Хура çĕре кондициллĕ тата сортлă вăрлăхсемпе кăна шуратса хăвармалла. Кун пирки «Вăрлăх çинчен» федераци саккунĕнче те каланă. Аграрисем мĕнле вăрлăхпа акнине Раççей ял хуçалăх асăрхавĕн специалисчĕсем сăнасах тăраççĕ, енчен те асăннă саккуна пăссан явап тыттарма пултараççĕ.
Вăрнар районĕнче вăрлăх ĕрчетессипе тимлекен виçĕ хуçалăх – Карл Маркс ячĕллĕ кооператив, «Санары» тата «Агрохмель» агрофирмăсем. Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Вячеслав Алексеев çак кунсенче «Агрохмель» хуçалăхра пулчĕ, сутма уйăрса хунă урпана тĕрлĕ михĕсенчен кирлĕ чухлĕ тĕрĕслеме илчĕ.
– Тырри лайăх, çапах та пĕтĕмлетÿ тĕрĕсленĕ хыççăн тăвăпăр, – терĕ Вячеслав Николаевич. – Тасалăхĕ, шăтаслăхĕ мĕнле шайрине палăртнă хыççăн эрнерен ятарлă документ çырса паратпăр.
Агрофирмăн пĕлтĕр кĕркунне Отиккăвăра хута янă капмар кĕлетĕнче тырă аламалли агрегат вырнаçтарнă. Техника хатĕрĕ пĕр тикĕс ĕçлет. Сарă ылтăнĕ кĕлет тулли. Хуçалăхра тăрăшакансем – Светлана Васильева, Анастасия Якушина, Андрей Иванов – хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Вĕсем вăр-вар пулнăран «Владимир» сортлă урпа тасалса тухнă хыççăн михĕсене хăвăртах тулса пырать. Тырă элита сортли. Ку кĕлетре урпа 200 тоннăна яхăн. Калас пулать, тепĕр кĕлетре «Экада 109» çурхи тулă упранать.
Андрей Иванов çак кунсенче кăна агрофирмăра ĕçлеме пуçланă. Коллектив çамрăка тÿрех килĕшнĕ.
– Агрофирма ертÿçи Борис Николаевич Семенов яваплă пулни тÿрех курăнать. Кунта ĕç условийĕсем лайăх. Акă, ĕç çыннисене канмалли пÿлĕм те пур. Тата ĕçе çуран çÿреместĕн. Ятарласа транспортпа пырса илеççĕ, – терĕ çамрăк кăмăллăн.
Хальхи вăхăтра хресчен ĕçне хисеплени аванах палăрать: тырăшăн тивĕçлĕ хак тÿлеççĕ. Уй-хир ылтăнĕ лайăх сутăнать. Кĕлетсем пушансах пыраççĕ. Кăçал «Агрохмель» хуçалăхăн тыррине Архангельск облаçĕнчи, Мари Эл Республикинчи тата Елчĕк, Тăвай, Куславкка районĕсенчи аграрисем хапăлласах туяннă.
Агрофирма патентпа сыхлакан сортсене туянса ĕрчетет, сортсем кăларакансемпе (авторсемпе) лицензи килĕшĕвĕ тăвать. Унта вăрлăха миçе çул çитĕнтерме палăртнине тата тупăша кура патент илнĕ сорт «хуçине» мĕн чухлĕ тÿлемеллине çирĕплетеççĕ.
Тырă алассипе пĕтĕмпе тăватă звено ĕçлет. Паянхи кун хуçалăхра çĕрулми суйлассипе те тăрăшаççĕ. 10–12 çын куллен ĕçе тухать. «Иккĕмĕш çăкăра» туянма Волгоградран та, Хусантан та килеççĕ. Вăрнарсен пахалăхлă çĕрулмине украинецсем те кăмăллаççĕ иккен.
– Ял хуçалăх продукцине чикĕ леш енчи çĕршывсене малалла та сутма тăрăшăпăр, – терĕ агрофирма ертÿçи Борис Семенов.
Суту-илĕве ертсе пырас ĕçе Борис Николаевичăн ывăлĕсем пурнăçлаççĕ. Палăртмалла, çĕр ĕçченĕ мăшăрĕпе пĕрле тăватă ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Хăшпĕрисем ашшĕн çулне суйласа илнĕ. Семеновсем «аçу-аннÿн ани-çаранне нихăçан ман» тенине пĕчĕкренех ăша хывнă.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Чăваш халăхĕн паллă просветителĕ, педагогĕ, писателĕ тата куçаруçи Иван Яковлевич Яковлев 1897 çулхи пĕрремĕш Пĕтĕм халăх çыравне активлă хутшăннă.
Вăл çыравăн тĕллевĕсемпе задачисем пирки брошюрăна чăвашла куçарнă. Ăна вулăссенче тата ялсенче пухусенче вуласа панă, Чĕмпĕр, Хусан тата ытти кĕпĕрнесенче пурăнакан чăвашсене паллаштарнă. Ку брошюра Санкт-Петербургра тата Хусанта пысăк тиражпа пичетленсе тухнă. Çавăн пекех çырав листисен ячĕсене чăвашла куçарнă. Иван Яковлева çавăншăн «1897 çулхи пĕрремĕш Пĕтĕм халăх çыравĕнчи ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă.
Пĕрремĕш çырав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Республикин паянхи чиккисемпе илсен, 690,9 пин çын пурăннă, вĕсенчен 3,5 проценчĕ – хулара.
1926 çулхи Пĕтĕм Союзри халăх çыравĕ пĕтĕм çĕршывĕпе иртнĕ. Ун пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш енре пурăнакансен йышĕ 890,8 пин çын пулнă, вĕсенчен 45,2 пинĕ хула çынни шутланнă е 5,1 процент. 1939 çулхи çырав вара халăх шучĕ республикăра 1,2 хут ÿснине – 1078,1 пин çынна, хулара пурăнакансем те йышланнине – 12,2 процента çитнине кăтартса панă.
1959 çулхи халăх çыравне Чăваш автономийĕнчи 1098,2 пин çын хутшăннă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Совет Союзĕнчи хуласем хушшинче Шупашкар 145-мĕш шутланнă.
Ун хыççăн халăх çыравĕсем 1979 тата 1989, Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче вара 2002 çулсенче иртнĕ. 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх, республикăра 1251,6 пин çын шутланнă, вĕсенчен 58,8 проценчĕ – хулара пурăнакансем.
Транспорт хатĕрĕнчен ача тухса ÿксе вилни пирки хаçатра çырнăччĕ.
Ку тĕслĕхпе, асăрхамасла вилĕм кÿнĕшĕн, ашшĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Халĕ тишкерÿ вĕçленнĕ ĕнтĕ, Вăрнар район прокуратури айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ.
Следстви инкеклĕ ĕç çакăн пек пулса иртнине палăртнă. Кăçалхи май уйăхĕнчи пĕр кун 35-ри арçын «Беларус» тракторпа ĕçленĕ. Çав вăхăтра вăл тракторпа усă курмалли правилăсене уяман. Транспорт хатĕрĕпе ĕçленĕ чухне кабинăра пассажир пулма юраманнине пăхмасăрах пĕчĕк ывăлне пĕрле илсе çÿренĕ. Тĕрĕссипе, унта пассажира лармалли ятарлă вырăн та пулман. Ача вара тракторпа пынă чух кабинăн хыçалти чÿречинчен прицепăн турти çине тухса ÿкнĕ. Йывăр аманнăскерĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Арçын хăйĕн айăпне йышăнман. Инкек сăлтавне транспорт хатĕрĕн кабинин конструкцийĕ кăлтăклă пулнипе çыхăнтарнă. Уголовлă ĕçе республикăри следстви управленийĕн следователĕсем тĕпченĕ. Ăна район судне янă.
С.УФУКОВ,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.
Паян район çыннисен, организацисен ытларах та ытларах пайĕ хăйсен хăрушсăрлăхне Вăрнарти ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмне шанать. Çакă ăнсăртран мар: чылай çул ĕнтĕ ку тытăм çынсен тата учреждени-предприятисен пурлăхне эффективлă тата шанчăклă упранине кунсерен çирĕплетет.
Сотрудниксем йĕркелĕхпе хăрушсăрлăха туллин тивĕçтерме хатĕр: пысăк квалификациллĕ, службăна кĕрес умĕн темиçе шайлă тĕрĕслев витĕр тухаççĕ. Спортпа туслă – ÿт-пÿ çирĕплĕхне куллен тытса пыраççĕ, професси ăсталăхне те тĕрлĕрен вĕренÿсенче вĕçĕмех туптаççĕ. Каласа хăвармалла, паянхи кун штатра 27 çын шутланать, тÿреммĕн хурала хутшăнакан сотрудниксем вунпиллĕкĕн. Вĕсем пурлăх сыхлăхне тивĕçтерессипе, пăхса тăракан объектсенчи вăрланă-çаратнă тĕслĕхсене тата патруль маршручĕсенче преступленисене асăрхаттарассипе, саккуна пăсакансене ярса тытассипе тимлеççĕ.
Ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕ хальхи вăхăтра 129 объекта, 27 хваттере, уйрăм çынсен пурлăхĕ упранакан 33 вырăна пăхса-асăрхаса тăрать. Вĕсем пурте çирĕп сыхлавра. Пирĕн службăн шанчăклăхне чылай предприяти-организаци ертÿçисем, хваттер-çурт хуçисем туйса илчĕç. Кăçалхи тăхăр уйăхра кăна, акă, унччен сыхлавра пулман тепĕр 10 объекта тата 2 хваттере хураллама килĕшÿ туса çирĕплетнĕ.
Хÿтлĕхри объектсенче мĕнле те пулин пăтăрмах тухрĕ-тĕк, «тревога» сигнал килет – хурал ĕçченĕсем тÿрех вырăна çитеççĕ. Кунашкал тĕслĕхсем кăçал 77 пулнă, вĕсене тĕрĕсленĕ май киревсĕрлĕхсем тунипе 22 çын çакланнă. «02» служба пĕлтерĕвĕсемпе те саккуна пăснă 17 çынна полицин «Вурнарский» пайĕн дежурнăй чаçне çитернĕ.
Уйрăмăн сотрудникĕсен тĕп тивĕçĕсем шутне поселокри обществăлла йĕркелĕхе тивĕçтересси те кĕрет. Çакăнпа пĕрлех профилактика мероприятийĕсене те хутшăнаççĕ вĕсем. Ку тапхăрта маршрутри тĕрĕслевсем вăхăтĕнче административлă право нормисене пăснă 206 çынна тытса чарнă. Кунсеренех патрульте пулнă май, поселокра ултă хутчен преступлени тăвассине пÿлме пултарнă, çавна май киревсĕр ĕçсем тума хăтланнă çичĕ çынна вăхăтра çулса илнĕ.
Коллектив ÿсĕмлĕ, шанчăклă ĕçленинче мĕнпур сотрудникăн тÿпи пĕлтерĕшлĕ. Дежурнăй службин ĕçченĕ-и, тылпа техника енĕпе тимлекен специалист-и, килĕшÿпе право е финанспа кадр тивĕçтерĕвĕн ĕçченĕ-и – кашниех хăйне шаннине пĕлсе пурнăçлать, кăткăс та йывăр ĕçе кÿлĕннине питĕ лайăх ăнланса ырми-канми тăрăшать. Хурал уйрăмĕнче çирĕп дисциплина хуçаланать. Çийĕнчех ĕçе кĕрекен, йĕркене пăсакансене тытса чарма тухса каякан ушкăнсен сотрудникĕсене уйрăммăн палăртас килет: вĕсен служби пысăк яваплăхпа, хăрушлăхпа çыхăннă.
Вăрнарти ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕнче стройподразделенине Владимир Капитонов полици прапорщикĕ ертсе пырать. Уйрăм командирĕ, çамрăк пулин те, районти паллă çынсенчен пĕри. Хĕсметре тăнă вăхăтра Çурçĕр Кавказра террористсене хирĕçле операцисене хутшăнса паттăрлăх кăтартнăшăн вăл Раççей Президенчĕн аллинчен «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Халĕ вăл хурал уйрăмĕнчи чи опытлă сотрудниксенчен пĕри, çамрăксене çирĕп, тĕллевлĕ, чăн-чăн профессионалсем пулма вĕрентет.
Çынсен лăпкăлăхĕшĕн тата хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшакан хурал ĕçченĕсем октябрĕн 29-мĕшĕнче професси уявне паллă тăваççĕ. Çăмăл мар службăра ăнăçу, çирĕплĕхпе чăтăмлăх сунатăп ĕçтешсене. Çемйĕрсенче килĕшÿпе ăнланулăх, ăшăлăх хуçаланччăр.
Владимир ПАВЛОВ,
Вăрнарти ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕн пуçлăхĕ.
Çак вырсарникун Раççей почтин ĕçченĕсем хăйсен профессилле уявне паллă тăваççĕ. Çав-на май ĕнер районти кашни çыхăну уйрăмĕнче чаплă пухусем иртнĕ.
Кăçалхи çул ку тытăмра тимлекенсемшĕн çĕнĕлĕхпе тулли. Раççей Почти цифрăллă трансформацин фази çине куçрĕ, почта тивĕçтерĕвĕсен чылай тĕсне цифрăланă. «Çырăнтару», «Мобильлĕ почтальон», «Васкавлă çитерÿ», «Посылкăсене яма харпăр хăй хатĕрлесси», «Пересылка тÿлевĕ» онлайн-сервиссем ĕçе кĕнĕ. Вĕсем почтăра ирттерекен вăхăта самай чакарма май параççĕ.
Районти почта çыхăнăвĕн тытăмĕнче тăрăшакансем халăха пичет изданийĕсемпе туслаштарассипе хастар тимлеççĕ. Вĕсене пула хамăрăн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат тиражĕ çулсерен сыхланса пырать.
Раççей почти хаçат-журнал тусĕсем валли те меллĕх тунă. Халĕ вĕсене çырăнас текенсен почта çыхăнăвĕн уйрăмне килмесен те юрать, çырăнтарăва килтенех, интернет урлă, йĕркелеме май пур. Çакăн валли podpiska.pochta.ru сайтпа туслашмалла çеç. Çакă та аван, почтăра изданисене Чăваш ен территорийĕнче вырнаçнă ял-хулари адрессемпе кăна çырăнма пулать, интернет урлă вара – Раççейĕн кирек хăш регионĕнчи почта адресĕпе те.
Тепĕр çĕнĕлĕх – халĕ ялсенче те банк тивĕçтерĕвĕсене туллин илме май пурри.
Çак ĕçсем пĕтĕмпех почта ĕçченĕсем пурнăç таппинчен юлманнине çирĕплетеççĕ. Уяв умĕн, акă, чи маттуррисене тĕрлĕ шайри наградăсемпе палăртнă.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине Кушар Юнтапари почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Лия Антонова, Тавне – Малти Ишекри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Татьяна Толмасова, министр Тавне тĕп экономист Татьяна Муравьева тивĕçнĕ.
Федераллă почта çыхăнăвĕн Чăваш енри управленийĕн Хисеп грамотипе поселокри 4-мĕш çыхăну уйрăмĕн пуçлăхне Наталия Ванинана наградăланă, тĕп кассăн кассирне Алина Григорьевана управленин Хисеп хăми çине кĕртнĕ.
Район администрацийĕн Хисеп грамотине тĕп экономист Татьяна Муравьева, 1-мĕш категориллĕ специалист Полина Иосифова, Вăрнар почтамчĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ирина Леонтьева, Тавне – тĕрĕслев ушкăнĕн ертÿçи Нина Иосифова илнĕ.
– Професси уявĕпе почта тытăмĕнче тимлекен мĕнпур ĕçчене, çавăн пекех пурнăçне почтăпа çыхăнтарнă мĕнпур çынна чĕререн саламлатăп. Сирĕн çăмăл мар, анчах халăха çав тери кирлĕ ĕçшĕн, профессионализмшăн, ĕçе чунтан парăннăшăн тав тăватăп. Ăнăçу, çирĕп сывлăх, хавхалану сунатăп. Эсир çынсем патне çитерекен хыпарсем яланах ырă пулччăр, – терĕ Вăрнар почтамчĕн пуçлăхĕ Геннадий Петрович Никитин.
Сентябрь 2025 |