Хастар йĕкĕрешсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.02.2019, 09:02 Просмотров: 360

Тĕлĕнмелле йĕкĕрешсемпе тĕл пулма лекрĕ çак кунсенче. Вĕсем Георгийпе Николай Дмитриевсем, çитмĕл çула çитнĕскерсем. Чăрăшкас Хирлепре колхозниксен йышлă çемйинче çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ, Иванпа Мария, сакăр ача çуратса çитĕнтернĕ: пĕр хĕр те çичĕ ывăл. Вĕсене тĕрĕс ăс-тăн парса пурне те тÿрĕ пурнăç çулĕ çине тăратнă.

Георгийпе Николай мыскараллă пурнăç çулĕпе яланах пĕр-пĕринчен уйрăлмасăр, пĕр шухăш-кăмăлпа утнă. Пичĕ-куçĕ, çÿçĕ-пуçĕ, сасси – пĕр-пĕринчен пачах уйрăлса тăман. Ашшĕпе амăшĕ те пĕр евĕрлĕ тумтир тăхăнтартма тăрăшнă, хăйсем те тепĕр чух пĕлме пултарайман: хăшĕ Георгий, хăшĕ Николай.

Чăрăшкас Хирлеп шкулĕнче вĕсем пĕр парта хушшинче ларнă, учительсем те йĕкĕрешсене уйăрса илеймен. Çавăнпа Георгийпе Николай учитель панă ыйтусене хăшĕ лайăхрах пĕлнĕ, çав хуравланă.

Шкул пĕтерсен иккĕшĕ те Калининăри професси училищинче ял хуçалăх механизаторне вĕреннĕ. Çав вăхăтрах ÿркенмен йĕкĕрешсем ирĕклĕ сехетсене сая яман – каçхи шкулта вĕренсе вăтам пĕлÿ илнĕ.

Вĕренÿ вĕçленсен иккĕшне те Оренбург облаçне тыр-пул пуçтарма янă. Георгийпе Николай, комбайн штурвалĕ умне ларса, хĕрÿ ĕç тапхăрĕнче тăрăшулăхпа палăраççĕ. Унтан таврăнсанах районти çар комиссариачĕ йĕкĕрешсене Канашри автошкула ярать, унта вĕсем шофер профессине алла илеççĕ.

Пур енпе те шанчăклă, хăйсене чипер тытма пĕлекен Георгийпе Николай Дмитриевсем çĕршыв умĕнчи тивĕçе Германире пурнăçлаççĕ. Унта та пĕр взводра, пĕр отделенинче çар автомобилĕсен водителĕнче тăрăшаççĕ, тав сăмахне тивĕçеççĕ.

Служба вĕçленсен яла таврăннăскерсем уйăх çитичченех комсомол путевкипе милици уйрăмĕн ĕçченĕсем пулса тăраççĕ, професси вăрттăнлăхĕсене вĕренеççĕ. Хăйсене килĕшекен автоинспектор ĕçне тытăнаççĕ, тивĕçлĕ канăва тухичченех çул-йĕр правилисене пăсакансемпе кĕрешеççĕ. Тем тĕрлĕ лару-тăрура та, темле çанталăкра та çул çинче йĕркелĕхе çирĕп сыхланă вĕсем, хăрушă самантсем те сахал мар сиксе тухнă.

Пĕррехинче Георгий Çĕнĕ Шупашкар трасси çинче çул йĕркине пăсакан водителе чарма пикенет. Анчах лешĕ инспектора таптать, йывăр амантать. Георгий Дмитриев больницăра темиçе талăкран çеç тăна кĕрет, аран-аран сывалса тухать, каллех хăй юратнă ĕçне пуçăнать.

Çакăн евĕрри те пулнă йĕкĕрешсен ĕçĕнче. Çул çинче Георгий Дмитриев инспектор йĕркене пăхăнман водителе чарать те асăрхаттарнипе çырлахса малалла ярать. Водитель чылаях та каяймасть, каллех çул правилине пăсать. Хальхинче ăна Николай Дмитриев чарать, штраф тÿлемелле тăвать. Водитель хăй питĕ тĕлĕннине ниепле пытараймасть: «Сире тин çеç урăх вырăнта тĕл пулнăччĕ-çке, тĕлĕкре пуль ку?».

– Эпир иксĕмĕр те пĕр кунта авлантăмăр. Малтанах мăшăрсем те йĕкĕрешсем лекмĕç-ши тесе шутланăччĕ. Кăшт урăхларах пулчĕ: пĕрин мăшăрĕ Аçăмçырминчен, теприн – Етĕрне районĕнчен, – теççĕ вĕсем.

Çулсем чылай иртнĕ пулин те вĕсен хушшинчи уйрăмлăх сисĕнмест. Иккĕшĕ те – отставкăри милици капитанĕсем. Николайăн ачисем те пакунлăскерсем. Ывăлĕ – Владивосток хулин коменданчĕ, хĕрĕ – полици капитанĕ. Георгийпе Николайăн ачисем пĕчĕк чух «пирĕн аттесем иккĕ» тенĕ, халĕ мăнукĕсем «пирĕн асаттесем икшер» теççĕ.

Георгийĕн хĕрĕ – Татьяна Осокина – полици майорĕ, Сĕнтĕрвăрринчи полици уйрăмĕн участокри аслă инспекторĕ. Иртнĕ çул республикăри конкурсра «Халăх инспекторĕ» ята тивĕçнĕ. Вăталăх хĕрĕ Промтрактор заводĕнче, аслă хĕрĕ Шупашкарти пĕр шкулта тимлеççĕ.

Малалла та маттур пулăр, йĕкĕрешсем.

Вениамин ИВАНОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика