Çĕнĕ çул çывхарса пынă май, «Энергостроймонтаж» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсене кашни çулах поселока илемлетес ĕçре курма пулать. Кăçал маларах вĕсем К.Маркс урамĕнче гирляндăсем çакрĕç. Вăрнарти тĕп площадьре районăн Тĕп ăлкине вырнаçтарчĕç, район администрацийĕ умĕнчи чăрăшсене гирляндăсемпе илемлетрĕç. Виçĕмкун энергетиксене Вăрнар хула поселенийĕ, «Санар» лавкка тата ЗАГС вырнаçнă çурт çÿллĕшĕнче ĕçленине курма тÿр килчĕ. Район тĕп больницине те 90 çул тултарнă ятпа парне тăвас терĕç – ку территори те халĕ каçсерен тĕрлĕ тĕссемпе ялкăшать.
«Энергостроймонтаж» директорĕ Рифкат Шамдинович Киметов та кунтах, электриксен ĕçĕпе кăсăклансах тăрать вăл. «Кашни предприяти, кашни предприниматель çурт фасачĕсене илемлетессипе тăрăшнă пулсан-и – пирĕн поселок Мускав пек ялкăшма пуçлĕччĕ...» – терĕ вăл шухăшлăн.
Çак кунсенче вĕсем Восточнăй микрорайона та асамлăх кĕртесшĕн иккен.
Сăмах çине сăмах, калаçу Энергетик кунĕпе те çыхăнса кайрĕ. «Энергостроймонтаж» ĕçченĕсен ăна лайăх кăтартусемпе кĕтсе илнипе мăнаçланмалли пур. Пĕлтĕр, сăмахран, вĕсем виçĕмçулхинчен 19 процент ÿсĕмлĕрех ĕçленĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра вара иртнĕ çулхи танлаштаруллă тапхăртан 32 процент пысăкрах.
Кăçал район тата Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕсемпе пĕрле поселокри урамсене çутатассипе пысăк ĕçсем тунă. Ленин, Комсомольски, Первомайски урамĕсенчи хунарсене светодиодлă лампăсемпе улăштарнă. А.Иванов, Пирогов урамĕсенче светильниксем вырнаçтарнă.
Промышленность аталансах, çавна май электроэнергипе усă курасси ÿссех пырать. Çавăнпа та «Энергостроймонтаж» электролинисене ылмаштарассине пысăк тимлĕхе илнĕ. Кĕркунне банка, почтăна, район администрацине тата ун хыçĕнче вырнаçнă котельнăя энергипе тивĕçтерекен линие çĕнетсе хăватлатнă. Тĕп площадьри автоçул айĕпе 110 метр тарăнăшĕнчен изоляциленĕ икĕ лини туртнă.
– Вăрнарта изоляцилемен электропралуксене улăштармалăх пур-ха. Ку таранччен эпир çара пралуксен 60 процентне çĕнетрĕмĕр, – пĕлтерчĕ Рифкат Шамдинович.
Вăл ертсе пыракан коллективра пĕтĕмпе 27 çын тăрăшать. Вĕсен тимлĕхĕнче 47 подстанци, 100 километр ытла сывлăшри электро тата 30 километр ытла кабель линийĕсем, изоляторсем, трансформаторсем.
Йыш çĕнелсех пырать. Кунта ĕç условийĕсене тивĕçлĕ йĕркеленĕрен электриксем ытти организацисенчен те куçаççĕ. Вĕсен камран вĕренмелли пур – Лев Лукин, Геннадий Иванов, Николай Никифоров ветерансем çамрăксенче хăйсен ăсталăхне хываççĕ.
Тÿрĕ тивĕçсемсĕр пуçне энергетиксем пулăшу ĕçне те мала хураççĕ. Чылай спорт мероприятийĕсен спонсорĕ ку предприяти. Иртнĕ çултанпа ачасене энергие перекетлеме вĕрентес тĕллевпе Вăрнарти 1-мĕш шкулта профориентаци урокĕсем йĕркелеççĕ.
Коллектив малашлăха пысăк шанăçпа пăхать. Халăх çутăра, ăшăра, хăтлăхра пурăнтăр тесе пĕтĕм вăйне хывать.
– Самантпа усă курса, хамăн ĕçтешсене, ветерансене Энергетик кунĕ ячĕпе саламлатăп, пурнăçра ăнăçу, сывлăх, телей сунатăп, – терĕ Рифкат Киметов.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |