Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн, ветстанци специалисчĕсем хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе епле хĕл каçарнине тĕрĕслесех тăраççĕ. Çак кунсенче вĕсем икĕ ушкăна пайланса тăватă хуçалăха çитнĕ.
Ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ Денис Константинов тата выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Владимир Матвеев малтанах «Хорнзор» хуçалăхра пулнă.
Вунпĕр уйăхри кăтартусемпе, кунта сĕт 283 тонна туса илнĕ. Пĕлтĕрхи шайрах. Аш-какай туса илсе сутасси 35 процент ÿснĕ – 24,6 тоннăпа танлашнă.
Паянхи куна «Хорнзорта» 178 пуç ĕне-выльăх усраççĕ. ,несене тата тынасене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме тытăннăранпа пăру илесси ÿснĕ.
«Знамя» хуçалăхра та выльăха хĕл каçарма тăрăшса хатĕрленнĕ. Вите тăррине тĕплĕ юсанă, пÿлĕмсене санитари нормипе килĕшÿллĕн тасатнă, апат ытлă-çитлĕ хатĕрленĕ. Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 161 пуç. Сĕт туса илесси 255,8 тоннăпа танлашнă.
– Ветстанци ĕçченĕпе Георгий Иваничевпа Уйкас Кипекри «Луч» хуçалăхра тата Виталий Яковлев фермер патĕнче пултăмăр. Выльăх йышне упрассипе, продуктивлăха ÿстерессипе, чир-чĕртен асăрханассипе кирлĕ сĕнÿсем патăмăр, – терĕ ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ Георгий Романов.
Вячеслав Ижелеев ертсе пыракан «Луч» хуçалăх сысна ĕрчетессипе тĕллевлĕ ĕçлет. Çак уйăх пуçламăшĕ тĕлне аш производстви 99,3 тоннăпа танлашнă. 100 га çĕр пуçне 102,9 центнер аш-какай туса илнĕ, районĕпе ку – иккĕмĕш кăтарту.
Нумаях пулмасть кунта 1 пин сысна тăмалăх вите хута янă. Хальлĕхе хуçалăхра ку выльăх шучĕ 1 пин те 100 пуç. Малашлăхра йыша 2 пинрен ирттересшĕн.
– Виталий Яковлев фермер мăйракаллă шултра выльăхсемпе ĕçлет: 98 пуçран 62-шĕ – сăвакан ĕнесем. Пĕтĕм ĕçе механизациленĕ, молокопровод, холодильник установки вырнаçтарнă. Çитес вăхăтра фермер ăратлă пăрусем туянасшăн, – пĕлтерчĕ Георгий Павлович.
Пĕтĕмĕшле, комиссисем хуçалăхсенче выльăхсем хÿтлĕхре, тимлĕхре тăнине палăртнă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |