Утарçăсем отрасль аталанăвĕныйтăвĕсене сÿтсе явма, çĕнĕ технологисемпе тата мал опытпа паллашма юнкун округ администрацине пухăнчĕç.
Семинар-канашлу çулленех çуркунне иртет. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Мураткин уçрĕ.
Семинара ятлă-сумлă хăнасем - «Хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе ĕçлекен агентство» обществăн генеральнăй директорĕ Анатолий Васильев, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Максимов тата Вăрнар тăрăхĕнчи хурт-хăмăр ăстисем хутшăнчĕç.
Анатолий Васильев пĕлтĕр республикăри утарçăсем 825 тонна пыл туса илнине çирĕплетрĕ.
Пыл тата хурт-хăмăрăн ытти çимĕçĕ ?прополис, перга, ама сĕчĕ тата ытти те% пахаран та паха. Ĕлĕкренпех вĕсене халăх медицининче нумай чире сиплеме анлă усă курнă. Паллах, продукци ытлă-çитлĕ туса илес тесен нумай вăй хумалла.
Çуркунне утарçăсен яваплă тапхăр пуçланать. Пыл хурчĕсене аталанма лайăх условисем туса пама тăрăшмалла. Вĕллесенче ревизи туни питех те пĕлтерĕшлĕ.
Пыл хурчĕсен чирĕсем тата вĕсемпе кĕрешмелли мерăсем пирки ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Геннадий Максимов каласа пачĕ. Вĕлле хурчĕсене сăтăр тăвакан сăвăссемпе çуркуннех кĕрешме тытăнма сĕнчĕ. Вĕсем ку тапхăрта айванрах, кĕркунне вара самай тĕреклĕ. Сăвăссене пĕтерме, варроатоз чирĕпе кĕрешме кăткăсрах.
Утарçăсене сисчĕвлентерекенни татах пур. Краснодар крайĕнче вĕлле хурчĕсене пĕтерекен хăрушă паразита - тропилелапса - тупса палăртнă. Вăл варроатоз чирне пуçаракан сăвăсран 25 хут хăвăртрах ĕрчет иккен. Вирус тата бактери чирĕсене сарать. Пыл хурчĕсен çемйисем 3-4 уйăхрах пĕтме пултараççĕ. Çавăнпа та ĕç хастарĕсен асăрхануллă пулмалла.
Саккунпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх организацийĕсен уй-хирте им-çам сапнине маларах пĕлтермелле. Анчах хăшпĕр округри хуçалăх ертÿçисем хăйсен яваплăхне туймаççĕ. Çавна май вĕлле хурчĕсен çемйисем чылаййăн пĕтнине çирĕплетрĕç. Çĕр чăмăрĕнчи ÿсентăрансен 75-80 процентне пыл хурчĕсем шăркалантараççĕ. Вĕсем пĕтсен тавралăх илемĕ те çухалĕ.
Пирĕн климат условийĕсенче «Среднерусская», «Карпатская» ăратрисем лайăх ĕрчеççĕ.
Утарсен те паспортсем пулмалли çинчен, пыл хурчĕсене маркăласси пирки выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрнарти станци пуçлăхĕ Владимир Матвеев тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Округĕпе илсен, хальхи вăхăтра тĕрлĕ тытăмри хуçалăхсенче пурĕ 182 утар, вĕсенче 1777 вĕлле. Ятарлă документ пулмасан пыл продукчĕсене сутма юрамасть.
Семинар-канашлура утарçăсем те пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. Акă, Вăрнарти Иван Федоров - хастар фермерсенчен пĕри. Вăл пĕлтĕр сумлă конкурсра çĕнтернĕ. Иван Михайлович хурт-хăмăр ĕçне мĕнле йĕркелени пирки каласа кăтартрĕ. Çĕрпелти Анатолий Степанов та паллă утарçă. Сĕнÿ-канашпа чылай çынна пулăшма пултарать.
Анатолий Мураткин канашлăва хастар хутшăннăшăн пурне те тав турĕ. Семинар хурт-хăмăр ĕçне пуçăнакансемшĕн кăна мар, опытлă утарçăсемшĕн те усăллă пулнине палăртрĕ. Çамрăксенче - малашлăх. Хурт-хăмăр ăстисен канашлăвне Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем те хутшăнчĕç, мал опытпа паллашса пĕлĕве ÿстерчĕç.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Ноябрь 2024 |