Ĕçлекен прависене хÿтĕленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.06.2018, 09:28 Просмотров: 483

Вăрнар район прокуратури «Вурнарыдорстрой» акционерсен уçă обществинче ĕç тÿлевне мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ. Палăртнă тăрăх, предприяти 24 работнике ĕç укçине вăхăтра тÿлесе татман. Çапла майпа сотрудниксем умĕнче 360 пин тенкĕ парăм пухăннă.

Ĕçлекенсен прависенехÿтĕлес тĕллевпе район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ çирĕп мерăсем йышăннă. Предприяти ертÿçи ячĕпе саккуна пăснă тĕслĕхсене пĕтерме хушса представлени тăратнă. Шутласа панă, анчах тÿлесе татман шалăва шыраса илме ыйтса суда заявленисемпе тухнă. Кунсăр пуçне обществăн генеральнăй директорĕн заместителĕ тĕлĕшпе ĕç укçине тÿлеменшĕн е палăртнă вăхăтра тулли тÿлеменшĕн административлă ĕç те пуçарнă.

Прокурор ĕçлекенсемшĕн хÿтте кĕнипе шалу парăмне пĕтĕмпех татнă.

Л.СПИРИДОНОВА,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ

юстици кĕçĕн советникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика