Туçи Мăратри 9 çул вĕренмелли шкул учителĕсемпе вĕренекенĕсем тăрăшсах шкулăн сумлă юбилейне хатĕрленеççĕ.
Шупашкарти архивра упранакан документсенче палăртнă тăрăх, Туçи Мăрат ялĕнче шăпах 125 çул каялла, 1893 çулхи ноябрь уйăхĕнче хутпĕлÿ шкулне уçаççĕ. Ун валли ятарлă çурт пулман пирки Абрам Иванов учителĕн ашшĕ Иван Парамонов хăй пурăнакан пÿрте ачасене вĕренме парать. Хăй мунчана куçать.
Документра çавăн пекех ачасем пурте Христос тĕнне ĕненнине палăртнă, ислампа тата ытти тĕнсемпе çыхăннă ачасем çук тесе кăтартнă.
Каярахпа çак шкул вырăнне, 1902 çулта, чиркÿ-прихут шкулне уçаççĕ. Совет влаçĕ вăхăтĕнче – 1933 çулта – 7 çул вĕренмелли шкул пулса тăрать, 1960 çулта вара 8 çул таран вĕрентме пуçлаççĕ. Пурнăç малаллах шăвать. 1988 çулта вăтам шкул уçăлать. 20 çул иртсен, ачасен шучĕ чакнă пирки 9 çул вĕренмелли шкул йĕрки çине куçать.
Ку вĕренÿ çулне шкул ачисем çĕнĕ, тĕпрен юсанă, типтерлĕ спортзалтан пуçларĕç. Унта пластик чÿречесем лартрĕç, урай хăмисене улăштарчĕç, стенасем йăлтăртатса çеç тăраççĕ. Спортзала юсама укçа-тенкĕ парса патшалăх тата Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ пулăшрĕç. Кун пек ырă ĕç тунăшăн учительсем, шкул ачисем тата ашшĕ-амăшĕ хуçалăх председательне Валерий Филиппович Шумилова пысăк тав сăмахĕ калаççĕ.
Туçи Мăрат шкулĕнче вĕренекен ачасем маттур, 9-мĕш класа уйрăм тĕслĕхлĕ аттестатпа пĕтерме шанăç паракансем те пур. Вĕсем шкулти тата районти тĕрлĕ конкурссене тата олимпиадăсене хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Туçи Мăрат шкулĕнче вĕренсе тухнисенчен чылайăшĕ пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утать, хăйсен ĕçĕпе халăхра ырă ята тивĕçнĕ.
Хăй вăхăтĕнче Туçи Мăрат шкулĕнче авиацин генерал-майорĕ Владислав Алексеевич Степанов та вĕреннĕ. Ку шкултах Туçи Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ Леонид Никонович Федоров контр-адмирал та ăс пухнă. Шкул ачисенчен чылайăшĕ хăйсен пурнăçне çĕр ĕçĕпе, Тăван çĕршыври йĕркелĕхе сыхлас ĕçпе çыхăнтарнă. Вĕсен шутĕнче – Çавалкасра çуралса ÿснĕ Борис Макаров милици полковникĕ, Владимир Петров подполковник, Анатолий Александров летчик, Вячеслав Петров танк çарĕсен майорĕ. Çавăн пекех Туçи Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ подполковниксем – Владимир Елизаров, Валерий Макаров, Вадим Дмитриев, летчиксем – Леонид Дмитриев, Николай Васильев тата ыттисем.
Çавăн пекех пĕтĕм чăваш халăхĕ пĕлекен чаплă поэтсем Иван Ивник тата Юрий Айдаш та кунтан вĕренсе тухнă.
Вĕсен шутĕнче ученăйсем, спорт мастерĕсем те пур. Хăй вăхăтĕнче Вăрнар районĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Виталий Данилович Данилов, Воля Афанасьевич Иванов та Туçи Мăратра ăс пухнă.
Шкултан вĕренсе тухнисенчен чылайăшĕ хăйсен пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă, хăш-пĕрисем халĕ те тăван хуçалăхра вăй хураççĕ. Вĕсен хушшинче «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята илнисем те пур. Тĕслĕхрен, Дмитрий Петров, Юрий Филиппов, Эдуард Абрамов, Сергей Кириллов механизаторсем тата ыттисем.
Кашни çын кун-çулĕнче шкул паллă вырăн йышăнать, пĕлÿ панисĕр пуçне пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма вĕрентет. Çавăнпа шкулта яланах çамрăк ăрăвăн савăнăçлă сасси кĕрлесе тăтăр.
Петр ЗОЛОВ,
истори учителĕ.
Ноябрь 2024 |