Хурт-хăмăр ĕрчетни ял хуçалăх отраслĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывать. Пыл хурчĕсем ял хуçалăх культурисене, нумай çул ÿсекен курăксене шăркалантарса тухăçлăха ÿстерме, вăрлăх пахалăхне лайăхлатма пулăшаççĕ.
Анчах та хресченĕн чан çапма та вăхăт çитнĕ иккен. Кĕçнерникун семинар-канашлăва хутшăннă хурт-хăмăр ăстисем çивĕч ыйтусем çĕклерĕç, пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç.
– Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт,
Мĕншĕн эсĕ нăрлататăн?
Сарă чечек тăрринче
Çавăрăнса çÿретĕн? – ĕмĕр каялла çапла çырнă чăвашсен паллă поэчĕ, драматургĕ Федор Павлов. Шел те, хальхи саманара лару-тăру çивĕч. «Хурт-хăмăр ĕçĕн агентстви» обществăн генеральнăй директорĕ Геннадий Максимов «сар чечексем тăрринче çавăрăнса çÿрекенсем» çултан çул сахалланса пынине çирĕплетрĕ.
– Астăватăп-ха, ача чухне çерем тăрăх çаруран чупма шикленеттĕмĕр. Ара, унта та кунта вĕлле хурчĕсем, вăрман хурчĕсем вĕçетчĕç, – терĕ Геннадий Антонович. – Халĕ урăхла ÿкерчĕк. Питĕ шел, анчах та вăрман хурчĕсем халĕ çукпа пĕрех.
Геннадий Максимов – ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Чăваш енри хурт-хăмăр ĕçĕ» кĕнеке авторĕ. Вăл ял хуçалăхĕнче хими им-çамĕсемпе тăтăш усă курни усăллă хурт-кăпшанкăсене пĕтернине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Акă, вĕлле хурчĕсем шăркалантармасăр нумай ÿсен-тăран аталанаймасть, çимĕç параймасть. Енчен те пыл хурчĕсем хăйсен тивĕçне вуçех пурнăçлама пăрахсан этемĕн те, выльăх-чĕрлĕхĕн те апат рационĕ самаях чухăнланса юлĕ.
Сумлă хăна кăткăс лару-тăрăва кĕрсе ÿкес мар тесен вĕлле хурчĕсене упрасси, ĕрчетесси çине пысăк тимлĕх уйăрма сĕнчĕ. Пыл юхтарса илнĕ хыççăн тÿрех сăвăссемпе кĕрешмеллине, профилактика мероприятийĕсем ирттермеллине каларĕ.
Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Георгий Романов иртнĕ çул хурт-хăмăр ĕрчетессипе уйрăмах Ершепуç тăрăхĕнче хастар ĕçленине пĕлтерчĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, ку енче пурĕ 600 вĕлле тытни паллă. Упнер тата Калинино тăрăхĕсенче пурăнакансем те ÿркенмеççĕ: 148 тата 135 вĕлле тытаççĕ.
Авшак Элмен енчи Александр Немиловпа калаçма тÿр килчĕ. Вăл 1982 çултанпа хурт-хăмăр усрать. Унăн кил хуçалăхĕнче 20 вĕлле ытла. Пĕлтĕр çур тонна енне пыл илнĕ. Пархатарлă ĕçре ăна мăшăрĕ Мария Андреевна пулăшса пырать. Немиловсем ĕмĕр тăршшĕпех шкулта тăрăшнă. Иккĕшĕ те педагогика ĕçĕн ветеранĕсем.
Ял хуçалăх организацийĕсенчен хурт-хăмăр ĕрчетессипе «Санары» агрофирма тĕллевлĕ тăрăшать. Аграрлă предприятин 67 вĕлле пур.
Семинар-канашлура чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Владимир Матвеев та сăмах илчĕ. Вăл пыл хурчĕсен инфекци чирĕсем тĕлĕшпе мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче лару-тăру мĕнле пулнипе паллаштарчĕ, утарсен паспорчĕ кирлине палăртрĕ. Семинар ял хуçалăх техникумĕнчи студентсемшĕн те усăллă пулчĕ.
Канашлура «чи лайăх пыл» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Жюри членĕсем Çăлкас Кăкшăмри çамрăкăн, Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн ветеринари факультетĕнче вĕренекен Александр Лукинăн, пылак çимĕçĕ чи пахалăхли тесе пĕлтерчĕç. Хураçырмари Анатолий Алексеевпа Вăрнарти Иван Федоров иккĕмĕш, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчи Николай Васильевпа Çĕрпелти Юрий Максимов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Калас пулать, Вăрнарти техникумра пĕлÿ пухнă чухне хурт-хăмăр пăхма Александр Лукина шăпах Николай Васильев вĕрентнĕ.
Çĕнтерÿçĕсем район администрацийĕн дипломне тата Геннадий Максимовăн «Чăваш енри хурт-хăмăр ĕçĕ» кĕнекине тивĕçрĕç.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |