Пĕр кунта – виçĕ пушар

Категория: Публикации Опубликовано: 27.04.2019, 16:32 Просмотров: 296

Асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен каллех ырă мар хыпар пĕлтерчĕç.

Кĕçнерникун хамăр тăрăхра тÿрех виçĕ пушар алхаснă. Иккĕшĕ – поселокра, виççĕмĕшĕ – Мăньял Хапăсра.

Кăнтăрла тĕлĕнче, акă, поселокри Заводская урамра типĕ курăкпа хыт-хура çунма тытăннă. «Малтанхи тĕрĕслевсем хыççăн пушар сăлтавĕн çак версине тĕпе хураççĕ: урамри электричество пралукĕсен замыканине пула хĕлхем тухнă. Вăл типĕ курăк çине лекнĕ, хыт-хурапа çатракасем тăрăх ашкăрса çывăхри хуралтăсене çулса илнĕ. Кунта икĕ сарай çунса кайнă», – терĕç асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕнчен.

16 сехет те 40 минутра вара пулăшу службисене Мăньял Хапăсри инкек çинчен хыпарланă. Ялти пĕр хуçалăхра «хĕрлĕ автан» утă капанне тĕп тунă. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем ăнлантарнă тăрăх, вăл пĕчĕк ачасем çулăмпа ашкăннăран тухма пултарнă.

«Çав кунах каçхине поселокра тата тепĕр инкек хушăнчĕ. Путевая урамри виçĕ хваттерлĕ çуртра пулнă вăл. Пĕр хваттерĕнче кăмака хутса ăшăтнă чух хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманран çулăм сарăлнă. Кухня пÿлĕмне, сĕтел-пукана сиенленĕ. Чи хăрушши вара – пушара путлантарнă хыççăн çăлавçăсем кил хуçи хĕрарăмĕн виллине асăрханă. 63-ри хĕрарăм сĕрĕмпе наркăмăшланма пултарнă. Апла пулин те сăлтавне уçăмлатассипе тĕрĕслевсем пыраççĕ», – пĕлтерчĕ асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн аслă инспекторĕ А.Иванов.

Ĕнерхи кун тĕлне районта 23 пушар çырăннă, вĕсенче 5 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Çавна май, инкексенчен асăрханас тĕллевпе, пушар хуралĕн ĕçченĕсем район çыннисене çулăмпа питĕ тимлĕ пулма ыйтаççĕ.

Ирина ПЕТРОВА.

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика