Тухăçлăрах аталанма

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.12.2022, 09:48 Просмотров: 277

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх - Чăваш ен экономикин пĕлтерĕшлĕ секторĕ. Ку тытăм регион рынокне йĕркелеме, ăна хамăр патра туса кăларнă таварсемпе тивĕçтерме, çынсем валли ĕç вырăнĕсем уçма пысăк витĕм кÿрет.

Мĕнле пурăнать паян пĕчĕк тата вăтам бизнес, мĕнле аталанать - çакăн пирки тулли информаци пĕлес тесе республикăра 2020 çулхи кăтартусемпе анлă сăнав ирттернĕ. Ун пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарма, унчченхи тишкерÿренпе пулса иртнĕ улшăнусем çинчен каласа пама Чăвашстат ертÿçинчен Эльвира МАКСИМОВАРАН ыйтрăмăр.

- Эльвира Геннадьевна, хальхи сăнав пĕчĕк бизнесăн анлă виççĕмĕш тĕрĕслевĕ ĕнтĕ. Мĕнпе уйрăлса тăчĕ вăл ыттисенчен?

- Экономика перепиçĕ кашни пилĕк çулта иртет. Ку вăхăта «Раççей Федерацийĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕ çинчен» федераллă саккунпа çирĕплетнĕ. Пĕрремĕш тĕпчев 2011 çулта пулнă, тепри – 2016-мĕшĕнче.

Палăртса хăвармалла, пĕлтĕрхи бизнес-перепись пандеми чарăвĕсене кĕртнĕ 2020 çул кăтартăвĕсем тăрăх иртрĕ. Унта пĕчĕк бизнесăн мĕнпур субъекчĕ хутшăннă.

Хальхи тишкерĕвĕн уйрăмлăхĕ - отчетлăх памалли мел. Пĕрремĕш хут респондентсен сведенисене Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕ урлă пама май пулчĕ. Ку мелпе участниксен 7 проценчĕ усă курчĕ. Электронлă майпа информаци яракансем - 61 процент. Ыттисем йăлана кĕнĕ пек хут бланксене çырса тултарнă.

- Пĕтĕмлетме пулать-и: мĕнле информаци пухăнчĕ пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки?

- Сăнав даннăйĕсем тăрăх, Чăваш енре ку ушкăнри 9 пин ытла организаци ĕçленĕ, 2015 çулхипе танлаштарсан вĕсен шучĕ 8 процент сахалрах. Юридици сăпачĕсен виççĕмĕш пайĕ курттăмăн тата ваккăн суту-илÿ, автотранспорт хатĕрĕсемпе мотоциклсен юсавĕн сферисенче тимлет. Строительствăра тата продукци туса кăларакан производствăра - 14 :. Пĕчĕк тата вăтам бизнес организацийĕсенче 98 пин çын енне тăрăшать. Предприятисен тупăш калăпăшĕ 302 млрд тенке çитнĕ, аталанăва хывнă инвестицисен виçи - 22 млрд тенкĕ.

- Уйрăм предпринимательсен ĕç-хĕлне мĕнле хаклама пулать?

- Иртнĕ бизнес-переписьренпе республикăра уйрăм предпринимательсен хисепĕ 4 процент чакнă, вĕсем 22 пин çын шутра тăраççĕ. Вĕсенчен 45 проценчĕ курттăмăн тата ваккăн суту-илÿпе, транспорт хатĕрĕсен юсавĕпе ĕçлеме кăмăлланă, 13 проценчĕ - транспортировка тата управ енĕпе, 7 проценчĕ - строительствăпа.

Каламалла, уйрăм предпринимательсем 26 пин çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Таварсем вырнаçтарнинчен тата тивĕçтерÿсем панинчен вĕсем 93 млрд тенкĕ илнĕ, ку цифра 2015 çулхи пĕтĕмлетÿллĕ кăтартусенчен 78 процент пысăкрах. Уйрăм предпринимательсем хăйсен ĕç-хĕлне аталантарма 2 млрд тенкĕ инвестицисем хывнă.

- Экономика перепиçĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе туллин ăçта паллашма май пур?

- Чăваш Республикинчи анлă сăнав кăтартăвĕсене Чăвашстатăн сайтĕнче (ttps://chuvash.gks.ru) «Статистика - Переписи и обследования» пайра вырнаçтарнă. Вĕсене экономика ĕç-хĕлĕн тĕсĕсемпе тата муниципаллă пĕрлĕхсемпе уйрăммăн илсе кăтартнă. Раççейре пĕтĕмĕшле тата ытти регионсем тĕлĕшпе тулли информацие Росстатăн сайтĕнче (https://rosstat.gov.ru) тупма пулать.

Анлă сăнавăн пĕлтерĕшĕ курăмлă: вăл пĕчĕк тата вăтам бизнесăн ĕç-хĕлне тухăçлăрах аталантарма пулăшĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика