Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре хĕрлĕ шатрапа (тепĕр майлă каласан – хĕрлĕхенпе) чирлекенсен йышĕ ÿснĕ.
Инфекцие ытти çĕршывсенчен илсе килнĕ. Украинăра, Грузире, Албанире, Черногорине, Грецире, Францире чирлисем уйрăмах нумай. Чир-чĕр Раççейре те сарăлсах пырать. Мускавра, Мускавпа Иваново облаçĕсенче, Дагестан, Адыгея Республикисенче хĕрлĕхен ернисене тупса палăртнă. Иртнĕ çул пирĕн республикăра пĕр тĕслĕх çырăннă. Мускав облаçĕнчи хĕрарăм Канаш хулинче пулнă, вăл чир пуçланиччен ултă кун маларах Таиландра каннă.
Çак инфекци çухалса пыраканнисен шутне кĕнĕ, вакцинаци тăтăшах тунă пирки ачасем чирлеме пăрахнă. Хăшĕ-пĕрисем чир çуккине кура прививка тутарман. Çавна пула хĕрлĕ шатра вăй илчĕ. 2000 çулта пирĕн çĕршывра та чирлисем йышлă пулнă.
Çак инфекци мĕнле палăрать-ха? Чир шăнса пăсăлнине аса илтерет. Пуç ыратать, ÿслĕк тухать, сунас ерет, çутă хăратма пуçлани сисĕнет. /т-тир çинче шатра тапса тухни кăна тĕрĕс диагноз лартма пулăшать.
Роспотребнадзорăн пĕлтĕр кăларнă бюллетенĕнчен çакă паллă: хальхи вăхăтра чир урăхларах иртет. Шатра хăвăртрах тухать, чирлĕ кашни улттăмĕш çынна аппендицит аптăратать.
Хĕрлĕ шатра хăратать. Чир шала кайсан тухтăрсем çакăн пек диагнозсем лартма пултараççĕ – «менингит», «энцефалит», «бронхит», «ÿпке шыççи», «куç сиенленни». Эпир хăракан туберкулеза чирлĕ çынпа таччăн хутшăнсан кăна ертме пулать пулсассăн, хĕрлĕхен шанчăк пачах хăвармасть. Вирус инçете вĕçсе çитме пултарать. Гриппа танлаштарсан 6 хут хăвăртрах ерет.
Астăвăр: хĕрлĕ шатраран эмел çук, чир ересрен антибиотиксемпе сиплеççĕ. Сывалса çитсен те этем организмĕ хавшак-ха, ăна кирек мĕнле инфекци те сиенлеме пултарать.
Ерекен чир-чĕре тупса палăртнă пирки Вăрнар районĕнче хĕрлĕ шатраран хÿтĕлеме вакцинаци ирттерме палăртаççĕ. Ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ яваплă, хăйсен тĕпренчĕкĕсене ÿсĕмне кура прививка тутармаллах. Çитĕннисен те тимлĕхе çухатмалла мар. Прививка тутарман пулсан тухтăр патне килмелле.
Н.НИКОЛАЕВа,
район тĕп больницин врач-инфекционисчĕ.
Ноябрь 2024 |