Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн кăçалхи февралĕн 9-мĕшĕнчи хушăвĕпе 2018 – 2019 çулсенче республикăра «Безналичная Чувашия» проекта пурнăçа кĕртмелли ĕçсен планне çирĕплетнĕ. Ку документ кĕрет укçа çаврăнăшне чакарассипе патшалăх политикине тытса пымалли мероприятисене палăртать. Вĕсем республикăра пурăнакансене таварсемшĕн, ĕçшĕн е тивĕçтерÿсемшĕн алăри укçапа мар, куçарса парса тÿлеме хавхалантарас тĕллевлĕ.
Мероприятисен планĕ (урăхла каласан «çул-йĕр картти») потребительсен рынокĕн мĕнпур организацийĕсене, коммерциллĕ тивĕçтерÿсем паракан структурăсене (пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ, культура тата ытти сферăсене) пырса тивет.
Граждансем тÿлевсене куçарасси ÿсни, операцисен уççăнлăхĕ вăрттăн экономикăпа кĕрешме, регионти финанс лару-тăрăвне çирĕп йĕркелесе пыма пулăшасса шанаççĕ.
Кĕрет укçа çаврăнăшне чакарассипе çыхăннă хăшпĕр ĕçсене республикăра унчченех пуçарнă ĕнтĕ, вĕсем темиçе çул ÿсĕмлĕ пурнăçланаççĕ. Сăмахран, обществăлла транспортра тÿлевсене пĕрлĕхлĕ транспорт карттипе хывмалли системăна ĕçе кĕртнĕ. Бюджет сферинче тимлекенсен ĕç укçине наци тÿлев системин «Мир» картти çине куçарассине те вĕçленĕ теме юрать.
«Безналичная Чувашия» проектшăн яваплă ушкăна республикăра иртнĕ çуллах суйланă. Унта ĕç тăвакан влаç органĕсен, банк секторĕн тата массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем кĕреççĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Вăхăт малаллах шăвать, самантлăха та чарăнса тăмасть. Çыншăн мĕн те пулин тумалли кашни кунах тупăнса тăрать. Ершепуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕшĕн Александр Максимовшăн та ĕç сахал мар. Пуçлăх тивĕçне пурнăçланă май кун каçипе тĕрлĕ ыйту татса парассишĕн чылай тăрăшма тивет. Апла пулин те ывăннине туймасть вăл, мĕншĕн тесен юратнă ĕç хăват парса тăрать.
Ял тăрăхĕнче пурăнакансен хисепĕ пур – 870 кил-хуçалăхра 1539 çын. Кÿстÿмĕр шкулĕнче вара 116 ача пĕлÿ пухать. Шкул çумĕнче садик ĕçлет. Унта виçĕ ялтан 48 ача çÿрет. Вĕсене пур енлĕн аталанма тивĕçлĕ услови туса панă. Çавăнпа та шкул çулне çитменскерсемшĕн садик иккĕмĕш кил вырăнне пулса тăнă.
– Ялсенче çĕнĕ çурт тăвакансем çулсерен тупăнаççĕ. Ку ĕçе кÿлĕнекенсенчен ытларахăшĕ – çамрăк çемьесем. Пĕлтĕр Кÿстÿмĕрте нумай ачаллă çемье валли пÿрт хăпартма пуçларăмăр. Кăçал мăшăрсем унта пурăнма куçасса шанас килет, – терĕ Александр Нестерович.
Ун шучĕпе, яшсемпе хĕрсем тăван кĕтесре тĕпленсен ял та пĕтмест. Кăмăл турăн – ĕçĕ те вырăнтах тупăнать. Акă «Агрохмель» общество аталану çул-йĕрĕпе пырать. А.Фадеев фермер та кăтартусене çултан-çул лайăхлатса пырассишĕн тăрăшать, выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерессине мала хурать. Кăçал вăл 100 пуç вырнаçмалăх çĕнĕ ферма çĕклесшĕн. С.Игнатьев вара сурăхсем ĕрчетессипе ăнăçлă ĕçлет. Ял тăрăхĕн территорийĕнче «Молпродсервис» ял хуçалăх кооперативĕн ĕçĕ-хĕлĕ сĕт пухассипе тата ăна сивĕтсе сутассипе çыхăннă. Килти хушма хуçалăха аталантарас тĕллевлисем çăмăллăхлă кредит илеççĕ те ял хуçалăх техникине туянаççĕ е выльăх-чĕрлĕх вити тăваççĕ. Тĕрĕссипе, кашни ялтах вăйпитти çынсем ĕне-выльăх усраççĕ. Хăшĕсем виçĕ-тăватă ĕне те тытаççĕ. Сĕте патшалăха сутаççĕ. Çу каçипе выльăх валли апат нумай хатĕрлемелле пулин те, ял çыннисем ĕçрен хăрамаççĕ, хĕл каçарма çителĕклех янтăлаççĕ.
– Мускав тăрăхне е ытти облаçсене ĕçлеме каякансем те пур. Шел пулин те, хăшпĕр чух каялла пушă кĕсьепе таврăнакансем те тупăнаççĕ. Çавăнпа тĕрлĕ вырăнсене çÿресе нуша курнисем çуралнă кĕтесре ĕçлесех пурнăçа сыпăнтарса пырасшăн, – пĕлтерчĕ А.Максимов пуçлăх.
– Çу кунĕсенче ялсенчи урамсенче тасалăх хуçаланнине курма пулать-и; – ыйту патăм ăна.
– Районти ытти ял тăрăхĕсен администрацийĕсем пекех эпир те ялсенчи тасалăхпа тирпейлĕх çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Йăлари каяшсене илсе тухма Вăрнарти «Водоканалпа» килĕшÿ тунă. Çавна май пĕлтĕр сахал мар çÿп-çап илсе тухнă. Кăçал та кил умĕсене тасалăхра тытнине тĕрĕслесех тăрăпăр, кирлĕ мар япаласене çырмана кайса пăрахма ирĕк памăпăр, – калаçăва тăсрĕ Александр Нестерович.
Вăл каланă тăрăх, çăвасене тасалăхра тытас тĕллевпе ял халăхĕпе пĕрле субботниксем ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Çимĕк умĕн хăрăк йывăçсене касаççĕ, çÿп-çапа çунтарса яраççĕ. Çавăн пекех Çĕнтерÿ кунĕ умĕн вăрçă паттăрĕсем ячĕпе лартнă палăксене çĕнĕ тĕс кĕртеççĕ. Пĕлтĕр Отиккăвă, Хураçырма, Кÿстÿмĕр ялĕсенчи палăксене юсанă. Ершепуçра вара çĕннине тума пуçланă. Кăçал ăна май уйăхĕн 9-мĕшĕнче уçма палăртнă. Паянхи кун ял тăрăхĕнче икĕ вăрçă участникĕ пурăнать.
– Пушар хăрушсăрлăхĕ тĕп вырăнта. Отиккăвăра пушар хуралĕн деповĕ пур. Машина кирек хăш вăхăтра та çула тухма хатĕр, мĕншĕн тесен дежурство йĕркеленĕ. 2017 çулта муниципаллă пушар хуралне ял тăрăхĕн бюджечĕн укçи-тенкипе тытса тăнă. Тăкак ÿссе пынă май кăçал ял çыннисенчен те кăштах укçа-тенкĕ пуçтарасшăн. Иртнĕ çулта ял тăрăхĕн территорийĕнче пĕр пушар та пулмарĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсен çунма пуçланă типĕ курăка кăна сÿнтерме тиврĕ, – каласа парать ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ.
Çамрăксемшĕн пушă вăхăта усăллă ирттерме майсем çителĕклĕ-и; Çак ыйту та интереслентерчĕ мана. Пуçлăх хурав çийĕнчех пачĕ: условисем туса панă. Хĕл кунĕсенче Кÿстÿмĕр шкулĕн спортзалĕнче волейболла тата баскетболла выляма пултараççĕ. Шкул стадионĕнче йĕлтĕрпе чупма ирĕк. Çулла çамрăксемшĕн кичем мар, вĕсене валли ял тăрăхĕн территорийĕнче икĕ футбол лапамĕ йĕркелесе панă. Клубсенче паллах культура мероприятийĕсем час-часах иртеççĕ. Библиотекăра çĕнĕ литературăпа паллашма пулать.
Ял тăрăхĕн администрацийĕн кăçал та палăртнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн, ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн куллен ĕçлемелле пулĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.
