Ÿксе аманас мар тесен...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.01.2019, 09:09 Просмотров: 512

Раççейри медицина пĕрлешĕвĕсем çулсерен 3 миллион ытла ача аманса шар курнине палăртаççĕ. Çапла 18 тултарман кашни саккăрмĕш ача больницăна пулăшу илме килет. Хĕллехи вăхăтра сусăрланнă ачасен шучĕ тата пĕрре виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ÿсет. Вăйăран вăкăр ан тухтăр, урамран тĕрĕс-тĕкел, аманмасăр таврăнас тесен мĕн асра тытмалла?

Çак ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе республикăри медицина профилактикипе сиплев физкультурин, спорт медицинин центрĕн тухтăрĕпе Лариса АгееваПа калаçатпăр.

– Хĕллехи вăйăсем савăнăç çеç кÿччĕр тесен мĕн тумалла?

– Хĕллехи вăйăсем, конькипе, çунашкапа пăрлă тăвайккинчен ярăнни аманасси патне çеç мар, шăмăсене хуçасси е пуç мими чĕтренесси патне те илсе çитерме пултарать.

Чи малтанах, ачана тăвайккинчен çунашкапа е ытти хатĕрсемпе пĕччен ярăнса анма ирĕк париччен, çакна ăнлантарса памалла: чăнкă мар, яка, сиктермен тата йывăç тĕммисем ÿсмен вырăнта çеç ярăнма юрать. Сиктерекен вырăн пулни ача ÿксе суранланасси патне илсе çитерме пултарать. Çул пушă-и, малтан ярăнса аннă çын пăрăнса ĕлкĕрнĕ-и – ярăнса аниччен çакна та йăлтах тĕрĕслес, шута илес пулать. Ачана хăй ярăнса ансан тÿрех айккине пăрăнма вĕрентмелле, çакă ытти ярăнакансен çунисемпе аманасран сыхланма пулăшĕ. Ура е чĕркуççи çине тăрса, çурăмпа е пуçпа малалла, хырăм çине выртса ярăнма пачах юрамасть.

– Юлашки вăхăтра тăвайккинчен ярăнма нумайăшĕ сывлăш вĕрсе хăпартнă çунана, тюбинг текен хатĕре суйласа илет. Унпа ярăнма хăрушă мар-и?

– Тăвайккинчен сывлăш вĕрсе хăпартнă çунапа – тюбингпа (халăхра ăна «ватрушка» теççĕ) – ярăннă чух питĕ асăрхануллă пулмалла. Ледянкăпа, снегокатпа е çунапа танлаштарсан вăл тăвайккинчен питĕ пысăк (сехетре 70–80 çухрăм) хăвăртлăхпа анма тата хăй йĕри-тавра çаврăнса кайма пултарать. «Ватрушкăна» тормозĕ ĕçлеме пăрахнă машинăпа танлаштарма пулать, вăл нимле майпа та хăй тĕллĕн чарăнаймасть. Çавăнпа та «ватрушкăпа» 7 тултарман ачасен пачах та ярăнма юрамасть, 7–12 çулхисене те аслисен пăхса тăмалла.

Çул-йĕр хăрушсăрлăх ĕçченĕсем аслисене асăрхаттараççĕ: чи кирли – ачасене урамра пĕччен выляттармалла мар, анчах çакăн çинчен ашшĕ-амăшĕсем те, вĕрентекенсем те час-часах манаççĕ.

– Апла пулсан йĕлтĕрпе, конькипе ярăнма хăрушсăртарах пуль.

– Ачасене вĕсемпе те ярăнма вĕрентмелле. Ÿкес мар тесен йĕлтĕрпе коньки çинче тăма, урасене куçарма, тĕрĕс сывлама тата асăрханулăх йĕркисене пĕлмелле. Çак правилăсене тренер е вĕрентекенсем каласа пама пултараççĕ. Травматолог патне час-часах çакна пĕлмен ачасем лекеççĕ.

Йĕлтĕрпе конькие ача çулне пăхса туянмалла, çав вăхăтрах пуçа, чĕркуççие, чавсана амантасран сыхланмалли хатĕрсем пирки те манмалла мар.

– Ÿксе аманасси ярăннă-вылянă вăхăтра çеç мар, кулленхи пурнăçра ытти чух та тĕл пулать.

– Çапла. Аманасси патне час-часах хамăр асăрханусăр пулни илсе çитерет. Тата хĕллехи кун час тĕттĕмленни, çулсене юртан, пăртан тасатманни те хăрушлăх кăларса тăратать. Пăрлак çул çине ÿкни вара ыраттарнинчен пуçласа шăмăсене хуçни, пуç мимине чĕтреттерни патнех илсе çитерме пултарать.

– Пăрлак çул çинче ÿксе аманассинчен мĕнле сыхланма пулать?

– Чи малтанах тĕрĕс пушмак суйласа илмелле. Вăл çирĕп пулмалла, шутармалла мар, пушмак тĕпĕ çемçе резинăран тата термопластран пулсан аванрах. Хĕллехи кун çÿллĕ кĕлĕллĕ пушмакпа çÿрени аманас хăрушлăха темиçе хут ÿстерет. Пăрлак çул çинче утнă чух урасене çÿллĕ çĕклесе утмалла мар, йĕлтĕрпе пынă пек, урасене шутарса пымалла, айлăм вырăнсенчен иртсе кайма тăрăшмалла. Утнă чухне алăсене кĕсьере ан тытăр, енчен те ура шуса кайсан вĕсене кăларса ĕлкĕреймесен те пултаратăр. Шуçлак пусма тăрăх хăпарса анма лекрĕ-тĕк, картлашка çине урана тăрăхла пусмалла, çакă вара, енчен те шайлашу çухатсан, суранланас хăрушлăха чакарĕ.

Çул урлă чупса каçнă чухне шуçса ÿкес хăрушлăх пур. Хĕллехи кун машина тормоз тытнă хыççăн тÿрех чарăнайманнине манса ан кайăр.

Çурăм çине ÿксен ĕнсе шăммипе е чавсапа çапăнма пулать. Çавăнпа та çурăм çине ÿкес пулсан янаха кăкăр патне хĕстермелле, алăсене айăккинелле сармалла. Енчен те ÿкнĕ хыççăн пуç çаврăнни, ыратни, кăмăл пăтранни, шăмă сыпписем шыçăнни е ыратни аптратма пуçларĕ-тĕк, тÿрех васкавлă пулăшу машинине чĕнĕр.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика