Кăçал юр час кайни тата çуркунне пуçламăшĕнче ăшă тăни сăвăссене ир «вăранма» май пачĕ. Çавăнпа вĕсен активлăх тапхăрĕ унчченхи çулсенчен маларах пуçланчĕ.
Пĕрремĕш шар курнисем март уйăхĕнчех пулнă-мĕн. Республикăра апрель–май уйăхĕсенче сăвăссем çаклатнипе медицина учрежденийĕсене килнĕ 130 тĕслĕхе регистрациленĕ. Ку шутран 63-шĕ – ачасем. Çакăн пек кăтартусене пĕлтерет Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ. Май уйăхĕн юлашки эрнинче кăна, акă, сиплев çурчĕсене тÿрех 33 çын (18 ача) пулăшу ыйтса килнĕ. Çынсен ÿтĕнчен кăларнă кăпшанкăсене, паллах, тĕплĕн тĕпченĕ. Республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕнче пĕр эрнере çеç 64 сăвăса тĕрĕсленĕ, инфекциллисем тупăнман. Май вĕçĕ тĕлне вара пĕтĕмпе 255 сăтăрçа лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă.
Сăвăссене чăрмав кăна кÿрекен хурт-кăпшанкăсем шутне кĕртме çук. Вĕсем питĕ çăткăн, çулсеренех пысăк сиен кÿреççĕ. Çынна хăрушă, вилĕмле чирсем ертме те пултараççĕ. Сăмахран, вируслă энцефалита, иксодлă боррелиоза, эрлихиоза та ыттисене. Республикăра вируслă энцефалитпа вырăнта чирлени пулман, анчах иксодлă боррелиоз ертнĕ тĕслĕхсем çулсеренех çырăнаççĕ. Кăçал та пĕрре регистрациленĕ.
Мĕнле сыхланмалла-ха çынна та, чĕрчунсене те тапăнакан ку хăрушă хурт-кăпшанкăран; Ăна кирек ăçта çаклатма пулать: ытларах – вăрманта, парксенче, çулсем хĕрринче, дача участокĕсенче. Çавăнпа та ку вырăнсенче уйрăмах сыхланмалла. Вăрманти тата çутçанталăк ытамĕнчи кану валли ÿт çумне çăтă çыпăçакан, хупă тумтир суйламалла, ăна репеллентсемпе сапмалла. Çиелти тумăн çухисем мăя хупламалла, футболка-кĕпене шăлавар ăшне чикмелле. Тумтир çаннисем тата шăлавар пĕççисем те вăрăм пулччăр. Урана резина пушмак, май пулсан кунчи çÿллĕ атă, тăхăнсан лайăх. Çÿçсене пухса пуçа тутăрпа çыхмалла е калпакпа-кепкăпа хупламалла. Сирĕн çинчи тумтир çутă пулсан аванрах – ун тăрăх хăпаракан сăвăссене асăрхама çăмăлрах.
Çак правилăсене тимлĕхе илни те хăрушсăрлăхшăн пĕлтерĕшлĕ:
çÿллĕ курăклă, сулхăн вырăнсене канма-ларма суйламалла мар;
курăк çине выртма юрамасть – сăвăссем тумтир çине çакланса кайран ÿт ăшне кĕрсе лараççĕ;
кану валли хăйăрлă, курăксăр лаптăксем хăрушсăртарах;
кашни 10–15 минутра хăвăрăн е пĕр-пĕрин тумтирне тĕрĕслĕр, çĕвĕ вырăнĕсене, çухасене уйрăмах тимлĕ пăхмалла;
вăрманта тăхăннă тумтире кил-çурта илсе ан кĕрĕр.
Енчен те ÿте сăвăс кĕрсе ларнине куртăр-тăк, ăна хăвăртрах кăларма тăрăшмалла. Пулăшу ыйтма больницăна кайсан лайăхрах. Май çук-тăк, сăвăса асăрханса, сăмси татăлса юласран сыхланса кăлармалла. Специалистсем ăна пинцетпа е таса марльăпа чĕркенĕ пÿрнесемпе сăмсинчен çаклатса илме, хăйĕн тĕнĕлĕ тавралла çавăрттарма сĕнеççĕ. Сăвăс тухсан сиенленнĕ вырăна спиртпа, йодпа е одеколонпа сĕрмелле. Алăсене супăньпе лайăх çумалла. Тапăннă сăвăса пăрахма юрамасть – лаборатори тĕрĕслевне памалла. Кунта вăл инфекци ертме пултарнипе пултарманнине палăртĕç.
Новосибирскра сăвăсăн çĕнĕ гибридне тупса палăртнă. Хальхи препаратсем вĕсене пĕтереймеççĕ. Çавăнпа та специалистсем инфекцин çĕнĕ тĕсĕсем сарăлассинчен шикленеççĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |