Çак вырсарникун Раççей почтин ĕçченĕсем хăйсен профессилле уявне паллă тăваççĕ. Çав-на май ĕнер районти кашни çыхăну уйрăмĕнче чаплă пухусем иртнĕ.
Кăçалхи çул ку тытăмра тимлекенсемшĕн çĕнĕлĕхпе тулли. Раççей Почти цифрăллă трансформацин фази çине куçрĕ, почта тивĕçтерĕвĕсен чылай тĕсне цифрăланă. «Çырăнтару», «Мобильлĕ почтальон», «Васкавлă çитерÿ», «Посылкăсене яма харпăр хăй хатĕрлесси», «Пересылка тÿлевĕ» онлайн-сервиссем ĕçе кĕнĕ. Вĕсем почтăра ирттерекен вăхăта самай чакарма май параççĕ.
Районти почта çыхăнăвĕн тытăмĕнче тăрăшакансем халăха пичет изданийĕсемпе туслаштарассипе хастар тимлеççĕ. Вĕсене пула хамăрăн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат тиражĕ çулсерен сыхланса пырать.
Раççей почти хаçат-журнал тусĕсем валли те меллĕх тунă. Халĕ вĕсене çырăнас текенсен почта çыхăнăвĕн уйрăмне килмесен те юрать, çырăнтарăва килтенех, интернет урлă, йĕркелеме май пур. Çакăн валли podpiska.pochta.ru сайтпа туслашмалла çеç. Çакă та аван, почтăра изданисене Чăваш ен территорийĕнче вырнаçнă ял-хулари адрессемпе кăна çырăнма пулать, интернет урлă вара – Раççейĕн кирек хăш регионĕнчи почта адресĕпе те.
Тепĕр çĕнĕлĕх – халĕ ялсенче те банк тивĕçтерĕвĕсене туллин илме май пурри.
Çак ĕçсем пĕтĕмпех почта ĕçченĕсем пурнăç таппинчен юлманнине çирĕплетеççĕ. Уяв умĕн, акă, чи маттуррисене тĕрлĕ шайри наградăсемпе палăртнă.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине Кушар Юнтапари почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Лия Антонова, Тавне – Малти Ишекри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Татьяна Толмасова, министр Тавне тĕп экономист Татьяна Муравьева тивĕçнĕ.
Федераллă почта çыхăнăвĕн Чăваш енри управленийĕн Хисеп грамотипе поселокри 4-мĕш çыхăну уйрăмĕн пуçлăхне Наталия Ванинана наградăланă, тĕп кассăн кассирне Алина Григорьевана управленин Хисеп хăми çине кĕртнĕ.
Район администрацийĕн Хисеп грамотине тĕп экономист Татьяна Муравьева, 1-мĕш категориллĕ специалист Полина Иосифова, Вăрнар почтамчĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ирина Леонтьева, Тавне – тĕрĕслев ушкăнĕн ертÿçи Нина Иосифова илнĕ.
– Професси уявĕпе почта тытăмĕнче тимлекен мĕнпур ĕçчене, çавăн пекех пурнăçне почтăпа çыхăнтарнă мĕнпур çынна чĕререн саламлатăп. Сирĕн çăмăл мар, анчах халăха çав тери кирлĕ ĕçшĕн, профессионализмшăн, ĕçе чунтан парăннăшăн тав тăватăп. Ăнăçу, çирĕп сывлăх, хавхалану сунатăп. Эсир çынсем патне çитерекен хыпарсем яланах ырă пулччăр, – терĕ Вăрнар почтамчĕн пуçлăхĕ Геннадий Петрович Никитин.
Районти 44-ри ниçта ĕçлемен хĕрарăма çула çитмен ывăлне хĕн кăтартнăшăн тата ăна воспитани парас тивĕçе пурнăçламаншăн айăплав тăратнине пĕлтерет Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕ. Уголовлă ĕçĕн тишкерĕвне вĕç-ленĕ ĕнтĕ, хĕрарăмăн шăпине суд палăртĕ.
Следстви версийĕ тăрăх, 2017 çулхи февральтен пуçласа кăçалхи январьчченхи тапхăрта хĕрарăм ывăлне пăхса ÿстерессинчен сĕмсĕррĕн пăрăннă. Воспитани парасси çине те алă сулнă, унсăр пуçне ачапа хăйне хаяррăн тыткаланă. Явапсăр амăшĕ унăн ăс-тăн аталанăвĕ пирки те, апат йĕркеллĕ çитересси тата хăрушсăрлăхĕ çинчен те вуçех шутламан. Çула çитменскер умĕнче эрех ĕçни те ачана сиенлĕ витĕм кÿнĕ, паллах. Хĕнени те пĕрре мар пулкаланă. Амăшĕ таçта çÿренĕ вăхăтра ачан килте пĕччен юлма тивнĕ, çав шутра – каçхине те. Хăшпĕр чух тăванĕсем патĕнче те пурăнкаланă.
«Юлашки киревсĕр тĕслĕх хыççăн хĕрарăмăн аслă ачисем йĕрке хуралĕн органĕсене килнĕ. Халĕ шар курнă арçын ача вĕсемпе пурăнать.
Следовательсем айăплав материалĕсене туллин пухнă. Хĕрарăмăн айăпĕ хăйĕн тата свидетельсен кăтартăвĕсемпе, тĕрĕслевсен результачĕсемпе çирĕпленет. Ăна ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарас ыйтăва та тăратнă.
Уголовлă ĕçе тишкернĕ май следователь профилактика тытăмĕн учрежденийĕсене преступленисене пулма май паракан сăлтавсене пĕтерме хушса представлени тăратнă», – пĕлтерет Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕ.
Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари сĕт-çу комплексĕнче ĕне сăвакан ăстасен республикăри 38-мĕш конкурсĕ иртрĕ. Унта Чăваш енри 20 ĕçчен хăйĕн професси ăсталăхне тĕрĕслерĕ.
Конкурсантсене комбинат çĕрĕ çинче питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Ăмăрту пуçланиччен районти культура çурчĕн капăр тумлă артисчĕсем ĕç çыннисене сума суса савăк юрăсем шăрантарчĕç. Тупăшăва хутшăнакансен кăмăлне çĕклеме пулăшрĕç. Ятлă-сумлă çынсем – Чăваш ен Патшалăх Канашĕн экономика политикин, агропромышленность комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Сергей Павлов, ял хуçалăх министрĕн çумĕ Денис Паспеков, республикăри тĕп ветеринари инспекторĕ Сергей Скворцов, «Агро-инноваци» предприятин ертÿçи Николай Васильев, ăратлăх енĕпе тимлекен «Чувашское» обществăн гендиректорĕ Михаил Гурьев, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов, агрохолдингăн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов, судьясен ушкăнне ертсе пыраканĕ – Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕн директорĕ Рамиль Айзатов тата ыттисем – ферма хастарĕсен ĕçне пысăка хурса хакларĕç. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тимлекенсем экологи енчен таса продукци туса илессишĕн хастар тăрăшнине, республикăри агромышленность комплексĕн тĕрекĕ пулнине палăртрĕç.
Сергей Павлов çирĕплетнĕ тăрăх, Чăваш ен сĕт туса илессипе Атăлçи федераци округĕнче лидерсен шутĕнче. Паллах, ял хуçалăх организацийĕсене патшалăх енчен тĕрев пани те ÿсĕм-çитĕнÿ тума пулăшать. Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Денис Паспеков малашлăхра чĕр тавар ытларах кирлине палăртрĕ. Апла пулсан ĕне сăвакансен ĕçĕ-хĕлĕ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
– Чăваш енĕн нефть, газ çук. Сĕт вăл – шурă ылтăн. Сĕт туса илессипе ĕçлени тупăшлă,– терĕ аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов.
Пĕлтĕр ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен республикăри ăмăртăвĕнче Тăвай районĕнчи «Фирма Акконд-агро» обществăри Екатерина Георгиева çĕнтернĕ. Вăл патшалăх ялавне çĕклеме тивĕçрĕ.
Операторсем чи малтанах ĕне сумалли аппаратсене салатса пухрĕç. Ăстасен аллинче ĕç вылянине палăртмалла. Акă пирĕн ентеш – Малти Кăкшăм ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Пăрачкав районĕнчи «Семеновский» хуçалăхра тăрăшакан Раиса Ефимова – ăмăртăва киличчен ирхине фермăри ĕнесене те суса хăварнă. Апла пулин те правур пулчĕ. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 44 çул тесе калаймăн.
Конкурсантсем ĕне сăвассипе те, теори ыйтăвĕсене хуравлассипе те ăмăртрĕç. Судьясен ушкăнĕ балсене шутланă чухне тупăшăва хутшăннисене агрохолдингăн сĕт-çу комплексĕ тăрăх экскурсие илсе кайрĕç. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнисем комбинатăн хушма хуçалăхĕнче ĕç условийĕсем лайăх пулнине палăртрĕç. Вĕсем районти культура çумĕнчи «Салам» ушкăнăн концертне те пăхса киленчĕç. Чăваш, вырăс юррисем уй-хир анлăшĕпех янăрарĕç.
– Конкурс чăннипех уяв пулчĕ, пирĕн кăмăл тулчĕ, – терĕç пĕри те тепри.
Конкурса пĕтĕмлетме вăхăт çитрĕ. Судьясен ушкăнĕн ертÿçи Рамиль Айзатов ĕçченсен професси ăсталăхĕ пысăк шайра пулнине, вĕсен вăй-халĕпе хевти яр уççăн курăннине çирĕплетрĕ. Тăвай районĕнчи «Фирма Акконд-агро» тулли мар яваплă обществăри Наталья Ерастова 94,61 балл пухса мала тухрĕ. Вăл хăйĕн ăсталăхĕпе пултарулăхне Пушкăртстанра, Раççей шайĕнче иртекен конкурсра, тĕрĕслĕ.
Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарма Вăрнарти аш-какай комбиначĕн операторĕ Елена Кириллова тивĕçрĕ. Унăн 92,53 балл. Виççĕмĕш вырăнта – Анна Мишенкова. Вăл Етĕрне районĕнчи «Родина» хуçалăхран.
Ĕне сăвакан операторсем хушшинче арçынсем те пулчĕç. Чи маттурри – Комсомольски районĕнчи «Рассвет» предприятири Петр Зверев. Каласа хăвармалла, унăн пурнăçĕн пĕр тапхăрĕ Вăрнарпа çыхăннă, вăл ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă.
Ветерансенчен Эльвира Богданова (Шупашкар районĕнчи «Атлашевский» хуçалăх) мала тухрĕ.
Çĕнтерÿçĕсене Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Дипломĕпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Конкурса çÿллĕ шайра ирттернĕ йĕркелÿçĕсем тата ăмăртăва хутшăннисем асăннă ведомствăн Тавне илме тивĕçрĕç.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ÿркевлĕх ÿкерет, хастарлăх чапа кăларать теççĕ. «Броневик» кооперативри Ирина Семенова – ырă ята тивĕçнисенчен пĕри. Хуçалăхра ĕне сăвакан операторта çиччĕмĕш çул тăрăшать. Элĕк районĕнчи Карачура хĕрарăмĕ районăн агропромышленность комплексне аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывать.
– Хамăр енчи хуçалăхра ĕç укçи тÿлеме пăрахрĕç. Тарăн шухăша путрăм. Мĕн тумалла; Ал-ура пур чухне ахаль ларни килĕшмест темелле. Вăрнар районĕнчи «Броневик» кооперативра ĕç вырăнĕсем пуррине пĕлтĕм те хĕпĕртерĕм. Дояркăра тимлеме пуçларăм. Сăмах май каласассăн, манăн ентеш Галина Егорова та çак хуçалăхрах ĕçлет. Владислав Иванович Репин – ырă хуçа. Ĕç çыннисемшĕн тăрăшать. Пире, акă, çурран уттармаççĕ. Транспортпа пырса илеççĕ. Хăмăш ялĕ мана тăван Карачура пекех çывăх пулса тăчĕ,– терĕ Ирина Михайловна.
Вăл «Броневикра» вăй хуракансен ĕçне тивĕçлĕ хакланипе кăмăллă. Шалу та, аванс та вăхăтра тÿлеççĕ. Çулталăк лайăх ĕçлесен пĕр вăкăр параççĕ, утă-улăмпа тивĕçтереççĕ. Кооперативра ĕç çыннисен сывлăхне çирĕплетессине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ирина Семенова хăйĕн кĕçĕн ачисемпе Чăваш енри «Волжанка» санаторипе курорт комплексĕнче икĕ хутчен каннă.
Ферма хастарĕн кил хуçалăхĕ тĕреклĕ. Çемье бюджетне пуянлатас тесе мăшăрĕпе иккĕшĕ мăйракаллă шултра выльăх йышлă тытаççĕ: икĕ ĕне, тăватă вăкăр усраççĕ.
Семеновсем пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. Иккĕшĕ, кĕçĕннисем, тăван ялĕнчи пĕлÿ çуртĕнче ăс пухаççĕ, каникулта ашшĕпе амăшне ĕне выльăх пăхса пулăшаççĕ. Виççĕшĕ – çемьеллĕ. Ферма ĕçченĕн 6 мăнук.
Ирина Семенова пилĕк теçеткене хыçала хăварнă. Пенсие иртерех тухма çăмăллăхсем пулсан та хальлĕхе тивĕçлĕ кану çинчен шутламасть. Пысăкрах тĕллевсем патне талпăнма, професси ăсталăхне туптама тăрăшать. Кăçал вăл ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен районти ăмăртăвне хутшăнчĕ, район администрацийĕн Тавне тивĕçрĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Çулсерен июнĕн 1-мĕмĕшĕнче Пĕтĕм тĕн-чери ачасене хÿтĕлемелли куна паллă тăваççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Чăвашстат специалисчĕсем ача-пăчан тĕп уявĕ тĕлне статистика портретне хатĕрленĕ.
Республикăра 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 18 çула çитмен 259,3 пин ача пурăнни паллă. Вăл шутран 113,9 пинĕшĕ – шкул çулĕчченхи (0–6 çулхисем), 110,1 пинĕшĕ – шкул вăхăтĕнчи ачасем (7–14 çулхисем) тата 35,3 пинĕшĕ – çамрăксем (15–17 çулхисем). Ытларах пайĕ хуласенче пурăнаççĕ: 65,3 проценчĕ. 1000 хĕрача пуçне 1052 арçын ача тивет.
Малтанхи кăтартусемпе 2018 çулта 13,1 пин ача çуралнă, вăл шутра виçĕрешсем пĕр, йĕкĕрешсем 170 çемьере. Ачасем ытларах августра çут тĕнчене килнĕ – 1249.
Пепкесенчен 4,5 пинĕшĕ çемьери пĕрремĕш, 5,5 пинĕшĕ – иккĕмĕш, 3 пин ытларахăшĕ – виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем. Арçын ачасем ытларах çуралнă: 6,8 пин.
Статистика отчечĕн оперативлă даннăйĕсемпе, кăçалхи виçĕ уйăхра 2,8 пин ача кун çути курнă. Вĕсенчен 1 пине яхăнĕ – çемьери пĕрремĕш ачасем, 1,8 пинĕшĕ – иккĕмĕш тата хыççăнхисем.
Уяв тĕлне шăпăрлансене мĕн парнелеме пулать-ха; Чи кĕçĕннисене пластмасса тетте (вăтам хакĕ – 251 тенкĕ). Çемçе тетте вара пурне те савăнтарĕ (479 тенкĕ). Пластмасса конструктор (500 тенкĕ) ачан моторикине, шухăшлавне, тавракурăмне аталантарĕ. Велосипедсем вăтамран 4674, роликлă конькисем 2217, мечĕк 1032 тенкĕ тăраççĕ. Хаклăраххи – фотоаппарат (5477 тенкĕ), планшетлă компьютер (10934 тенкĕ).
Анчах та чи хаклă парне – ашшĕ-амăшĕн юратăвĕ, çепĕçлĕхĕ. Çакă ачан пурнăç йĕркелĕвĕнче пысăк вырăн йышăнать. Вĕсем пĕтĕм тупраран хаклăрах.
Июнь 2023 |