Раççей Конституцийĕн кунĕнче, пĕтĕм çĕршыври пекех, Вăрнар районĕнче те пĕтĕм Раççейри граждансене йышăнмалли кун иртрĕ.
Район администрацийĕнче çынсене муниципалитет администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев йышăнчĕ.
Вăрнарта пурăнакан Павел Антонович Антонова пенсипе çыхăннă ыйту хумхантарчĕ. Вăл ĕмĕрĕпех ял хуçалăхĕнче тăрăшнă, пилĕк çул Тинĕс-çар флотĕнче тăнă. Ун сăмахĕсемпе% Совет Çарĕнче тăнă çулсем ун стажне «татнă», вĕсем пенсионерсене ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар ĕçленипе паракан хушма тÿлеве палăртнă чухне шутланмаççĕ... Ку саккун 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев Раççей Пенси фончĕн Вăрнарти управленийĕн пуçлăхĕпе Андрей Ивановпа çыхăнчĕ. Ку организацири документсем тăрăх, пĕлтерчĕ вăл, Павел Антоновичăн агропромышленность комплексĕнчи улшăнми стажĕ 21 çулпа танлашать.
Çавăн пекех Леонид Николаев патне «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă программăн «Çамрăк çемье» çумпрограммипе, çĕр лаптăкне арендăна илессипе, çĕрĕшнĕ çурт-йĕртен куçарассипе тата ытти ыйтупа та килнĕ.
Вăрнар хула тата ял поселенийĕсенче пĕтĕмĕшле 69 çынна йышăннă. Уйрăмах Вăрнар хула, Малти Ишек, Кĕçĕн Кипек тата Уйкас Кипек ял тăрăхĕнчи халăх хастар пулнă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрĕн 20-мĕшне Пĕтĕм Раççейри ачасене право пулăшăвĕ памалли кун тесе палăртнă. 1959 çулта çак кун Ачан прависен декларацине йышăннă, 1989 çулта вара – Ачасен прависем çинчен калакан конвенцие. Шăпах çавăнпа ноябрĕн 20-мĕшĕ пĕтĕм тĕнчери ачасене халалланă кун шутланать те.
Ун йĕркипе республикăра, вăл шутра районта та, тĕрлĕ енлĕ – чи малтанах ачасен право пĕлĕвне анлăлатмалли, вĕсене хăйсен прависене хÿтĕлеме вĕрентмелли – мероприятисем чылай иртрĕç. Тăлăх ачасен, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнисен, опекăра тăракан е социаллă учрежденисенче пурăнакан ачасен, ашшĕ-амăшĕсен е саккунлă представителĕсен ыйтăвĕсене хурав парасси уйрăм шутра пулчĕ.
Район администрацийĕнче, акă, граждансене йĕркелÿпе кадрсен, юридици службин пайĕн тата опекăпа попечительство секторĕн представителĕсем йышăннă. Тĕлпулăва килнисене вĕсем тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе, çула çитменнисен ячĕпе килĕшÿсем тума ирĕк илессипе çыхăннă ыйтусене ăнлантарнă.
«Вĕри лини» те ĕçленĕ: çула çитменнисен саккунлă интересĕсене пăснă тĕслĕхсем пирки юридици пулăшăвĕ, консультаци илме май пулнă.
Район администрацийĕн ĕçченĕсем вĕрентÿ учрежденийĕсенче йĕркеленĕ мероприятисем те ачасемшĕн усăллă. «Çавра сĕтелсенче» кашнинех саккун пулăшнипе хăйĕн прависене хÿтĕлеме пĕлмелли çинчен калаçнă, ыйту-хурав майĕпе ирттернĕ тĕлпулусенче вара ачасем хăйсене кăсăклантаракан-пăшăрхантаракан самантсене, шухăшсене хускатнă.
Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун йĕркипе пурнăçланă ĕçсене ял тăрăхĕсем хастар хутшăннă. Сăмахран, Малти Ишекри, Вăрманкасри, Кÿстÿмĕрти тата ытти библиотекăсен ĕçченĕсем шкул ачисемпе калаçу-диалог, презентацисем, право сехечĕсем, ытти мероприятисем ирттернĕ. Вĕсем пурте çула çитменнисен право культурине ÿстерес, прависемпе тивĕçĕсене ăнлантарас тĕллевлĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Пайăкри Алевтина Ивановна Иванова пек маттур хĕрарăмĕсем пулсан чăваш ялĕ сÿнмест.
