Декабрь вĕçĕнче суд приставĕсем йĕркеленĕ акци район çыннисене хăйсен парăмсем пурри-çуккине пĕлме пулăшнă. Халăх чылай пухăнакан вырăнта – поселокри пасар территорийĕнче – пулнă май вăл уйрăмах анлăн иртнĕ.
Акци йĕркипе суд приставĕсем «Пурнăçлав производствисен даннăйĕсен банкĕ» сервис ĕçĕпе паллаштарнă. Ку информаци сервисĕпе, каласа хăвармалла, кашни çын усă курма пултарать, вăл вăхăтра татман тÿлевсем пирки пĕлме май парать. Шăпах çак информацие тĕрĕсленĕ те акцие хутшăнма кăмăл тунă çынсем.
Аса илтеретпĕр, «Пурнăçлав производствисен даннăйĕсен банкне» суд приставĕсен федераллă службин Чăваш Республикинчи управленийĕн официаллă сайтĕнче (r21.fssрrus.ru) тупма çăмăл. Çын хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, çуралнă кунне е юридици сăпачĕпе уйрăм предпринимателĕн ятне кĕртетĕр те пурнăçлав производстви çинчен информаци илетĕр. Саккунпа килĕшÿллĕн, ку сведенисем производствăна вĕçличчен пуриншĕн те уçă шутланаççĕ.
Сервис тулли информаципе тивĕçтерет: парăмçăн даннăйĕсене те, документ номерне те, парăм виçине те, сирĕн ĕçпе тимлекен суд приставĕн хушаматне тата унпа çыхăнмалли телефона та пĕлтерет.
Ирина СЕМЕНОВА,
суд приставĕсен районти пайĕн пуçлăхĕ.
Ноябрь 2024 |