Хĕл хырăмĕ пысăк. Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесен аш-пăш, сĕт туса илесси те ÿсĕ. Çĕр ĕçченĕсем уяр кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ.
Техника шавĕ уй-хиртен каçченех татăлмасть.
Симĕс ĕççи анлă сарăлса пырать. Çак вăхăт тĕлне ял хуçалăх организацийĕсем нумай çул ÿсекен курăксене 4761 гектар çулнă. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма 4876 тонна утă янтăланă. Ку ĕçре уйрăмах Вăрнарти аш-какай комбиначĕ хастар, агрохолдингра 1200 тонна утă типĕтнĕ. Выльăх апатне «Знамя» тата Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсенче 500-шер тонна, «Броневик» ял хуçалăх предприятийĕнче 340 тонна хатĕрленĕ. Фермерсенчен Виталий Яковлев хуçалăхĕ малта, 210 тонна утă типĕтнĕ.
Ешĕл масса хатĕрлессипе те ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Район аграрийĕсем 13818 тонна сенаж хывнă. Уйрăмах ÿсĕмлĕ тимлекен хуçалăхсенче ĕç кăтартăвĕсем çапларах – аш-какай комбинатĕнче 8700 тонна, Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра – 2468, «Кольцовкăра» 1300 тонна сенаж янтăланă. Ешĕл массăна фермер хуçалăхĕнче те хывнă. Ырă тĕслĕх кăтартаканĕ – Григорий Лукин хресчен (фермер) хуçалăхĕ. Кунта сенаж 150 тонна хывнă.
Силос хатĕрлессипе пĕртен-пĕр ял хуçалăх производство кооперативĕнче – «Победăра» – тăрăшаççĕ: çак вăхăт тĕлне 500 тонна силос янтăланă.
Вăхăт хăвăрт шăвать. Кĕр аки те çывхарать. Тăватă предприятире – аш-какай комбинатĕнче, «Агрохмельте», «Янгорчинăра», «Гвардеецра» – çĕр хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ. Пĕрлехи ĕç кăтартăвĕ – 360 гектар.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
