Чун паракан, пурнăçа тăсакан...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.11.2018, 10:03 Просмотров: 461

Амăшĕн кунĕ – чи ăшă та çепĕç уяв, ытти праçниксем хушшинче хисеплĕ вырăн йышăнать. Раççейре ăна 20 çул ĕнтĕ ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тăваççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Чăвашстат специалисчĕсем республикăри амăшĕсен статистика портретне хатĕрленĕ.

2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 655,2 пин хĕрарăм (мĕнпур халăхăн 53 проценчĕ) пурăнни паллă. Вĕсенчен 282,7 пинĕшĕ (15–49 çулхисем) репродуктивлă ÿсĕмре, 124,8 пинĕшĕ (20–34 çулхисем) – ача çуратмалли хастар тапхăрта.

2017 çулта ЗАГС органĕсем пĕтĕмпе 7,2 пин мăшăрланăва регистрациленĕ. Пĕрлешекенсем хулара ытларах – 4,4 пин мăшăр, яллă вырăнта – 2,8 пин. Шур пĕркенчĕк айне тăнă хĕрсен 76 проценчĕ пĕрремĕш хут качча тухнă, 24 проценчĕ – тепĕр хут.

Амăшлăх – хĕрарăмăн тĕп тивĕçĕ, пурнăçĕнчи яваплă тапхăр. Пĕлтĕр республикăра çут тĕнчене 13,9 пин ача килнĕ% 7,1 пин арçын ача, 6,8 пин хĕрача. 80 проценчĕ хут уйăрттарнă çемьесенче çуралнă. Пепкесен 36 проценчĕн амăшĕсем – 25–29 çулхисем. 3,7 пин ачан амăшĕ – 30–34 çулхисем, 26 пин ачан – 20–24 çулхисем. Амăшĕсен вăтам ÿсĕмĕ 28,7 çул.

2017 çулта çут тĕнчене килнĕ 5,1 пин пепке (37%) – çемьери пĕрремĕш, 5,8 пинĕшĕ (42%) – иккĕмĕш, 3 пинĕшĕ (21%) – виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем. Çак тапхăрта 148 амăшĕ йĕкĕрешсем, 4 хĕрарăм виçĕрешсем çуратнă.

Кăçалхи январь–сентябрь уйăхĕсенче статистика отчечĕ 10 пине яхăн ача çут тĕнчене килнине палăртать.

Ача çуратни – хĕрарăм пурнăçĕнчи чи телейлĕ самант. Амăшĕн чылай ĕç хушăнать, тĕп вырăнта – пепке валли тавар туянасси. 2018 çулхи октябрь уйăхĕнчи хаксене пăхсан, ача йĕмĕ вăтамран 172 тенкĕпе танлашнă, кравать – 4703, матрас – 1309 тенкĕпе.

Тутлăхлă тата шайлашуллă апатлану – ача сывлăхĕн тата апатланăвĕн тĕп никĕсĕ. Аш-какай консервисен пĕр килограмĕн вăтам хакĕ 659 тенкĕпе, пахчаçимĕç консервисен – 434, улма-çырла консервисен – 339, типĕ сĕт хутăшĕсем 808 тенкĕпе танлашнă. Ăшă комбинезон вăтамран 3127 тенкĕ, коляска 12046 тенкĕ тăрать. Пластмасса теттесен вăтам хакĕ – 255 тенкĕ.

Вăрнар район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи тăхăр уйăхра 215 ача çуралнине шута илнĕ. Çемьери пĕрремĕш ачасем – 53, иккĕмĕшĕсем – 83, виççĕмĕшĕсем – 55, тăваттăмĕшĕсем – 14, пиллĕкмĕшĕсем – 6, улттăмĕшĕсем – 3, саккăрмĕшĕ – 1.

Патшалăх ачаллă çемьесене тĕрлĕ енлĕ пулăшупа хавхалантарать. Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пайĕ урлă акă 977 ача тĕлĕшпе уйăхсеренхи пособи йĕркеленĕ, ноябрьте вĕсене 1077114 тенкĕ тÿленĕ. Тăлăх ачасем 27-ĕн. 32 çемье усрава илнĕ ачасемшĕн пособи илсе тăрать. Кăкăр ĕмĕртекен тăватă амăшне тутлăхлă апатлану валли компенсаци тÿлеççĕ. Виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсерен паракан тÿлеве илекенсем 163-ĕн, пĕрремĕш ачашăн тивĕçнисем 59-ăн. Çулталăк çурăчченхи ачисене пăхакансем 196-ăн. Ноябрьте ачасемшĕн пăхнă тÿлеве пурнăçлама пĕтĕмпе 4 млн та 816 пин те 388 тенкĕ тăкакланă.

Вăрнар районĕнчи шкулсенче пĕтĕмпе 3398 ача вĕренет. Шкул çулĕчченхи ÿсĕмрисем 2843-ĕн. Ача сачĕсене пĕтĕмпе 1207 ача çÿрет.

Амăшĕшĕн ачасем сывă, ăслă-тăнлă пулни пысăк телей. Кирек хăш ÿсĕмре те ывăл-хĕрĕшĕн хыпса çунать вăл. Анне – çĕр çинчи чи хаклă пуянлăх. Юратăр вĕсене, упрăр, тимлĕх уйăрма ан манăр.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика