Тăван хаçатсăр пурнăç çук

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.03.2019, 10:08 Просмотров: 585

Район хаçатне пĕр çул та çырăнмасăр юлман. Малалла та сиктерес марччĕ.

Ача чухне пирĕн ялсем Шăхасан районне кĕнĕ, çав çулсенчех хамран аслă пиччесем районти «Вăйлă тырпулшăн» хаçата çырăнса илетчĕç. 1956 çулта эпир Вăрнар районне кĕме пуçларăмăр. Çавăнтанпа «Социализм çулĕпе», каярахпа «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата çырăнмасăр пĕр çул та юлман.

Салтака кайсан та виçĕ çул тăван акка хамăр колхоз çинчен çырнă пĕр-пĕр статья тухсанах ăна конверт ăшне чиксе яратчĕ. Шупашкарта тухакан «Коммунизм ялавне», «Капкăнпа» «Ялав» журналсене хамăн сержант шалăвĕпе çырăнса илеттĕм. Чĕлĕм туртса укçа пĕтерменрен 13 тенкĕ те 80 пус хаçат-журнал çырăнса илме те çитетчĕ.

Утмăлмĕш çулсенче çамрăк ялкорсен статйисем ялти пурнăçа ытларах çутататчĕç.

Хурăнсур Çармăс поэчĕ Калистрат Воробьев питĕ чаплă сăвă çырса хăварнă:

«Çĕнтерÿ çулне», тархасшăн, çырăн

Ĕç укçи е пенси илсенех.

Нихăш хаçатран та хаклă, çывăх,

Тус-юлташ вăл саншăн кулленех.

Ерçсенех ăна алла тытатăн,

Районта мĕнле çĕн хыпарсем?

/сĕмсем тăваççĕ-ши таçта та

Çулăм пек хĕрÿллĕ вăрнарсем!

Уйрăмах кăçал – чун çутлăх çулĕ –

Лайăхрах ĕçлеççĕ-ши шкулсем?

Нумайрах илетпĕр-ши тыр-пулă?

Еплерех сывлаççĕ-ши ялсем?

Тупатех, йăлтах пĕлсе тăратăн.

Аллунтан ямасăр вуласан!

Радиосăр юлнă вăхăтра та

Хыпарсен çăлкуçĕ вăл паян.

Аçупа аннÿн, тен, çитрĕ пулĕ

Савăнăçлă кун – палăртмалла.

Шăп район хаçачĕ урлă

Ăшшăн-ăшшăн саламла.

Нихăшĕ те кăмăлсăр юлмасть!

Çавăнпа та чунăм чăтаймасть.

Ырă çынсене астутармасăр:

Рынăкри пăтравлă тапхăрта

Ăнсăртран пулин те, тупата,

Нихăшĕ ан юлăр çырăнмасăр!

Василий ПЕТРОВ.

Туçи Çармăс.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика