Хĕçпăшал çаврăнăшĕн саккунĕсене пăснине асăрхаттарас тата çутçанталăка хÿтĕлес тĕллевпе полици, Росгварди тата Çутçанталăк министерствин сотрудникĕсем пĕрлехи рейдсем ирттересси йăлара.
Çакнашкал тĕрĕслев вăхăтĕнче, акă, пĕлтĕрхи ноябрьте Кив Шуртан çывăхĕнче, Çĕрпел сунар хуçалăхĕнче К.-на тытса чарнă. Арçын сунара тухнă, анчах пăшалĕ те унăн Росгварди подразделенийĕнче регистрацилеменскер, кайăк-кĕшĕк е чĕрчун тытма ятарлă документ та пĕрле пулман (çакăншăн ăна административлă йĕркепе явап тыттарнă).
Декабрьте вара тĕрĕслевçĕсем Вăрманкас çывăхĕнче (Калинино çутçанталăк заказникĕнче) Ш. гражданин тытса пынă машинăна чарнă. Ку тĕслĕхре те саккуна пăсни палăрнă: салонта пассажирпа иккĕшĕ чĕрчун тытмалли хатĕр (капкăн) тата регистрацилемен касăмлă кĕпçеллĕ сунар пăшалĕ турттарнă.
Çав кунах йĕрке хуралçисем К. хуçалăхĕнче шырав ирттернĕ. Унăн саккунсăр майпа хĕçпăшал упраннă-мĕн: çар хатĕрĕсем тата тар. Тепĕр гражданинăнне вара шырав вăхăтĕнче Росгварди подразделенийĕнче шута илмен сунар пăшалĕ тата патрон тупнă.
Саккунсăр упраннă çак хĕçпăшал халĕ экспертизăра. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх йĕркене уяман граждансене уголовлă явап тыттарасси пирки йышăну пулĕ.
Кăçалхи январь вĕçĕнче те çырăнчĕ çакнашкал тепĕр преступлени. Пĕрлехи рейда тухнă тĕрĕслевçĕсен тĕлне Калинино заказникĕн территорийĕнче Л. çакланнă. Регистрацире шутланман пăшалпа сунара тухнăскер, вăл хир сыснине персе лектернĕ. Арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Çÿлерех асăннă çак граждансем – сунарçăсем, вĕсем Росгвардин вырăнти подразделенийĕнче шутра тăнă. Хăйсем тунă киревсĕр ĕçсем саккуна хирĕçле пулнине вĕсем лайăх пĕлнĕ, апла пулин те йĕркене пăхăнман.
Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕ тепĕр хут аса илтерет: граждансен саккунсăр упранакан пăшала, çар хатĕрĕсене, сирпĕнекен япаласене, сирпĕтекен хатĕрсене ирĕклĕн килсе пама май пур.
Çакăншăн укçан хавхалантараççĕ: яка кĕпçеллĕ сунар пăшалĕ – 4000 тенкĕ (1 шт.); касăмлă кĕпçеллĕ сунар пăшалĕ – 5000 тенкĕ (1 шт.); çар пăшалĕ – 5000 тенкĕ (1 шт.); килте тунă перекен хатĕр – 2000 тенкĕ (1 шт.); газ пистолечĕсем, револьверсем – 1000 тенкĕ (1 шт.); граната, мина, снаряд – 3000 тенкĕ (1 шт.); взрыв тăвакан япаласем (тротил, тар, аммонит тата ыттисем – 500 тенкĕ (100 грамм); çар хатĕрĕсем – 50 тенкĕ (1 шт.); сирпĕтмелли хатĕрсем (детонаторсем тата ытти) – 800 тенкĕ (1шт./1м).
Пĕлтĕр, сăмахран, Малти Ишек ял поселенийĕнчи Т. вăрманта тупнă çар пăшалне килсе панă, çакăншăн ăна 5000 тенкĕ тÿленĕ. Вăрнарта пурăнакан А. яка кĕпçеллĕ икĕ сунар пăшалĕшĕн пĕтĕмĕшле 8000 тенке тивĕçнĕ. Тепĕр тĕслĕхре çакăн пек пăшалшăн Пăртас ял тăрăхĕнчи И.-не 4000 тенкĕпе хавхалантарнă. Ăна вăл çуртăн чартакĕнче тупнă пулнă. Яваплăха туйса хĕрарăм сунар пăшалне полици пайне илсе килнĕ. Çавăн пекех Г. гражданина та, çар снарячĕ килсе панăскере, хавхалантару йĕркипе килĕ-шÿллĕн 3000 тенкĕ тÿленĕ.
Пытарса усракан, регистрацилемен пăшала, çар хатĕрĕсемпе взрыв тăвакан япаласене, сирпĕтмелли хатĕрсене полици сотрудникĕсем тупсан РФ Уголовлă кодексĕн 222-мĕш статйипе уголовлă явап кĕтет, айăплавĕ – 4 çул таран ирĕксĕр хăварни.
Саккунсăр упранакан пăшал, çар хатĕрĕсем пирки тĕрĕс информацие хыпарлакан граждансене те çак пăшал е çар хатĕрĕшĕн тивекен хавхалантарун 50 процентне тÿлеме пăхнă.
А.САМОЛЕТОВ,
лицензи паракан уйрăмăн инспекторĕ
полици аслă лейтенанчĕ.
Ноябрь 2024 |