Мартăн 4-мĕшĕнчи каçхине «112» телефон номерĕ çине хăрушă хыпар килнĕ: Шупашкарти Энтузиастсен урамĕнчи çурта сирпĕтсе яма хатĕрленеççĕ тесе пĕлтернĕ палламан çын.
Паллах, пулăшу службисем, йĕрке хуралĕн органĕсен ушкăнĕсем тÿрех пĕлтерĕве тĕрĕслеме тухса кайнă. Çурта тата ун çывăхри территорие тĕплĕн пăхса тухнă – сирпĕтмелли нимле хатĕр те тупăнман. Хыпар суя пулни палăрнă.
Çакăн пек суя пĕлтерÿсем чăннипе шÿт мар, преступлени шутланаççĕ. Çавăнпа та терроризм акчĕ çинчен юриех суйса пĕлтернипе уголовлă ĕç пуçарнă. Следстви вăхăтĕнче айăплине те тупма май килнĕ. Вăл – Шупашкарта ниçта ĕçлемесĕр пурăнакан 30-ти арçын – пулăшу службин номерĕпе ÿсĕрле шăнкăравланă-мĕн.
Преступленин обществăлла пысăк хăрушлăхне кура следователь айăпланакан арçынна суд ларăвĕчченех ирĕкрен хăтарма ыйтса ходатайствăпа тухнă. Прокурор та ку ходатайствăпа килĕшнĕ, арçынна унччен те пĕрре мар административлă (çав шутра обществăлла йĕркелĕхе пăснăшăн та) явап тыттарнине тимлĕхе илме сĕннĕ.
Шупашкарти Мускав район сучĕ следовательпе прокурор позицийĕпе килĕшнĕ, теракт çинчен суйса пĕлтерекене 2 уйăхлăха ирĕксĕр хăварма йышăннă.
Уголовлă ĕçе малалла тишкереççĕ. Ку преступленишĕн 5 çул таран обществăран уйăрма пăхнă.
Чăваш Республикин прокуратурин пресс-служби.
Приложение
к Порядку размещения информации
о рассчитываемой за календарный год
среднемесячной заработной плате
руководителей, их заместителей
и главных бухгалтеров государственных
учреждений Чувашской Республики,
государственных унитарных предприятий
Чувашской Республики и Территориального фонда
обязательного медицинского страхования
Чувашской Республики и представления
указанными лицами данной информации
ИНФОРМАЦИЯ
о среднемесячной заработной плате руководителя, и главного бухгалтера
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии
(наименование государственного учреждения Чувашской Республики,
государственного унитарного предприятия Чувашской Республики,
Территориального фонда обязательного медицинского
страхования Чувашской Республики)
за 2017 год
|
N пп |
Фамилия, имя, отчество |
Должность |
Среднемесячная заработная плата, рублей |
|
1 |
Николаев В.В. |
Главный редактор |
47357 |
|
2 |
Беляева А.П. |
Главный бухгалтер |
39869 |
Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Никита Львов пирки чăнахах çапла калама пулать.
Виçĕмкун вăл республикăра пулнă тепĕр ăмăртăва хутшăннă. Чи паха результат кăтартнă, ылтăн медале тивĕçнĕ. Унăн шăллĕ Дима та, поселокри 2-мĕш шкулта вĕренекенскер, кавир çине тухакансенчен чи кĕçĕнни пулнă пулин те лайăх кĕрешÿпе палăрнă. Санарпуçĕнчи Никита Никандров бронза медаль çĕнсе илнĕ.
Ирĕклĕ кĕрешÿ тĕсĕпе пĕчĕкренех туслашнăскерсем, çулран çул сумлă турнирсенче палăраççĕ. Иртнĕ эрнере Никита Львов акă Ф.Камелетдинова асăнса ирттернĕ республика турнирĕнче абсолютлă чемпион пулса тăнă.
Юрий Николаевпа Никита Никандров – ку турнирăн кĕмĕл призерĕсем. Алексей Тимофеевпа Максим Уткин виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Канаш хулинче Çĕршыв хÿтĕлевиçисен кунĕ ячĕпе 2008 – 2009 çулсенче çуралнă каччăсем хушшинче иртнĕ турнирта та вăрнарсем палăрнă. Максим Иванов чемпион пулса тăнă. Дмитрий Петров кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.