Атьăр, пĕрле пулар!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.09.2020, 11:46 Просмотров: 382

Чăваш Республикин 2020–2025 çуллăх социаллă-экономика аталанăвĕн Комплекслă программине йышăнса яваплă çынсем алă пуснин чернилĕсем типме те ĕлкĕреймерĕç, ăна пурнăçа кĕртессипе ĕç тÿрех калăпăшлă сарăлчĕ. Ку кăна та мар. Тĕрĕссипе, программăн хăшпĕр положенийĕсем проекта сÿтсе явнă вăхăтрах, пĕрлех, пурнăçланса пычĕç.

Олег Николаева Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама çирĕплетнĕ хыççăн республикăра политика тытăмне ыррăн витĕм кÿрекен хăйнеевĕрлĕ лару-тăру йĕркеленчĕ. Обществăн кашни ушкăнĕ, мĕнпур çын программăна тишкерме-хаклама, «Вместе. Пĕрле» проекта ĕçе кĕртме анлăн хутшăнчĕ. Хăшĕ пĕлмест те, тен, унăн пĕрремĕшле тĕп тĕллевĕ, республикăри çĕршер волонтера тата ырă тăвакан çынна пандеми тапхăрĕнче йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене пулăшма пĕрлештересси пулнă. Проекта пурнăçланăçемĕн ун чиккисем палăртнинчен сарăлнă: Чăваш ен ăнăçлăхĕшĕн çунакан граждансене пĕтĕçтерекен пĕтĕмĕшле наци бренчĕ пулса тăчĕ. Иккĕленместпĕр: усал вируса çĕнтерсен те, пандемие путлантарсан та «Вместе. Пĕрле» проект манăçа тухмĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче «Сăр чиккине» тата Хусанти хÿтĕлев линине çĕкленĕ ентешсен ĕç паттăрлăхне асра хăварас проектăн пĕлтерĕшĕ те çакăн пекех çÿллĕ шайра. Ăнсăртран мар Олег Николаев 2021 çула «Сăр чиккин» çулталăкĕ тесе çирĕплетрĕ. Шăпах 80 çул каялла, октябрь вĕçĕнче, ку хÿтĕлев линийĕсен строительствине тытăннă. Олег Николаевăн йышăнăвĕ – хĕллехи шартлама сивĕре хăйсене шеллемесĕр вăй хунă, правительство хушăвне рекордла кĕске вăхăтра пурнăçланă тыл ĕçченĕсен астăвăмне тивĕçлипе хисеплени.

Региона ертсе пыракан çĕнĕ командăшăн пандемипе кĕрешесси çирĕп тĕрĕслеве çаврăнчĕ. Чăваш ен, тĕпрен илсен, ĕç миграцийĕн шайĕ пысăккине кура, коронавирус вăйлă сарăлма пултаракан регионсен шутне кĕчĕ. Çавăнпах экономика лару-тăрăвĕ япăхланас, граждансен социаллă ăнăçлăхĕ чакас хăрушлăх пурччĕ. Телее, çухатусене пĕчĕклетме, уйрăммăн илсен, тупăшсен пайĕ чакассине асăрхаттарма май килнĕ. Çитĕнÿ вăрттăнлăхĕ ансат – Олег Николаев республикăри ертсе пыракан 8 промышленность предприятине пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисен федераллă переченьне кĕрттерме мехел çитерчĕ. Çакă вĕсене коронавирус условийĕсенче те ÿсĕмлĕ ĕçлеме май панă.

Вăрттăнлăх мар, нумайăшĕ программа пирки асăрхануллăн, теприсем шанмасăр та калаçрĕç. Вĕсене те ăнланма пулать: унччен республика умне нихăçан та кунашкал амбициллĕ тĕллевсем лартман. Анчах тĕпре плансем капмарри те мар, вĕсене хăш тапхăрта ĕçе кĕртесси. Кунта вăхăта тăсса яма юрамасть. Кашни кун, кашни сехет хаклă... Чăваш ене Раççейри чи ăнăçлă регионсенчен пĕри тăвас ĕмĕтлĕ проект пуçаруçи – Олег Николаев – çакна чи малтан хăй лайăх ăнланать. Программăра палăртнă ÿсĕмсем патне хăвăртрах çитес тесе вăл хăйĕн пултарулăхĕпе, лоббистла майĕсемпе туллин усă курать. Август–сентябрь уйăхĕсенче Чăваш ене федераллă министрсем йышлăн килни те çакна тепĕр хут çирĕплетет. ,çлĕ тĕлпулусенче вĕсем чылай çивĕч ыйтăва татса панă, çав шутра – программăра палăртнисене те. Сăмах чи малтанах инвестици ĕçĕ-хĕлĕ пирки пырать. Унсăрăн паян экономика аталанăвĕ çинчен калаçмалли те çук. Сăмахран, Раççей Экономика аталанăвĕн министерствипе пĕтĕмĕшле 50 млрд енне тенкĕлĕх 90 ытла инвестици проектне пурнăçа кĕртме калаçса татăлнă. Çĕнĕлĕхсем чăваш индустрийĕнче тĕп вырăн йышăнакан «Промтрактора» та кĕтеççĕ. Предприятие 10 млрд тенкĕ енне инвестици хывăнмалла, 500 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлмалла. Шалу шайĕ те пысăк пуласса шанаççĕ. Чи пĕлтерĕшли вара – туса кăларакан продукцин линейки самаях анлăланĕ: халĕ тухакан модельсем çумне урăххисем, Раççейре çеç мар, ют çĕршывсенче те хапăлласа туянаканнисем хушăнĕç.

Çак кунсенче пуринчен ытла кăсăклăх çуратнă пулăмсен шутĕнче – Владимир Путин видеоконференцçыхăнупа Олег Николаевпа калаçни. Паллă: Раççей Президенчĕ Чăваш енри лару-тăрупа кăсăклансах тăрать, республикăри пулăмсене пĕлет, тимлĕхрех тытать. Вăл республика правительствин ĕç-хĕлне çÿллĕ шайра хакларĕ, наци проекчĕсемпе программисем йĕркипе пурнăçланакан задачăсене ĕçе кĕртме пулăшма шантарчĕ.

Инвестици проекчĕсене сÿтсе явнă чухне хăвăртлатнă социаллă-экономика аталанăвĕн территорийĕсем (ТОСЭР) çинчен те нумай калаçрĕç. Анчах та ĕç малтанхи пек сÿтсе явнипе кăна вĕçленмерĕ. Сăмахран, кăçал çулла Канашра вырăнти элеватора реконструкцилессипе малтанхи ĕçсем тытăнчĕç. Кунта çывăхри 5–7 çулта предприятисен шутне – ТОСЭР резиденчĕсене – 17-е çитересшĕн. Вĕсем валли инфраструктура лайăхланать: çак кунсенче çĕнĕ газопровод хута кайнă, вăл промышленность площадкисене те тивĕçтерĕ.

ТОСЭР-а Çĕнĕ Шупашкарта йĕркелес ĕçе çĕнĕрен пуçăннă. Кĕçех Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Сĕнтĕрвăрринче тата Çĕрпÿ районĕнче технопарксем, Патăрьел районĕнче агропромпарк, ытти тĕрлĕ объектсем çĕкленĕç.

АПК аталанăвне пысăк тимлĕх уйăраççĕ, вăл экономика ÿсĕмĕн драйверĕ пулса тăчĕ. Чăваш ен аграрийĕсене патшалăх енчен пулăшни те пысăк тĕрев парать. Тĕслĕхрен, 2020 çулта вĕсем 2 млрд та 600 млн тенкĕ илеççĕ, пĕлтĕрхи пулăшуран 14 процент ытларах. Çăмăллăхсемпе субсидисем ял хуçалăх техникине туянассине ÿстерме май пачĕç. Ку техника туяннă чухне республика ун хакĕн 40-е яхăн процентне субсидилеме йышăннипе те çыхăннă. Унсăр пуçне, «Росагролизинг» АО-па ял хуçалăх предприятийĕсене çăмăллатнă лизинг уйăрассипе килĕшÿ çырнă. Ăна пула техника туянма 588 млн тенкĕлĕх заявкăсем тăратнă.

«Республика правительстви тинех пирĕн пирки аса илчĕ! Халĕ пирĕн ялсем малалла та пурăнас шанăç пур», – теççĕ паян ял çыннисем. Оптимистсем пулма сăлтавĕсем те пур. Сăвакан ĕнесемшĕн укçа пама йышăннишĕн савăнса пĕтереймерĕç – тепĕр пулăшу та çитрĕ: Чăваш Республикин 100 çулхи юбилейĕ тĕлне кашни яла 100-шер пин тенкĕ уйăраççĕ. Хула çыннисен савăнăçĕ тата пысăкрах, мĕншĕн тесен хуласемпе район центрĕсене халăх йышне кура сумлăрах укçа-тенкĕ пăхнă. Унсăр пуçне, «Чăваш ял ипотеки» программа чылай категорири граждансене çурт-йĕр çĕклеме 0,1–2 процентлă кредит илме май парать. Унпа çынсем активлă усă кураççĕ.

Паллах, тĕллевсем тем пек пысăк пулсан та çынсем пирки манмалла мар. Тĕрĕссипе, пĕтĕм программа тата проект йăлтах вĕсен хăтлăхне йĕркелес тĕллевлĕ. Чăваш енри кашни çын чăн пулăшăва туйни пĕлтерĕшлĕ. Çакна туяççĕ те. Сăмахран, пурнăçăн йывăр лару-тăрăвне лекнисене социаллă контракт урлă ĕçлĕ пулма, харпăр хăй бизнесне йĕркелеме пулăшаççĕ.

Регионти амăшĕн капиталĕ 100 пин тенкĕрен 150 пин тенкĕ таран ÿсрĕ. Ку суммăран 20 пин тенкине тăсса ямалла мар ыйтусене татма тÿрех алла илме май пур. Çавăн пекех 3–7 çулсенчи ачасемшĕн паракан уйăхсеренхи тÿлев те çемье нухратне ÿстерме пулăшать.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем республика бюджетĕнчен 25-шер пин тенке тивĕçнине те манса хăвармалла мар.

Чăн та, сахал мар ĕç тунă. Хальлĕхе савăнма сăлтав пур. Мĕншĕн хальлĕхе-ха? Мĕншĕн тесен, енчен те эпир пĕрлешмесен, «Пĕрле» пулмасан, пуласлăхăн малтанхи хунавĕсем шанĕç. Паян пирĕн шăпа – пирĕн алăра.

Алексей КРЯЖИНОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика