Аттепе анне ялан асра

Категория: Публикации Опубликовано: 11.10.2017, 14:50 Просмотров: 736

Аттепе анне хăйсене мĕнле тыткалани, пурăнни пирĕншĕн, вĕсен виçĕ ачишĕн, яланах ырă тĕслĕх пулнă. Пĕр-пĕрне упраса, кÿрентермесĕр, ятлаçмасăр-вăрçмасăр пурăнса ирттерчĕç вĕсем хăйсен ĕмĕрĕсене. Атте-анне çăварĕнчен усал, намăс сăмахсем тухнине пĕрре те илтмен.

Тарăхсан-тусан атте «каяннай» сăмаха каланине ас тăватăп. Выльăх-чĕрлĕхе питĕ юрататчĕ вăл. Колхозра ăна «Дунай» ятлă лашана çирĕплетсе панăччĕ. Ăна атте ачана пăхнă пек пăхатчĕ.

Атте те, анне те çынсемпе хирĕçнине, ятлаçнине пĕрре те курман. Вĕсем ÿсĕрличчен ĕçни нихçан та пулман. Уйрăмах атте ĕçкĕ-çикĕсенчен пăрăнма тăрăшатчĕ, хăнана çÿреме юратмастчĕ. Тăвансенчен уйрăлса пурăнни аван мар тесе, анне ăна хăнана кайма ÿкĕте кĕртетчĕ-кĕртетчех. Анчах та атте унта çитнĕ-çитменех каялла таврăнатчĕ. Анне пире çирĕп тытатчĕ, ятлакаласа та илетчĕ. Атте вара яланах хÿтĕлетчĕ, хĕрхенетчĕ, ачашлатчĕ.

Ялти çынсем каласа панă тăрăх, атте ăсра питĕ хăвăрт шутлама пултарнă. Çавăнпа ăна ача çулĕсенчех çитĕннисемпе пĕрле çĕр виçес ĕçе хутшăнтарнă.

Анне çынсене ырă тума, пулăшма юрататчĕ, вĕсене вăл юлашки татăк çăкăрне пама хатĕрччĕ.

Анне тата сикнĕ сыпă шăммисене вырăна лартма ăстаччĕ. Ун патне хамăр патрисем çеç мар, кÿршĕ ялсенчен те пулăшу ыйтма килетчĕç. Астăватăп, пĕррехинче хамăр ялти арçынна пÿрте йăтса илсе кĕчĕç те каялла вара вăл хăй тĕллĕнех утса тухса кайрĕ.

Эпĕ ятарлă вăтам пĕлÿ илсен кăштах ĕçленĕ хыççăн малалла вĕренме шутларăм. Атте кун чухлĕ вĕреннипе çитет пуль, терĕ. Анне вара çирĕппĕнех% «,не сутатпăр та, вĕрентсе кăларатпăрах», – терĕ. Вăл вăхăтра ĕне мĕн тери хаклă выльăх, çемьене тăрантараканĕ пулнă та-ха. Атте эпĕ вĕренме кĕрсенех пурнăçран уйрăлчĕ. Анне вара нушалана-нушалана, ĕнене сутмасăрах, мана вĕрентсе кăларма пултарчĕ.

Юлашки çулсем вĕреннĕ чух ялтан ниçтах та тухса çÿремен аннене тĕп хулана, хам пурăнакан общежитие, илсе кайса кăтартрăм. Хыççăн час-часах хулана пырса çÿретчĕ. 

Аякри районсенчен килнĕ хĕр-тантăшсем, килĕсене кайса çÿреме инçе тесе, канмалли кунсенче час-часах манпа пĕрле пирĕн яла пырса çÿретчĕç. Анне вĕсене яланах тараватлăн, ăшшăн йышăнатчĕ, тăван ачисене пăхнă пек пăхатчĕ.

Ырă çын ырă вилĕмпе вилет, теççĕ. Чăнах та, аннепе атте иккĕшĕ те утса çÿренĕ çĕртех, асапланса выртмасăрах, лăпкăн та çăмăллăн пурнăçпа сывпуллашрĕç. Вĕсен ырă сăнарĕсем яланах манăн асра упранĕç.

Ольга КОРОТКОВА.

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика