлĕ документсене (паспорт, медполис), кирлĕ япаласене хатĕрлемелле. Вăрнар районĕнчен пациентсене Çĕмĕрлери медицина центрне çитереççĕ. Инсульт хыççăн реабилитацие районти тĕп больницăн неврологи уйрăмĕнче, показанипе – Шупашкарти 1-мĕш хула клиника больницинче тухаççĕ.
Инсульта нумай чир пекех асăрхаттарма пулать. Аритми пулсан, çынсен кардиолог патне каймалла. Кашни çыннăнах хăйĕн юн пусăмĕн кăтартăвĕсене, çавăн пекех холестерин, сахăр шайне пĕлмелле. Самăрлăхпа, стрессемпе кĕрешмелле, диетăна пăхăнмалла. Пĕтĕмĕшле, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла.
Н.НИКОЛАЕВА,
район тĕп больницин врач-неврологĕ.
Ноябрь 2024 |