Тăрăшсан ĕç ÿсĕнет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.04.2019, 16:35 Просмотров: 818

Кăçалхи виçĕ уйăхра ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕтĕмпе 1256 тонна аш-пăш, 8585 тонна сĕт туса илнĕ.

Ĕç кăтартăвĕсене уйрăмах ял хуçалăх предприятийĕсем лайăхлатнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан аш-пăш, сĕт туса илесси 12,2 тата 17,3 процент ÿснĕ.

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 16618 пуç (çав шутра – 7705 пуç ĕне) тата сысна 18085 пуç шутланнă. Хăшпĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче ÿсĕмлĕ ĕçленĕ. «Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх хисепне Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Победа», «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ, «Знамя», «Хорнзор» кооперативсенче пысăклатнă», – пĕлтерчĕ район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Георгий Романов.

Килти хушма хуçалăхсенче ĕне выльăх йышне чакарнă. Ял çыннисем çав вăхăтрах сыснасем ытларах усрама пуçланă. Иртнĕ çул çак тапхăрта хушма хуçалăхсенче чух-чухсене 364 пуç тытнă-тăк, кăçалхи виçĕ уйăхра вĕсен хисепне 528 пуçа çитернĕ.

Виçĕ уйăхра ял хуçалăх предприятийĕсенче 1011 пуç пăру, 6564 пуç сысна çури илнĕ. Ĕнесемпе пушмак пăрусене 1026 пуç, сыснасене 895 пуç пĕтĕлентернĕ.

Лаша усракансем çултан-çул сахалланса пыраççĕ, апла пулин те ырă сăмаха тивĕçлисем çав-çавах пур. Вăрнар енче ут-урхамах тытма уйрăмах Ершепуç ял тăрăхĕнче кăмăллаççĕ: 55 пуç усраççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика