Сентябрĕн 14-мĕшĕнче – республика Пуçлăхĕн суйлавĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.06.2025, 14:33 Просмотров: 47

Регион ертÿçи Олег Николаев хутшăннипе Патшалăх Канашĕн черетлĕ 35-мĕш сессийĕ иртнĕ.

Парламентăн Патшалăх строительстви тата вырăнти хăйтытăмлăх комитечĕн председателĕ Андрей Марушин пĕлтернĕ тăрăх, саккунпа килĕшÿллĕн республика Пуçлăхĕн суйлавне ирттересси çинчен калакан йышăнăва сасăлавччен 100 кунран иртерех тата 90 кунран кая юлса тума юрамасть - ыйтăва татса памалла. Пĕрлехи сасăлав кунĕ вара - регион ертÿçин полномочийĕсем вĕçленекен çулталăкри авăн уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕ, авăн уйăхĕн 14-мĕшне лекет. Андрей Александрович суйлава шăпах çак куна палăртма сĕннĕ. Патшалăх Канашĕ республика Пуçлăхĕн суйлавне авăн уйăхĕн 14-мĕшне палăртнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика