Сахăр диабечĕ – хăрушă чир

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2020, 09:14 Просмотров: 298

Статистика кăтартнă тăрăх, хальхи вăхăтра çĕр çинче сахăр чирĕпе чирлекенсен шучĕ 450 миллиона яхăн. Ку мĕнле чир тата сахăр диабечĕ мĕнле пуçланни çинчен, ытти ыйтусене хуравлама республикăри эндокринологи уйрăмĕн заведующийĕнчен Татьяна ЯкимовАран ыйтрăмăр.

– Сахăр диабечĕ – юнра глюкоза шайĕ ÿсни. Эпир çиекен апат хырăмлăха, пыршăлăха лекет те ирĕлсе глюкоза пулса тăрать. Малалла вăл юна лексе пĕтĕм ÿт-пÿ тăрăх саланать. Вăл пире вăй-хал парса тăрать. Енчен те этем чылай вăхăт хушши апат çимесен, тĕслĕхрен, çывăрнă чухне, пире кирлĕ глюкоза пĕвертен юн тăрăх саланса кашни клеткăна çитет, шалти органсене, чĕрене, ÿпкене, пуç мимине талăкĕпех ĕçлеме пулăшать.

Глюкозăна бензинпа танлаштарма та пулать. Автомобиль бензин пулмасан ĕçлеме пултараймасть. Çавăн пекех пирĕн организм та глюкозăсăр ĕçлеймест. Анчах глюкозăна клеткăсен ăшне лекме инсулин ятлă гормон пулăшни кирлĕ. Инсулин вара хырăмлăх ай парĕнче (поджелудочная железара) йĕркеленет.

Хăшпĕр сăлтавсене пула глюкоза клеткăсене лекеймест, пысăк шайĕ юнрах юлать, çакна вара сахăр диабечĕ теççĕ.

– Татьяна Васильевна, мĕнрен пуçланса каять-ха çак чир?

– Чир инсулин сахал пулнă пирки е клеткăсем инсулина паллайман пирки пуçланса каять. Сахăр чирĕ темиçе тĕрлĕ пулать, ытларах – 1-мĕш тата 2-мĕш типлисем.

1-мĕш типлă сахăр чирĕпе ачасем тата çамрăксем ытларах чирлеççĕ, вĕсен организмĕ пачах та инсулин хатĕрлеймест (5%).

Чирлисен 90–95% вара 2-мĕш типлă сахăр чирĕпе аптракансем. Ытларах çак чир 40 çултан иртнĕ çынсен пуçланать, вĕсен инсулин япăх ĕçлеме пуçлать. Çак çынсем час-часах тулли кĕлеткипе, самăррипе уйрăлса тăраççĕ.

2-мĕш типлă сахăр чирĕн сăлтавĕсем%

- самăрланса кайни,

- сахал хускални,

- пысăк калориллĕ апат-çимĕç çини,

- ача амăшĕ пулма хатĕрленнĕ вăхăтра глюкоза шайĕ ÿссе кайни,

- çуралнă ачан йывăрăшĕ 4,5 килограмран пысăкрах пулни,

- тăвансем хушшинче сахăр чирĕпе аптракансем пурри.

– Глюкоза шайĕ юнра пысăк пулнине е чир пуçланнине епле майпа пĕлмелле?

– Глюкоза шайĕ юнра пысăк пулсан час-часах шăрас тата шыв нумай ĕçес килет, çăвар типет, хăвăрт начарлантарать, вăй чакать, çывăрас килет. Инфекци чирĕсем вăраха каяççĕ, сурансем начар сипленеççĕ. Час-часах урасем çывăрса каяççĕ, ыратма пуçлаççĕ. Ÿт кĕçĕтет, куç начар курма тытăнать.

«Сахăр диабечĕ» диагноза тухтăр лартать, çавăнпа ун патне кайса тĕрĕсленмелле, ун сĕнĕвĕсене çирĕп пăхăнса сипленмелле. Сывă çыннăн ирхине выçăлла глюкоза шайĕ 6,1 ммоль/л, апат çинĕ хыççăн 7,8 ммоль/л иртмелле мар. Енчен те выçăлла глюкоза шайĕ 7 ммоль/л пысăкрах е кирек хăш вăхăтра та 11,1 ммоль/л пысăкрах пулсан, «сахăр диабечĕ» диагноз лартаççĕ.

– Мăнтăрланни сахăр чирĕпе мĕнле çыхăннă?

– Сахăр диабечĕпе чирлекенсен 80–90 проценчĕ самăр çынсем. Кĕлеткен тĕрĕс виçине çапла пĕлме пулать: çын çÿллĕшĕнчен 100 кăлармалла. Тĕслĕхрен, çын çÿллĕшĕ 160 см. 160 сантиметртан 100 кăларсан кĕлеткен тĕрĕс виçи 60 кг пулмалла.

Хальхи вăхăтра нумайăшĕ питĕ сахал хусканусем тăвать, калориллĕ апат çиет. Çакă вара мăнтăрланасси патне илсе çитерет. Ытлашши кĕлетке виçи вара сахăр диабечĕсĕр пуçне инфаркт, инсульт, шăмă сыппин чирĕсем тата нумай чир-чĕр патне илсе çитерме пултарать.

– Сахăр чирĕпе аптракансене физкультура усă парать-и?

– Тахçанах тупса палăртнă: çын мĕн чухлĕ ытларах хускану тăвать, çавăн чухлĕ нумай калори пĕтерет. Мышцăсене час-часах ĕçлеттерсен сахăр шайĕ чакать. Тĕрлĕ хускану, ятарлă хăнăхусем тума кирек хăçан та, кирек хăш çулта та пуçлама юрать.

Хусканусен хăвăртлăхне вара майĕпен ÿстермелле. Сăмахран, малтан 5–10 минут хушши утмалла, майĕпен 40–60 минута çитермелле. Хăвăр вăй-хала сăнасах тăмалла. Юнри глюкоза шайне малтан та, занятисем хыççăн та тĕрĕслемелле. Унăн шайĕ 15 ммоль/л-рен пысăк е 5 ммоль/л-рен пĕчĕкрех пулсан занятие вĕçлемелле е пуçламалла мар. Физкультурăпа вăхăта ирттернĕ чух сахăр е канфет пĕрле пулмалла, эмел шайне мĕнле тытса тăрасси пирки врачпа канашламалла.

Пахчара ĕçлени, пÿрт-çурт тасатни те питĕ усăллă. Ĕçленĕ чухне те çав правилăсенех пăхăнмалла.

– Татьяна Васильевна, енчен те чирлекен çын тухтăр сĕнĕвĕсене пăхăнса сипленмесен мĕн пулма пултарать?

– Тухтăр каланине пăхăнса сипленмесен сахăр диабечĕ шала каяс тата йывăр чирсем пуçланас хăрушлăх тухса тăрать.

Глюкоза юнра ытлашши пулни нумай органа сиенлет. Сахăр чирĕн 2-мĕш типĕ чухне шултра юн тымарĕсем сиенленеççĕ, атеросклероз пуçланать. Çапла вара чĕре юн тымарĕсем сиенленсен стенокарди е миокард инфаркчĕ, пуç миминчи артери сиенленсен инсульт пулма пултарать.

Юнри ытлашши глюкоза вĕтĕ артерисене амантнă пирки пÿре тата ытти орган чирĕсем аталанма пуçлаççĕ.

Сахăр пысăк пулнипе куçăн пĕчĕк юн тымарĕсем патрак, черчен пулса каяççĕ, куç япăх курма пуçлать. Çавăнпа сахăр чирĕпе чирлекенсен куç врачĕ патне çулталăкра пĕрререн кая мар кайса куçа тĕрĕслеттермелле.

Тата пÿрери юн тымарĕсем сиенленни пирки каласа хăварас килет. Пÿресем – пирĕн фильтрсем, сиенлĕ япаласене организмран кăлараççĕ, кирлисене юнра тытса юлаççĕ. Анчах та сахăр диабечĕпе чирлекенсен чир шала кайсан пÿрери юн тымарĕсем усăллă япаласене тытса чараймаççĕ, вĕсем шăкпа тухма пуçлаççĕ. Каярахпа пÿресем шыва та, сиенлĕ япаласене те кăларма пăрахаççĕ. Çавна пула артери пусăмĕ ытлашши ÿссе каять, тухакан шăк сахалланать, çын шыçса каять. Ун пек чухне чирлĕ çыннăн юнне «исскуственная почка» аппаратпа тасатаççĕ е май пулсан донорăн пÿрине куçарса лартаççĕ. Пÿре сиенленнине вăхăтра асăрхама шăк анализне тĕрĕслесех тăмалла. Унта белок пулни пÿре япăх ĕçленине пĕлтерет.

– Сахăр чирĕпе аптракансен урасем те аманаççĕ тенине сахал мар илтнĕ. Мĕнле сĕнÿсем пама пултаратăр?

– Сахăр диабечĕпе чирлекенсен урари нервсем те аптраççĕ. Ура ыратма пуçлать, туйма пăрахать. Çакă вара питĕ хăрушă, мĕншĕн тесен çын ура амансан та нимĕн те туймасть. Сурана вăхăтра сиплемесен ура хуралса çĕрме тытăнать.

Çавăнпа та чĕрнесене хачăпа мар, пилкăпа çеç хăйраса кĕскетмелле. Урасем шăнаççĕ пулсан, ăшă нуски тăхăнмалла. Вĕри шывпа, грелкăпа усă курма юрамасть. Лутра кĕлĕллĕ пушмак тăхăнмалла. Урамра та, пÿртре те çара урапа çÿремелле мар. Сурансене спиртпа, зеленкăпа, йодпа сиплеме юрамасть. Хлоргексидин шĕвекĕпе сĕрмелле, бинтпа çыхса хумалла.

– Инфаркт, инсульт тата ытти йывăр чирсем ан пуçланччăр тесен мĕн тумалла?

– Енчен те сахăр диабечĕпе чирлекенсем юнри сахăр шайне тĕрĕслесе пĕчĕклетсе тăрсан чир шала каяс хăрушлăх чакать. Çавăнпа яланах тĕрĕс апат çиме тăрăшмалла, врач сĕнĕвĕсене пурнăçласа пымалла%

– Пирус туртмалла мар, туртакансен туртма пăрахмалла!

– Тăвар сахалрах çимелле, мĕншĕн тесен вăл организмра шыва тытса юлать, юн пусăмне пысăклатать.

– Ÿт йывăрăшĕ ытлашши пулсан начарланма тăрăшмалла!

– Юн пусăмне, холестерин шайне тĕрĕслесех тăмалла. Юн пусăмĕ 130/80 мм.рт.ст, холестерин шайĕ вара 4,5 ммоль/л пысăкрах пулмалла мар.

– Татьяна Васильевна, сахăр юнра чакса та кайма пултарать, теççĕ. Вăл вара мĕн пирки пулать?

– Юнра сахăр шайĕ 3,9 ммоль/л чакса кайнине гипогликеми теççĕ. Вăл сахăр чакаракан эмелсене тĕрĕс мар е вĕсен дозине нумайрах ĕçсен, йывăр ĕçлесен, апат вăхăтра çимесен, эрех ĕçсен пулать. Ун патне пĕвер е пÿре йĕркеллĕ ĕçлеменни те илсе çитерет.

Сахăр чакса ларнин паллисем: вăй пĕтни, чĕре сикме пуçлани, чĕтретни, тарлаттарни. Пуç çаврăнма пуçлать, куç лайăх курми пулать, калаçма йывăрланать, шăнăр туртса лартать. Вăхăтра пулăшу памасан çын тăн çухатма пултарать.

– Кун пек чухне мĕнле пулăшу памалла?

– Тăн çухатман пулсан 4–5 сахăр катăкĕ çимелле, 1 стакан пылак шĕвек е лимонад ĕçмелле. Çуллă апат, шоколад çимелле мар, вĕсем глюкоза шайне хăвăрт ÿстерме кансĕрлеççĕ.

Енчен те çын тăн çухатнă пулсан, ĕçтерме е çитерме юрамасть. Апат сывлăш çулне лекме пултарать. Кун пек чухне хăвăртрах васкавлă пулăшу машинине чĕнмелле.

Çакна палăртса хăварас килет: сахăр диабечĕ – вăраха каякан чир, унтан йăлтах сипленсе çитме çук. Анчах та вăхăтра сипленсен, сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан, пурнăç çулне кĕскетмесĕр аванах пурăнма май пур.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика