Ача-пăча хÿтлĕхре пултăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.06.2025, 15:15 Просмотров: 38

Ача-пăча ашкăннине пула пушарсем тухни, шел те, сайра мар. Çитменнине, кунашкал тĕслĕхсем пысăк хуйхă та кÿме пултараççĕ. Мĕншĕн çырăнаççĕ-ха çакăн евĕр инкексем/ Пушарсен тишкерĕвĕ кăтартнă тăрăх, сăлтавĕ нумай чухне - ачасем çулăмпа асăрхануллă пулма пĕлменни тата аслисем енчен тивĕçлĕ тĕрĕслев çукки.

Çуллахи вăхăтра ачасен хăрушсăрлăхне тивĕçтересси, вĕсем хăйсем вут-çулăм инкекĕсене кăларасран асăрхаттарасси уйрăмах çивĕч тухса тăрать. Халĕ вĕсем вĕренÿрен ирĕклĕ, пушă вăхăт нумай. Кил-çуртра пĕччен юлаççĕ е урамра ушкăнсемпе çÿреççĕ. Хăшĕ-пĕри каникула ялта аслашшĕ-асламăшĕсем патĕнче хăнара ирттерет. Тĕрĕслев çителĕклĕ пулманран ашкăнас шухăш та илĕртме пултарать. Çавăнпа пĕчĕк шăпăрлансене те, аслăраххисене те пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене аса илтерни пăсмасть. Вĕсем вут-çулăмран сыхланма хăнăхчăр кăна мар, инкеклĕ лару-тăрусенче хăйсене тĕрĕс тытма, пулăшу чĕнме те пĕлччĕр.

Тĕрĕссипе, ачасене çулăм хăрушлăхне туйма, вăл мĕнле сиен кÿнине ăнланма вĕрентни кирлĕ. Вĕсен килте пĕччен юлсан спичка курупккине е зажигалка алла тытас, хут чĕртсе пăхас, йăлари техникăна хăй тĕллĕн çутас тата ытти хăрушлăхлă шухăш ан пултăр. Çакна çирĕп пуçа хывнă-тăк, вĕсен хÿтлĕхĕшĕн пăлханма сăлтав çук.

Асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕ те асăрхаттарать, инкексен сăлтавĕсене сирме аслисен çак самантсене шута илмелле: ачасене ытларах тимлĕх уйăрмалла, вĕсен пушă вăхăтне тĕрĕс йĕркелемелле тата пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентмелле. Ку хăнăхусене çирĕплетме аслисен ачасемпе пĕрмаях калаçусем ирттермелле, хăрушсăрлăх йĕркине пăхăннине хăйсен тĕслĕхĕпе кăтартмалла.

Асра тытăр: шăрпăкпа зажигалка - тетте мар. Вĕсене нихăçан та ачасем ирĕклĕн çитмелле ан упрăр.

Пĕчĕк шăпăрлансем пур-тăк, çурт-хваттерте мĕнпур электричество розеткисене ятарлă пластик «заглушкăсемпе» хупласан лайăхрах. Вĕсене кирек мĕнле хуçалăх лавккинче туянма пулать.

Ĕçлекен электроприборсемпе газ оборудованине асăрхавсăр хăварма, вĕсене ачасене пăхса тăма хушма юрамасть. Аслăраххисене вĕсемпе хăрушсăр усă курма вĕрентмелле.

Килте пĕччен хăваратăр-тăк, ача тунсăхласа ашкăнма ан пуçлатăр тесе, усăллă вăйăсемпе илĕртĕр, интереслĕ теттесем парăр, кăсăклă ĕç хушăр.

Ачасене пушар, авари, ытти чрезвычайлă лару-тăрусенче çухалса каймасăр хăйсене тĕрĕс тытма та вĕрентмелле.

Килти адреса, çăлав службисен телефонĕсене ?«101» е «112»% пĕлни те пĕлтерĕшлĕ. Ку информацие хут çине çырса ача пĕлекен вырăнта тытсан аван.

Ан манăр: чи ансат правилăсене пăхăнни те пурнăçпа сывлăха, пурлăха сыхласа хăварма пулăшать. Çавăнпа та ачасемпе профилактика ĕçне тĕллевлĕ ирттерни пушарсен хăрушлăхне те чылай чакарать.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика