Калаçу - пулăшу мерисем çинчен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.12.2022, 09:58 Просмотров: 260

Пĕчĕк тата вăтам бизнес вăй илни - экономика ăнăçлă аталаннин кăтартăвĕ. Ку сферăн пысăк пĕлтерĕшне мала кăларса, районта та предпринимательсене хăйсен ĕçне анлăлатма пулăшмалли çул-йĕрсем шыраççĕ. Патшалăх гранчĕсем, социаллă контракт, субсидисем, информациллĕ-вĕрентÿллĕ пулăшу... Усă курас текенсен хăйсемшĕн меллĕреххине суйламалăх пур.

Паянхи кун ку чăнах та çивĕч ыйту. Вăрнарта Чăваш ен Экономика министерстви пуçарнипе иртнĕ Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕнче те вăл тĕп вырăна тухрĕ. Мероприяти виçĕмкун тĕп библиотекăра районти уйрăм предпринимательсене, хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисене, вăтам тата пĕчĕк бизнес представителĕсене пĕр вырăнта пуçтарчĕ. Аталанса, ÿсĕмлĕ ĕçлес текенсен вара пĕр-пĕринпе сÿтсе явмалли те нумай, опытпа паллашас кăмăл та пысăк.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов пĕлтернĕ тăрăх, акă, районта хальхи вăхăтра пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 634 субъекчĕ ĕçлет. Вĕсен шучĕ пĕлтĕрхинчен 23 ÿснĕ. Предпринимательлĕхе кÿлĕннисем, уйрăммăн палăртас-тăк, ытларах суту-илĕве тата обществăлла апатлану сферине суйласа илнĕ. Ял хуçалăхĕнче те вĕсен позицийĕ çирĕп. Продукци туса кăларакансен, строительствăпа тимлекенсен пайĕ те пĕчĕк мар.

- Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх анлăланни районăн çитĕнÿллĕ аталанăвне курăмлă тÿпе хывнине лайăх ăнланатпăр. Вĕсем ÿсĕмлĕ ĕçлесен район бюджетне кĕрекен налук хывăмĕсем те нумайрах, çавăн пекех çынсене тăван тăрăхрах ĕçлесе пурăнма майсем те уçăлаççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, ку сферăна сулмаклăрах аталантарма, производствăсене çĕнетме-модернизацилеме 247,2 млн тенкĕ хывнă, 27 çĕнĕ ĕç вырăнĕ туса хунă. Кăçалхи 9 уйăхра вара инвестицисен калăпăшĕ 206,1 млн тенкĕпе танлашнă. Бизнес проблемисене татса пама çул-йĕрсем шырас тĕллевпе, çав шутра патшалăх сĕнекен çăмăллăх мелĕсемпе усă курма пулăшма та, район администрацийĕ çумĕнче Координаци канашĕ ĕçлет, - районти лару-тăрупа паллаштарчĕ Андрей Тихонов.

Нумай çул бизнес тытăмĕнче тăрăшуллă вăй хуракансене тата Украина территорийĕнчи çар операцине хутшăнакан доброволецсене пулăшу кÿнĕ предпринимательсене вăл район администрацийĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ.

«Диалог на равных» - мероприятие çапла ят пани ăнсăртран мар. Шăпах та уçă калаçу евĕр иртрĕ тĕлпулу. Вырăнти предпринимательсен пулăшу мерисем, бизнеса хÿтĕлесси тата ытти пирки ку çăмăллăхсемпе тивĕçтерекенсенчен тÿреммĕн пĕлме, куçа-куçăн ыйтусем пама май пулчĕ. Вĕсене республикăри Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшакан бизнес-инкубатор, Пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшу кÿрекен агентство, Чăваш Республикинчи Гарантийлĕ фонд, Туризм аталанăвĕн агентствин представителĕсем хуравларĕç. Тĕрлĕрен кирлĕ темăсене хускатрĕç: оборудовани туянма тăкакланă укçа-тенкĕ пайне тавăрасси* социаллă предпринимательлĕх категорине лекекенсене тата çамрăксене, хăй тĕллĕн ĕçлекенсене тивекен çăмăллăхсем тата ытти те.

Пĕтĕмĕшле паллаштару хыççăн калаçу «Финанс мар пулăшу мерисем», «Укçа-тенкĕ пулăшăвĕ», «Туризм аталанăвĕ», «Ял хуçалăхне пулăшу кÿресси», «Бизнес хÿтĕлевĕ» уйрăм секцисенче тăсăлчĕ... Вĕсенче предпринимательсен конкретлă ыйтăвĕ-проблемисене пăхса тухса пулăшу мерисене сÿтсе яврĕç.

Мероприяти участникĕсем Антон Сергеев ÿсĕмлĕ аталантаракан «RA ZOOM” реклама агентствин ĕç-хĕлĕпе те паллашрĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика