Вăрнар район команди спорт туризмĕпе кĕркуннехи, урамри, тапхăрта пуçласа призлă вырăна лекнĕ: пĕтĕмĕшле зачетра вăл 2-мĕш вырăн йышăннă, ял спортсменĕсем хушшинче вара – 1-мĕш.
Спорт туризмĕн «Ылтăн карабин» республика турнирĕ Чăваш ен Пуçлăхĕн Кубокĕшĕн шкул ачисем хушшинчи Спартакиада йĕркипе иртнĕ. Унта районсенчи, çавăн пекех Мари Эл Республикинчи 300 ытла вĕренекен тупăшнă. Район чысне Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Хапăсри шкулсенче вĕренекенсем 27-ĕн хÿтĕленĕ.
Команда çитĕнĕвне кашниех курăмлă тÿпе хывнă. Уйрăмах çаксем: Михаил Скворцов (Хапăс) 1-мĕш вырăн йышăннă. Унпа пĕр шкулти Арина Мешковапа Никита Петров тата 2-мĕш вăтам шкулти Павел Евдокимов кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Вăрнарти 1-мĕш шкулти Ксюша Паймулкина бронза призер пулса тăнă.
Хĕрсемпе каччăсем Владислав Львов тата Алексей Константинов тренерсем патĕнче ăсталăха туптаççĕ. Тренировкăсем «Август» культурăпа кану паркĕнчи вĕрен хулинче иртеççĕ. Кунта занятисем ирттерме май туса панăшăн ачасем те, тренерсем те хытах хĕпĕртеççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Май 2025 |