Пĕлсе апатланни сывлăха упрать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2018, 08:48 Просмотров: 503

Çирĕп сывлăхлă тата хитре пуласси тĕрĕс апатланнинчен нумай килет. Çакăн пек чухне çын хăйне лайăх та, вăйлă та туять. Апат-çимĕç пĕлтерĕшĕ пирки, тĕрĕс мĕнле апатланмалли пирки паян эпир Шупашкар хула клиника центрĕн врач-диетологĕпе Лариса Валерьевна АГЕЕВАПА калаçатпăр.

– Чăнах та, тĕрĕс апатланни çын сывлăхĕшен питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та рациона тĕрлĕ апат-çимĕçпе пуянлатмалла, аш-какай, пулă, кĕрпе, турăх, чăкăт, чĕрĕ пахчаçимĕç, çырла, мăйăр, кăмпа, ÿсентăран çăвĕ, ĕне çăвĕ, симĕс курăк (петрушка, укроп, серте, пултăран тата ыт.те.), çăкăр кĕртмелле.

Апата 4–5 хутчен сахал порципе çимелле. Апатланнă хушă ытла вăрах пулмалла мар. Кулленех ирхи, кăнтăрлахи, çур кăнтăрлахи, каçхи апат тумалла. Выртас умĕн турăх е кефир ĕçмелле.

Апата кашни кун пĕр вăхăтра çиме тăрăшмалла. Вăл апат хуранне тата пыршăсене лайăх ĕçлеме пулăшать.

– Юлашки вăхăтра сахăр тата тăвар сахалтарах çиме сĕнеççĕ. Кун пирки мĕн калама пултаратăр;

– Сахăр нумай çини сиенлĕ. Ăна кунне 5–6 чей кашăкĕнчен ытла çимелле мар. Сахăра пылпа ылмаштарсан лайăхрах. Анчах ăна вĕри чей çине ямалла мар. Унăн усăлăхĕ чакать. Сахăр нумай çини тĕрлĕ чирсем патне çитерме пултарать, сахар диабечĕ тата ыттисем те.

Тăвара та сахалрах çиме тăрăшмалла. Мĕншен тесен вăл юн тымар пусăмне пысăклатма пултарать.

Кунне 400–500 грамм тĕрлĕ пахчаçимĕç çимелле: панулми, груша, купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, сухан тата ытти те. Вĕсем организма кирлĕ минералсемпе, витаминсемпе тата клетчаткăпа пуянлатаççĕ. Чĕрĕлле çиме юраманнисене духовкăра пĕçерсе çимелле.

Таса шыв – чи лайăххи. Кун каçипе таса шыв ĕçни усăллă. Вăл ÿт-тире типме памасть, тĕрлĕ кирлĕ мар токсинсене организмран тасатма пулăшать. Çыннăн талăкра 1,5–2 литр шыв ĕçмелле.

– Апатăн пахалăхĕ ăна тĕрĕс хатĕрленинчен те килет пулĕ. Кун пирки мĕн калама пултаратăр;

– Тĕрĕс хатĕрленĕ апат сывлăха лайăхлатма пулăшать. Апата пĕçернĕ чухне нумай вĕретмелле мар. Ăна ăшăтса тепре çисен унăн пахалăхĕ чакать. Ăшаланă апат-çимĕç те сывлăхшăн сиенлĕ, тĕрлĕ чир-чĕр патне илсе пыма пултарать.

Çакна та каласа хăварас килет. Каçпа кофе е чей ĕçме юрамасть. Çакă çывăрма чăрмантарать. Типĕ апат апат хуранне сиен кÿме пултарать тата мăнтăрлатать.

– Организмра витаминсем çитмесен гиповитаминоз аталанма пултарать, теççĕ. Сăлтавĕ мĕнре-ха;

– Гиповитаминоз сăлтавĕсем вăрах чирсем, çав шутра – вар-хырăм çулĕсен, пĕвер, пÿре чирĕсем, хăшпĕр эмеле ĕçни – пуçарма пултараççĕ. Чылай чухне ку тĕрĕс мар апатланнипе, эрех нумай ĕçнипе, пирус туртнипе çыхăннă. Ача кĕтнĕ, кăкăр ĕмĕртнĕ, ĕçленĕ вăхăтра, ватлăхра организма витаминсем тата ытларах кирлĕ. Операци хыççăн, стресс пуçлансан та çаплах. Витаминсен çителĕксĕрлĕхĕ аталансах пыни япаласен ылмашăнăвне пăсать, кирек мĕнле чире те йывăрлатать, сывалма чăрмантарать.

Витамин çитменлĕхĕн хăшпĕр паллине асăрхасси йывăр мар. Çуркунне чылайăшĕ хăвăрт ывăнма, ыйхăлаттарма пуçланине, аппетит чакнине, ыйхă пăсăлнине туять. Пуç ыратни, пуç çаврăнни, час-часах шăнса пăсăлни сисĕнет, апат ирĕлтерекен органсен чирĕсем тăтăшрах аптратма тытăнаççĕ.

Тĕслĕхрен, С витамин (аскорбин йÿçекĕ) çитменнине час-часах шăнса пăсăлни, шăл тунисем юнăхни, суран вăрах ÿт илни, ыйхă пăсăлни систереççĕ.

В1 витамин (тиамин) çитмест-тĕк – пуç ыратать, астуса юласси япăхать, вăй пĕтет, сывлăш пÿлĕнет, чĕре сикет, йĕрес килет.

В2 витамин (рибофлавин) çитменнин паллисем – тута хĕрри çуркаланни, ÿт япăхни, сăмса-тута хутламĕсен тĕлĕнче шыçни.

А витамин (ретинол) çителĕксĕрлĕхне ÿт типни, вистеленни, çÿç тăкăнни, куç çивĕчлĕхĕ чакни, çутта тÿсейми пулни, куççуль юхни палăртать.

– Лариса Валерьевна, кун пек чухне çынна мĕнле пулăшу пама пулать-ха;

– Организма витаминсемпе тивĕçтермелли икĕ меслет кăна пур – тĕрĕс апатлану тата витаминсем ĕçни. Рациона тĕрлĕ апат-çимĕçпе пуянлатмалла: аш-какай, пулă, кĕрпе, сĕт, тăпăрчă, турăх, чĕрĕ пахчаçимĕç, çырла, мăйăр, ÿсентăран çăвĕ, ĕне çăвĕ, симĕс курăк (петрушка, укроп, серте, пултăран тата ыт.те.), çăкăр кĕртмелле. Мĕнле витаминсем ĕçесси пирки вара хăвăрăн врачпа канашламалла.

– Çулла эпир организма витаминсемпе çителĕклĕ тивĕçтерес тесе чĕрĕ улма-çырла, пахчаçимĕç ытларах çиме тăрăшатпăр. Анчах, шел те, хĕлле-çуркунне эпир вĕсене çителĕклĕ çиейместпĕр. Витаминсемпе çулталăкĕпех тивĕçтерме хĕл валли улма-çырла, пахчаçимĕç хатĕрлени усăллă-и;

– Консерваци мелĕпе усă курса упраса хăварма пулать. Çак шутра – маринадлани, йÿçĕтни, тăварлани, шăнтни, типĕтни, сахăрлани.

Тĕслĕхрен, маринад меслечĕпе кирек мĕнле улма-çырлана, пахчаçимĕçе, кăмпана тирпейлеççĕ. Лайăх енĕ – вĕрилентерсен кальципе магни арканманни, пахчаçимĕçре ликопин виçи ÿсни. Маринадланă çимĕçсене ăшăрах пÿлĕмре те упрама юрать.

Анчах асăннă меслетĕн çитменлĕхĕсем те пур, çимĕçсене тирпейленĕ чухне хими япалисем (уксус, сахăр, маринад) хушаççĕ, вĕрилентерме тивнипе пысăк температура сиенлĕ организмсемпе пĕрле минералсемпе витаминсене пĕтерет. Тĕслĕхрен, В ушкăнри витаминсен виçи – 30 процент, А витаминăн – 50 процент, С витаминăн 70 процент чакать.

Пахчаçимĕçе тăварлани, йÿçĕтни усăллă енсене упраса хăварма кăна мар, вăйлатма та пулăшать. Усăллă япаласен 70–80 проценчĕ сыхланса юлать. Йÿçĕтнĕ купăстапа панулмире С витамин чĕррисенче пурринчен чылай ытларах. Январьте вĕсенче С витаминпа В ушкăнри витаминсем августри чухлех. Çак апат вар-хырăм ĕçне, аппетита лайăхлатать, организма кирлĕ тăварпа тивĕçтерет.

Пĕртен-пĕр çитменлĕх – çак меслетпе тирпейленĕ çимĕç йÿçме пуçлать, шывне улăштарсах тăма, çимĕçсене çуса тасатма тивет.

Тата тепĕр усăллă меслет – шăнтни. Вăл çимĕçсене хĕл валли хăвăрт та канлĕ тирпейлеме май парать. Çак тĕллевпе чылайăшĕ пысăк морозильниксем туянать. Шăнтнă чухне сивĕпе мĕнпур микроорганизм пĕтет, усăллă япаласем туллин упранса юлаççĕ. Шăнтнă улма-çырлапа пахчаçимĕç чĕрринчен нимĕнпе те кая мар.

Паллах, шăнтас пулсан çимĕçсене упрамалли условисене çирĕп пăхăнмалла, пĕрре ирĕлтерсен тепре шăнтма юрамасть, пахалăхĕ пĕтет.

Типĕтнĕ чухне вара çимĕçри С витаминăн тата В ушкăнри витаминсен пысăк пайĕ арканать. Çав вăхăтрах А, Е витаминсем туллин упранса юлаççĕ. Типĕтнĕ çимĕçсем пысăк калориллĕ пулнине асра тытмалла. Нÿрĕке çухатнă май çимĕçре сахăр виçи нумайланать, çавăнпа тутлăх пахалăхĕ ÿсет. Типĕтнĕ чухне консервантсемпе пачах усă курманнине кура çак çимĕçсемпе пĕчĕк ачасен апатланăвĕнче те усă курма юрать.

– Юлашки вăхăтра нумайăшĕ сахăрламалли меслетпе усă курать.

– Çырласене стерилизацилемеççĕ, сахăр кăна сапаççĕ. Çавна май витаминсем консервланă, шăнтнă, типĕтнĕ чухнехинчен чылай ытларах упранса юлаççĕ. Сахăрланă çимĕçсене нÿхрепре е холодильникре упраççĕ. Тĕп çитменлĕхĕ – сахăр ытлашши нумай пулни, çавăнпа пылака рациона чикĕлесе   кĕртмелле.

– Вулакансене мĕн каланă пулăттăр;

– Тĕрĕс апатлансан эсир яланах хăвăра лайăх туятăр, çамрăк курăнатăр, сывă пулатăр.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика