Иртнĕ эрне вĕçĕнче Вăрнар районĕн çамрăк кĕрешÿçисем харăсах сумлă виçĕ турнира хутшăннă, лайăх результатсемпе палăрнă.
Нижнекамск хулинчен вăрнарсем икĕ «бронзăпа» таврăннă. Кунта «М-7» ТМЯО парнисемшĕн Пĕтĕм тĕнчери турнир иртнĕ. Пьедестал çине çĕкленме тивĕçнисем – Санарпуçĕнчи Антон Федоров тата Вăрнарти Кирилл Андреев.
Хĕрсем Шупашкарта Атăлçи федераци округĕн первенствинче тупăшнă. Харпăр хăй виçе категорийĕнче район хĕрĕсем – Милена Федорова, Екатерина Кошкина тата Евгения Петрова бронза медальсем çĕнсе илнĕ.
1998 – 2000 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем хушшинче иртнĕ Чăваш Республикин первенствинче те Вăрнар кĕрешÿçисем çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ. Надежда Краснова хăйĕн виçе категорийĕнче чи вăйли пулнă – ылтăн медале тивĕçнĕ.
Бронза призерсем тăваттăн: Антон Сергеев, Алексей Краснов, Никита Федоров, Андрей Никандров.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