Ялсенче чунтан хавхаланса ĕçлекенсем сахал мар. Тĕлĕнмелле те, ĕç хастарĕсем пусăрăнчăк кăмăл-туйăмлисемпе танлаштарсан чылай çамрăкрах курăнаççĕ.
– Маншăн кун питĕ кĕске пек, – терĕ Пайăк енчи маттур хĕрарăм Алевтина Иванова. Ăна 47 çула хыçала хăварнă тесе кам калĕ; Пит-куçĕнчен йăл кулă татăлмасть. Чăн-чăн чăваш пикийĕ тейĕн. Унăн кил хуçалăхĕ çирĕп, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Алевтина Ивановна куллен виçĕ ĕне сăвать. Сĕт сутни çулталăкне çемье бюджетне 100 пин тенкĕлĕх пуянлатать.
Алевтина Иванова Йăлтăм ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ, Валентина Аркадьевнăпа Иван Корнилович, пĕчĕк хĕрне «ĕç – пурнăç илемĕ» тесе вĕрентнĕ. Çывăх çыннисен ырă ятне вăл яланах çÿлте тытнă. Пĕр ĕçе те тиркемен. Чăрăшкас Хирлепри тата Элĕк районĕнчи Ехремкассинчи пĕлÿ керменĕсенче ăс пухнă хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ.
Турă пÿрнине тĕл пулсассăн экономист-бухгалтер дипломне иличченех Пайăк яш каччипе, Олег Ивановпа, çемье çавăрать.
Аслă ывăлĕ, Ваня, çут тĕнчене килет. Алăра пепке пулсан та Аля аслă шкултан вĕренме пăрахмасть. Çав тапхăрта мăшăрĕ хулари агрегат заводĕнче вăй хурать. Çамрăксем вĕренме-ĕçлеме те, ачана утьăкка сиктерме те хевте çитереççĕ. «Пурнăç йÿççи-пылаккине те астивнĕ пулĕ, анчах та пĕр чĕлхерен, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаттăмăр»,– терĕ вăл иртнине аса илсе.
Тепĕр тăватă çултан йĕкĕрешсем – Димăпа Денис – çуралаççĕ. Ывăл-хĕр çут тĕнчене килсен ылтăн-и, кĕмĕл-и тесе ыйтаççĕ. Тăваттăмĕш хутĕнче те «ылтăн» тупăнать. Чи кĕçĕнни, Кирилл, çуралать.
27 çулти ывăлĕ Ваня çемьеллĕ ĕнтĕ. Çамрăк хĕрарăм «асанне» ята тивĕçме те ĕлкĕрнĕ. Тимур мăнукĕ – чун йăпатмăшĕ.
– Манăн хаклă аннеçĕм, савнă мăшăрăм, куç тулли тăватă ывăлăмпа мăнукăм, ыр кăмăллă кинĕм, хисеплĕ тăванăмăрсем пур. Хама чи телейлĕ хĕрарăмсенчен пĕри тесе шутлатăп,– ăшпиллĕн калаçать Алевтина Ивановна.
Аслă ывăлĕсем ашшĕпе пĕрле лифтсене монтажланă çĕрте тимлеççĕ. Вĕсем командировкăран таврăннă тĕле кил хуçи хĕрарăмĕ сĕтел тулли техĕмлĕ апат-çимĕç хатĕрлесе лартать.
Алевтина Иванова хăйĕн специальноçĕпе «Строитель» предприятире 10 çула яхăн тимленĕ, хальхи вăхăтра килти хушма хуçалăха çирĕплетессишĕн тăрăшать. Выльăх-чĕрлĕх йышне тата ÿстересшĕн, сĕт ытларах сутса пысăкрах тупăш илесшĕн. «Мăшăрăм ĕне сумалли аппарат парнелетĕп терĕ-ха»,– савăнăçлăн пуплет Йăлтăм хĕрарăмĕ.
Пайăкра шкул çук. Шăпчăк ыйхиллĕ хĕрарăм ир-ирех ĕç пуçтарса сĕт сутса килет те пĕрремĕш класа каякан кĕçĕн ывăлне Чăрăшкас Хирлепри шкула леçет, уроксем вĕçленсен кайса илет.
Алевтина Ивановăра чăваш хĕрарăмĕн мĕнпур ырă енне курма пулать. Вăл çепĕç кăмăллă, çаврăнăçуллă, ĕçчен, тăрăшуллă тата тÿсĕмлĕ. Кулленхи пурнăç йĕрки хупласа илет тесе кăмăлсăрланса лармасть. Çутă малашлăха шанать. Шăпах çакăн пек пултаруллă хĕрарăмсем пулнăран чăваш ялĕ малалла аталанать те.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
«Кăçалхи августран пуçласа РФ Хула строительствин кодексĕнчи, «Куçман пурлăхăн патшалăх регистрацийĕ çинчен» федераллă саккунри, ытти саккун акчĕсенчи уйрăм çурт-йĕр строительствине тата вĕсене регистрацилессине çăмăллатакан улшăнусем вăя кĕчĕç», – пĕлтерет Кадастр палати.
Малашне уйрăм çурт-йĕр объекчĕ виçĕ хутран ытларах пулма пултараймасть. Çуртăн çÿллĕшĕ тĕлĕшпе те хушма чару кĕртнĕ – 20 метртан иртме юрамасть.
Кунсăр пуçне объект строительствине (реконструкцине) пуçлама тата хатĕр объекта хута яма ирĕк илессине пăрахăçлаççĕ. Ун вырăнне уйрăм çурт-йĕр тата сад çурчĕсен строительствин пуçламăшĕ тата вĕçленĕвĕ çинчен пĕлтермелли йĕркене кĕртеççĕ. Çакăн евĕр уведомленисем илнĕ хыççăн ятарлă уполномоченнăй орган объект кăтартăвĕсем (параметрĕсем) документаципе пĕр килнине, саккун ыйтнине тивĕçтернине тĕрĕслет.
Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тепĕр тивĕçне палăртнă. Застройщик строительство вĕçленнине пĕлтернĕ хыççăн 7 ĕç кунĕ иртиччен вĕсен ку объекта патшалăх кадастр учетне тăратмалли, патшалăх регистрацине пурнăçламалли çинчен Росреестр управленине заявлени ямалла.
Уведомленипе пĕрле гражданинăн объектăн техника планне тата патшалăх пошлинине тÿлени çинчен сведенисем тăратмалла.
Енчен те вырăнти хăйтытăмлăх органĕ заявление палăртнă вăхăтра çитермест-тĕк, гражданин ăна хăех яма пултарать.
Ирина ПЕТРОВА.
Ершепуç ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕнче 10 çул ĕçленĕ Евгений Музяков ял сăн-сăпатне илемлетессишĕн, халăх ырлăхĕшĕн хытă тăрăшатчĕ. Пĕр-пĕр çивĕч ыйту сиксе тухсан çийĕнчех татса паратчĕ.
Вăл ял тăрăхĕн тилхепине тытса пынă тапхăрта Хураçырмари икĕ кĕпер юсанчĕ. Ял лавккине çырман пĕр енче пурăнакансем каçса çÿрейместчĕç. Кĕпер тусан халăх нуши-терчĕ пĕтрĕ. Ял вĕçнелле мăн пĕве пур, Евгений Музяков бульдозер тупса килсе тепĕр 7 пĕве туса пачĕ. Ял халăхĕнчен укçа-тенкĕ пухман.
Хальхи вăхăтра вăл бизнес ĕçне кÿлĕннĕ пулин те хураçырмасене манмасть, ял сăн-сăпатне илемлетессишĕн пĕтĕм вăйран тăрăшать. Акă нумаях пулмасть спонсорла пулăшу кÿчĕ: хăйĕн бульдозерĕпе килсе ял хушшинче икĕ пĕве туса пачĕ.
Ялти мăн пĕвене виçĕ çул каяллах çурхи шыв татса кайма пуçланăччĕ. Евгений Музяков каллех пуçаруллă утăм турĕ. Хăйĕн техникипе çĕр турттарса килчĕ, пĕвене юсарĕ. Ял-йыш ячĕпе ĕç хастарне чун-чĕререн тав тăватăп.
А.АЛЕКСЕЕВ.
Хураçырма.
Февраль 2026 |
