Пурнăçа юратакан Уçтен акай

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.08.2019, 16:29 Просмотров: 316

Пăртасри Иустиния Даниловна Данилова – «Хисеп Палли» орден кавалерĕ – паян 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 60–70-мĕш çулĕсенче районта кăна мар, республикăра та ĕçлĕ ăмăртусенче мала тухнă. «Чи лайăх чăх-чĕп пăхакан» ята тивĕçнĕ.

Латин чĕлхинчен куçарсан «Иустиния» сăмах «чăн, тĕрĕс» тенине пĕлтерет. Иустиния Даниловна ахальтен мар пулĕ хăйĕн ĕмĕрне Мичурин ячĕллĕ колхозра тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе ирттернĕ.   90 çултискер, халĕ те вăр-вар. Ăна ватă çын, кинеми теме чĕлхе çаврăнмасть. Уçтен акай çĕрулми купалать, çаран çулать, вутă çурать, сурăхсем тытать, чăх-чĕп ĕрчетет, кукăль-çăмах пĕçерет. «Кукам питĕ ĕçчен, – пĕлтерчĕç мăнукĕсем. – Анкартинче пĕр вăхăт тырă акса туса илетчĕ. Пĕррехинче вăл тукмакпа 10 михĕ сĕлĕ çапса тĕшĕленĕ». Иустиния Данилова ăс-тăна çивĕчлетме кĕнекесем вулать, хаçатсем – «Çĕнтерÿ çулĕ», «Хыпар», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Хресчен сасси» – çырăнса илет. Кашни кун тенĕ пекех сăвăсем вĕренет, юрă-кĕвĕ шăрантарать.

«Кулянмастăп кун иртнишĕн...»

Иустиния Даниловна тĕлĕнмелле маттур, правур хĕрарăм. Çут тĕнчепе киленет, пурнăçа юратать.

– Шкул пĕтернĕренпе 77 çул, пенсие тухнăранпа 35 çул çитрĕ. Çапах та малалла пурăнас килет. Пĕлетĕр-и, эпĕ пуян çын. Манăн пилĕк мăнук, вуникĕ кĕçĕн мăнук, – хавхаланса калаçрĕ Уçтен акай.

Иустиния Даниловнăна мăнукĕсенчен пĕри Александра пырса ыталаса илчĕ. Ĕç ветеранĕ чăтаймарĕ – юрă юрласа ячĕ:

– Кулянмастăп кун иртнишĕн,

   Савăнап эсир пуртан...

Иустиния Даниловна халь самани лайăххишĕн хĕпĕртет. «Лавккана кĕрсен куç алчăраса каять. Мĕн тĕрлĕ çи-пуç çук. Çамрăк пулсан-и пĕрне, теприне туянăттăм»,– терĕ вăл.

Ĕç ветеранĕ ачалăхĕпе çамрăклăхне аса илмесĕр пултараймарĕ. Аппăшĕпе Аннапа шкула кайсан учитель Уçтенрен саспаллисем ыйтнă, хĕрача алфавит калама пуçланă. Çивĕч ăслăскерне шкултах вĕренме хăварнă. Çапла вара сакăр çултисемпе пĕрле пĕлÿ çуртне çул такăрлатма пуçланă. Класра 63-ĕн ăс пухнă. Пĕр парта хушшинче пилĕк ача ларнă. Пур предметпа та лайăх вĕреннĕ. Нумай сăвва-юптарăва пăхмасăр пĕлнĕ. Нимĕçлерен вырăсла шыв юхнă пек куçарнă. Сăмах май, унăн пултарулăхĕ Александрăна та куçнă темелле. Мăнукĕ виçĕ ют чĕлхе пĕлет, çав шутра нимĕçле калаçма пултарать. Чикĕ леш енчи çĕршывсенче темиçе хут та пулнă.

Уçтен вĕреннĕ вăхăтра шкулта апат çитермен, килтен çăкăр татăкĕ, кăмака улми илсе килнĕ. Хăш-пĕр чухне хырăм выçса татăлса ÿксен те вĕрентекене тимлĕ итленĕ.

10–12 çулсенчи Иустиния аслисемпе танах уй-хирте пилĕк авнă. Пĕчĕкренех тарпа пиçĕхнĕ.

– Астăватăп-ха, ыраш хăмăлĕсем тăрăх чупа-чупа кĕлте йăтаттăмăр. Урасем шăйăрăлса каятчĕç. Халĕ шутлатăп та, мĕншĕн çапла васкасах ĕçленĕ-ши; – терĕ Уçтен акай. Унтан юптарăва аса илсе хăех шÿтлесе хуравларĕ:«Ара тринкки-тринкки сиккелесе, ĕçлемесĕр пурăннă шăрчăк тус пек пулас темен ĕнтĕ».

Нимĕç фашисчĕсем Тăван çĕршыва тапăнсан 38 çулти ашшĕн те – Данил Емельяновичăн – вăрçа кайма ят тухнă. Кĕркунне çемйипех ăсатнă ăна фронта. Ашшĕ Улатăра çитсен çыру янă. Уçтен амăшĕ тĕпленĕ çăматă, типĕтнĕ çăкăр илсе васкасах Улатăра тухса кайнă. Юратнă мăшăрне кирлĕ япаласемпе тивĕçтерес тесе хĕрарăм кĕрхи сивĕ çанталăка, 100 çухрăма пăхмасăр çурранах малалла ăнтăлнă. Кайран ашшĕ тав туса çапла çырса янă: «Спаççипă, хаклă мăшăрăм. Ачасене лайăх çитĕнтер».

Шел пулин те, ку юлашки тĕлпулу пулнă. Данил Емельянович фронтран таврăнайман. Нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса 1942 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Тверь облаçĕнче паттăррăн пуçне хунă. Пилĕк ача – Мария, Анна, Уçтен, Петĕр, Нина – çурма тăлăха тăрса юлнă. Вăрçă вăхăтĕнче пултран-серте яшки те аш шÿрпи пек туйăннă. Ача-пăча вăйă картинче чун каниччен выляйман, канлĕн çывăрса курайман.     Уçтен амăшĕ вăрçă чарăннă хыççăн çĕнĕ пÿрт çĕклеме хевте çитернĕ. Ачисене пурнăç çулĕ çине тăратассишĕн кунне-çĕрне уямасăр тăрăшнă. Ывăлĕ, хĕрĕсем те ашшĕ-амăшĕ ятне çĕртмен. Ĕçченлĕхпе палăрса тăнă.

Тÿрĕ кăмăл – чĕрене çăмăл

«Кирлĕ пулсан тупата

Трактор рулĕ умне ларать», – çапла çырнă хастар Уçтен пирки йăмăкĕ Нина Кĕтмел «Аппана» сăвăра. Иустиния Даниловна талантлă пулсан та 7 класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренеймен. Мичурин ячĕллĕ колхоз ĕçĕсене пуçĕпех кÿлĕннĕ. Палăртмалла, пĕр ĕçрен те хăраман. Мĕн хушнине пысăк яваплăхпа пурнăçланă. Авăн çапнă, вăрман каснă, йывăçсене вакуна тиенĕ... Сурăх, чăх-чĕп фермисенче, колхоз столовăйĕнче вăй хунă.

– Чăх ферминче Ольга Николаевăпа пĕрле ĕçлерĕмĕр. Тĕлĕнмелле ырă, тăрăшуллă хĕрарăмччĕ. Нихăçан та пуçа усмастчĕ. Çурçĕр иртсен киле таврăнни те пулнă. Тул çутăлнă-çутăлман каллех фермăна каймаллаччĕ. Пирĕн ĕç кăтартăвĕсем пысăкчĕ, – терĕ ветеран.

Иустиния Данилова сурăх ферминче ĕçленине куç умне кăларчĕ. Пĕрре кĕтÿре чухне шалкăм çумăр çуса янă. Пăртасри Шур тăвайкки юхнă кăна. Уçтен лачкам тара ÿксе путексене пĕр енчен тепĕр енне йăта-йăта куçарнă.

Хастар хĕрарăма   столовăй заведующине те лартнă.

– Пĕр татăк аш та, пĕр татăк çăкăр та йăкăртса тухман. Янттине хапсăнман. Тÿрĕ кăмăл – чĕрене çăмăл, – палăртрĕ Уçтен акай.

Ĕçне кура мухтавĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Иустиния Даниловнăн хушамачĕ районта кĕр! кĕрленĕ анчах: «Чи лайăх чăх-чĕп пăхакан» ята пĕрре мар тивĕçнĕ. 1967 çулта республикăра мала тухнă. 1973 çулта СССР Аслă Канашĕн хушăвĕпе Иустиния Даниловăна «Хисеп Палли» орденпа чысланă. Ун чухне Пăртас хастарĕ 44 çулта пулнă.

Колхозсенче вăй хуракансем ĕçлеме кăна мар, канма та пĕлнĕ. Акă Уçтен акай хăй вăхăтĕнче Ригăра та, Мускавра та экскурсисенче пулса курнă. Ĕçтешĕсемпе Шупашкарти театрсене те çÿренĕ, пĕр спектакль премьерине те сиктермен.

Вĕçен кайăк та мăшăрлă

Пăрчкан пек вăр-вар, нар питлĕ Иустиния час качча кайман. Кунĕн-çĕрĕн колхозра тăрăшнăран тата концертсене тăтăшах хутшăннăран çемье пирки шухăшлама вăхăчĕ те пулман-тăр. 28 çулти хĕрне амăшĕ ытарлăн çапла каланă: «Карта юпи те, вĕçен кайăк та мăшăрлă». Телее, ырă йĕкĕт тупăннă. Захар Кузьминпа çемье çавăрса икĕ хĕрпе ывăла çут тĕнче парнеленĕ. Унăн мăшăрĕпе хунямăшĕ питĕ ырă çынсем пулнă. Инкек курăнса килмест теççĕ. 40 çулти мăшăрĕ тăрук чирлесе ÿкнĕрен пурнăçран ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайнă. Ун чухне кĕçĕн хĕрĕ виçĕ çула та çитмен. Иустиния Даниловнăна питĕ йывăр килнĕ, анчах салхуллă шухăшсене хупласа илме паман. Хăйĕн тĕпренчĕкĕсене – Вячеслава, Верăна, Надеждăна – пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăратнă. Маттур йышра ал ăсти те, пултаруллă çĕвĕç те, сутуçă та пур. Мăнукĕсем те пĕринчен тепри правур.

Уçтен акай савăнăçĕ виçейми – нумаях пулмасть, çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче, вуниккĕмĕш кĕçĕн мăнукĕ çуралнă. Ăна Алена ят панă.

Уçтен акай ратĕнче вăрăм ĕмĕрлисем сахал мар. Аппăшĕ Мария ( ăна Маяк тенĕ) 90 çула çитиччен пурăннă, амăшĕпе тепĕр аппăшĕ Анна сакăр теçетке урлă каçнă пулнă. Шупашкарти йăмăкĕ Нина кăçал 82 çул тултарнă. Сăмах май, пĕр класра вĕреннĕ 63 ачаран хальхи вăхăтра Иустиния Даниловăпа Александр Сидоров кăна пурăнаççĕ.

«Юбилейра юрламалли юрăсем те пур ман. Репетици тумалла-ха, асилмелле вĕсене», – пĕлтерчĕ те Уçтен акай уçă та янăравлă сассипе юрăсем шăрантарма пуçларĕ.

Хаçат редакцийĕ пурнăçа юратакан, ĕçчен Иустиния Даниловна Даниловăна 90 çулхи юбилей ячĕпе саламласа юман пек çирĕп сывлăх, чăваш сурпанĕ пек вăрăм кун-çул сунать. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем çитсе пыччăр, хисеплĕ Уçтен акай!

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика