Вырсарникун чи кăткăс профессие суйласа илнĕ çынсем – химиксем – хăйсен профессилле уявне паллă турĕç. «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ Химик кунĕпе çыхăннă мероприятисене шăматкун йĕркелерĕ.
Завод ĕçченĕсен тĕп уявĕ яланхиллех анлă та хаваслă иртрĕ. Ытти чухнехи пекех унта пĕтĕм Вăрнар халăхĕ савăнма пултарчĕ. Уяв мероприятийĕсем «Август» культурăпа кану паркĕнче, «Химик» стадионта сарăлчĕç. Кашни çын, кашни ача хăйĕн кăмăлне кура вăхăта усăпа ирттерме пултарчĕ.
Кĕçĕннисем валли тÿлевсĕр аттракционсем тĕттĕмленичченех ĕçлерĕç. Пухăннисене портретистсен, аквагримерсен сĕтелĕсем, фотобудкăсем умĕнче, ытти вăйă вырăнĕсенче те йышлă курма тÿр килчĕ. Кам караоке юрларĕ, кам понипе, кам каретăпа ярăнчĕ. Уява килекенсене шăчăпа утакан Чечек нимфисем, циркачсемпе мимсем саламларĕç тата ытти те.
Концерт программине тĕп сцена çинче кăна йĕркелеменни те пĕлтерĕшлĕ. Инструменталлă кĕвве итлес текенсем саксофон, скрипка вылявĕпе киленчĕç. Карап-сцена çинче кăмăл тăвакансем тĕрлĕ ташă хусканăвĕсене хăнăхрĕç.
Тĕп концерт программин пуянлăхне те палăртмалла. Сцена çине Вăрнар ачисем йышлă тухрĕç. «САЛАМ» ансамбль, Вячеслав Христофоров эстрада юрăçи, Шупашкарти «Мармелад», «Авангард» ушкăнсем саламларĕç. Çулăмпа пиротехника шоувĕ пурне те тыткăнларĕ.
Паллах, Вăрнар химикĕсен ĕçченлĕхĕ завод аталанăвне хывăнман пулсан çак уяв та пулмастчĕ. «План кăтартăвĕсене, производство хушăвĕсене эпир туллин, вăхăтра, кирлĕ чухлĕ тата пахалăхлă пурнăçлатпăр. Тавах сире çакăншăн!» – тенĕ официаллă пайра «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников завод ĕçченĕсене район, республика, çĕршыв аталанăвне тÿпе хывнишĕн тав туса.
«Август» Фирмăн генеральнăй директорĕ Александр Усков заводăн паянхи тăрăмĕпе – кăтартăвĕсемпе, сăнĕпе – мăнаçланнине пытарман. Компание Раççейре хими промышленноçĕн лидерĕ пулса тăма 20 çул каялла 180-мĕш цеха хута яни пулăшнине палăртнă вăл. Белоруссири завод, Китайри цех, Тутарстанра уçăлакан завод пĕтĕмпех пĕрлехи аталанăва тÿпе хывнине асăннă. Çакă, пĕр сăмахсăрах, ĕç çыннисен ĕçлев тата пурнăç хăтлăхĕпе те, тăнăçлăхĕпе те çыхăннă.
– Нумайăшĕ, тен, Алабугăра завод уçăлсан Вăрнарта ĕç пĕтет тесе пăшăрханать. Анчах ку апла мар. Кунта ĕç малашне те нумай пулĕ. Раççей рынокĕ ÿссе пырать, пирĕн тĕнче шайне тухас шанăçсем пысăкланаççĕ. Кăçал, сăмахран, мамăк дефолиацийĕн (çулçăсене татни) 90 процентне пирĕн препаратсемпе усă курса ирттернĕ. Ытти рыноксене тухни аталану майĕсене татах ÿстерĕ, – тенĕ вăл.
Вăрнар химикĕсене çавăн пекех Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕн заместителĕ Сергей Григорьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев саламланă.
Тĕп мухтавĕ, паллах, химиксене! Ĕçри хастарлăхшăн, мал шухăшсемшĕн, хими индустрине çĕкленĕшĕн хальхинче те нумайăшĕ пысăк наградăсене тивĕçнĕ. 180-мĕш цех мастерĕ Сергей Ермолаев «Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» Хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Наукăпа производство центрĕн тĕп специалистне Сергей Гнилушина тата юсавпа техника ушкăнĕн инженерне Владислав Лукина Раççей Федерацийĕн промышленность тата суту-илÿ министерствин Хисеп грамотипе чысланă.
Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министерствин Хисеп грамотине автотранспорт цехĕн пуçлăхĕн заместителĕ Родион Семяков тата информаци технологийĕсен пайĕн пуçлăхĕ Александр Яковлев, район администрацийĕн Хисеп грамотине юридици пайĕн пуçлăхĕ Юрий Анисимов, ЛПХ цехĕн мастерĕ Дмитрий Бобин, менеджмент системисен аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Алексей Дидин, энергоцех слесарĕ Юрий Федоров, Ирина Филимонова бухгалтер тивĕçнĕ. Çавăн пекех чи-чи маттуррисене «Август» Фирмăн наградисемпе те палăртнă, чылай ĕçчене заводăн ветеранĕсен йышне кĕртнĕ.
Хăватлă оборудованипе çирĕпленни, пахалăх, çĕнĕрен те çĕнĕ продукци производствине алла илни, тĕнче рынокĕсене лекме пултарни, хăйĕн ĕç шкулĕ витĕр темиçе ăрăва шăратса кăларни – акă мĕнпе мухтанма пултарать завод. Вăл паян Вăрнар ĕç çыннисене, республикăри ял хуçалăх таварĕсене туса илекенĕсене кăна мар, «Август» Фирма бренчĕпе пĕтĕм çĕршывăн çĕрпе патриотла ĕçлекенсене, çавăн пекех тĕнчен ытти континенчĕсене, ют çĕршывсене таччăн çыхăнтарать.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |