Шăпчăк ыйхиллĕ чăваш пики

Категория: Uncategorised Опубликовано: 24.11.2018, 10:03 Просмотров: 245

Пайăкри Алевтина Ивановна Иванова пек маттур хĕрарăмĕсем пулсан чăваш ялĕ сÿнмест.

Ялсенче чунтан хавхаланса ĕçлекенсем сахал мар. Тĕлĕнмелле те, ĕç хастарĕсем пусăрăнчăк кăмăл-туйăмлисемпе танлаштарсан чылай çамрăкрах курăнаççĕ.

– Маншăн кун питĕ кĕске пек, – терĕ Пайăк енчи маттур хĕрарăм Алевтина Иванова. Ăна 47 çула хыçала хăварнă тесе кам калĕ; Пит-куçĕнчен йăл кулă татăлмасть. Чăн-чăн чăваш пикийĕ тейĕн. Унăн кил хуçалăхĕ çирĕп, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Алевтина Ивановна куллен виçĕ ĕне сăвать. Сĕт сутни çулталăкне çемье бюджетне 100 пин тенкĕлĕх пуянлатать.

Алевтина Иванова Йăлтăм ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ, Валентина Аркадьевнăпа Иван Корнилович, пĕчĕк хĕрне «ĕç – пурнăç илемĕ» тесе вĕрентнĕ. Çывăх çыннисен ырă ятне вăл яланах çÿлте тытнă. Пĕр ĕçе те тиркемен. Чăрăшкас Хирлепри тата Элĕк районĕнчи Ехремкассинчи пĕлÿ керменĕсенче ăс пухнă хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ.

Турă пÿрнине тĕл пулсассăн экономист-бухгалтер дипломне иличченех Пайăк яш каччипе, Олег Ивановпа, çемье çавăрать.

Аслă ывăлĕ, Ваня, çут тĕнчене килет. Алăра пепке пулсан та Аля аслă шкултан вĕренме пăрахмасть. Çав тапхăрта мăшăрĕ хулари агрегат заводĕнче вăй хурать. Çамрăксем вĕренме-ĕçлеме те, ачана утьăкка сиктерме те хевте çитереççĕ. «Пурнăç йÿççи-пылаккине те астивнĕ пулĕ, анчах та пĕр чĕлхерен, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаттăмăр»,– терĕ вăл иртнине аса илсе.

Тепĕр тăватă çултан йĕкĕрешсем – Димăпа Денис – çуралаççĕ. Ывăл-хĕр çут тĕнчене килсен ылтăн-и, кĕмĕл-и тесе ыйтаççĕ. Тăваттăмĕш хутĕнче те «ылтăн» тупăнать. Чи кĕçĕнни, Кирилл, çуралать.

27 çулти ывăлĕ Ваня çемьеллĕ ĕнтĕ. Çамрăк хĕрарăм «асанне» ята тивĕçме те ĕлкĕрнĕ. Тимур мăнукĕ – чун йăпатмăшĕ.

– Манăн хаклă аннеçĕм, савнă мăшăрăм, куç тулли тăватă ывăлăмпа мăнукăм, ыр кăмăллă кинĕм, хисеплĕ тăванăмăрсем пур. Хама чи телейлĕ хĕрарăмсенчен пĕри тесе шутлатăп,– ăшпиллĕн калаçать Алевтина Ивановна.

Аслă ывăлĕсем ашшĕпе пĕрле лифтсене монтажланă çĕрте тимлеççĕ. Вĕсем командировкăран таврăннă тĕле кил хуçи хĕрарăмĕ сĕтел тулли техĕмлĕ апат-çимĕç хатĕрлесе лартать.  

Алевтина Иванова хăйĕн специальноçĕпе «Строитель» предприятире 10 çула яхăн тимленĕ, хальхи вăхăтра килти хушма хуçалăха çирĕплетессишĕн тăрăшать. Выльăх-чĕрлĕх йышне тата ÿстересшĕн, сĕт ытларах сутса пысăкрах тупăш илесшĕн. «Мăшăрăм ĕне сумалли аппарат парнелетĕп терĕ-ха»,– савăнăçлăн пуплет Йăлтăм хĕрарăмĕ.

Пайăкра шкул çук. Шăпчăк ыйхиллĕ хĕрарăм ир-ирех ĕç пуçтарса сĕт сутса килет те пĕрремĕш класа каякан кĕçĕн ывăлне Чăрăшкас Хирлепри шкула леçет, уроксем вĕçленсен кайса илет.

Алевтина Ивановăра чăваш хĕрарăмĕн мĕнпур ырă енне курма пулать. Вăл çепĕç кăмăллă, çаврăнăçуллă, ĕçчен, тăрăшуллă тата тÿсĕмлĕ. Кулленхи пурнăç йĕрки хупласа илет тесе кăмăлсăрланса лармасть. Çутă малашлăха шанать. Шăпах çакăн пек пултаруллă хĕрарăмсем пулнăран чăваш ялĕ малалла аталанать те.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика