Кăçал та – пĕрремĕшсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.05.2022, 11:37 Просмотров: 677

Аçăмçырмисем чăннипех те – чи маттур çамрăк çул-йĕр инспекторĕсем. Çак ята вĕсем кăçал та «Хăрушсăр урапа» конкурсăн районти тапхăрĕнче çирĕплетнĕ. Пĕтĕмĕшле команда ăмăртăвĕнче яланхиллех вĕсене çитекен пулман.

Йăлана кĕнĕ çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн конкурсĕ кăçал Аçăмçырминче иртнĕ, унта районти çичĕ шкул команди хутшăннă.

Ачасене ăмăртусенче хастар пулма, хăйсен пĕлĕвĕсемпе хăнăхăвĕсене çирĕппĕн кăтартма салам сăмахĕсемпе районти ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ Геннадий Казыкин, ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕ Владимир Малов, Аçăмçырминче çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен юхăмне чылай çул ÿсĕмлĕ ертсе пыракан Владимир Петров хавхалантарнă.

Вĕренекенсен тĕрлĕрен кăткăс тĕрĕслевсем витĕр тухма тивнĕ. Палăртмалла, пилĕк конкурсран тăваттăшĕнче аçăмçырмисем – пĕрремĕшсем. Вĕсем «Çул-йĕр правилисене лайăх пĕлекенсем», «Пĕрремĕш медицина пулăшăвне кÿрессин никĕсĕсем», «Автохула» тата «Велосипедпа фигурăсем туса ярăнасси» конкурссенче пуринчен ытла балл пухнă, пултарулăх номерне кăтартассипе вара – иккĕмĕшсем. Çакнашкал сумлă кăтартусем ăнсăртран мар. Аçăмçырми шкулĕ – çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн пĕлĕвне вĕрентессипе тĕслĕхлĕ шкул. В.Петров педагог пулăшса пынипе çамрăк çул-йĕр инспекторĕсем ăмăртусене хутшăнма кунсеренех ăсталăха тренировкăсенче туптаççĕ.

Çапла «Хăрушсăр урапа» конкурсăн Чăваш енри нумай çулхи çĕнтерÿçисем, Пĕтĕм Раççейри призерсем кăçал та республикăра район чысне хÿтĕлĕç.

Районти тапхăрта вара иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Вăрнарти 1-мĕш тата Вăрман Кипекри шкулсен командисем пайланă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика