Сывлăхшăн - вунă пин утăм

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.10.2024, 15:26 Просмотров: 226

Ученăйсем те, тухтăрсем те пĕр шухăшпа килĕшеççĕ: çыннăн пĕр вырăнта лармалла мар, мĕн чухлĕ те пулин утмалла.

Сахал хускални ÿт хушнипе пĕрлех тĕрлĕ чирсен пуçламăшĕ те пулса тăма пултарать. Кунне 20 минут та пулин уçăлса çÿренин усси пысăк. Тăтăш утни чĕре-тымар тытăмне лайăхлатать, чĕре чирĕсене асăрхаттарать, мышцăсемпе шăмăсене çирĕплетет.

Ÿте усă кÿнипе пĕрлех утни çын кăмăлне те çĕклет, депрессине, сисчĕвленнине ирттерет.

Сывлăх валли - 10 пин утăм. Ахальтен мар ĕнтĕ çулсерен çĕршывра çак ятпа массăллă акцисем иртеççĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери чĕре кунне тата Пĕтĕм тĕнчери утăм кунне халалланă.

Вăрнарта вăл виççĕмĕш хут иртрĕ. Пĕлтĕрхи кĕркуннехи пекех кăçал та сывлăх сукмакĕ «Химик» стадион çумĕнчи вăрман тăрăх хывăнчĕ. Округ администрацийĕн, предприяти-организацисен, шкулсемпе ача сачĕсен ĕçченĕсем, ачасем, уйрăм çынсем хаваспах уçă сывлăшпа, тавралăх илемĕпе киленсе утрĕç. Хăшĕсем çемйипех тухнă.

- Ушкăнпа маршрута тухни те сисĕнмерĕ. Кăмăл тулчĕ, - пĕлтерчĕç, акă, Романовсем.

«Паллах, утни кăна сывлăхшăн çителĕксĕр. Тĕрĕс апатланни, ÿт-пĕве пиçĕхтерни те пĕлтерĕшлĕ», - палăртрĕç тренерсем.

Массăллă утăм ялсенче те хастар иртнĕ. Вĕсем тĕрлĕ çулсенчи çынсене пĕрлештернĕ.

Сăмах май, кунне 10-шар пин утăм тăвасси Японире ăнсăртран йăл илнĕ. Токиори пĕр пысăк клиника ертÿçи Юри Като инженера яппунсем сахал хускалнипе чĕре чирĕсемпе тата самăрлăхпа аптăранине пĕлтернĕ. Ивао Охия наци сывлăхне кашни çынна кунне 10 пин утăм тутарсан сыхласа хăварма пултарнине палăртнă. Тепĕр икĕ çултан, 1965-мĕшĕнче, Като компанийĕ тĕнчере пĕрремĕш пантентлă шагомер туса кăларнă. Изобретение Мапро-Кеi ят панă, яппун чĕлхинчен куçарсан «вунă пин утăма шутлакан» тенине пĕлтернĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика