Пирĕн аннепе атте – Анна Никитичнапа Михаил Федорович Федоровсем Рунгă ялĕнчен. Атте 1916 çулта, анне 1920-мĕшĕнче хресчен çемйисенче çуралса ÿснĕ. Ыттисемпе танах вĕсем те Çĕнтерÿ кунне çывхартма, çĕршыва фашистсен ирсĕрлĕхĕнчен хăтарма пайтах вăй хунă. Атте вăрçăра юн тăкнă, анне тылра ĕçленĕ.
Аттене Улатăрти чукун çул техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн, 1938 çулта, салтака илнĕ. Вăл хĕсмете Монголие лекнĕ, паровоз машинисчĕ пулса ку çĕршыв тăрăх çÿренĕ. 1941 çулта салтакран таврăнма вăхăт çитет кăна – пирĕн çĕршыва нимĕç фашисчĕсем тапăнса кĕреççĕ. Аттене ытти салтаксемпе пĕрле тÿрех тăван çĕре хÿтĕлеме ăсатаççĕ. 1945 çулчченех пулеметпа тăшмана хирĕç çапăçать вăл. Темиçе хутчен аманать, анчах госпитальте сипленет те каллех вăрçă хирĕнче юн тăкать.
Пĕр çапăçура нимĕç самолетĕнчен пăрахнă бомба ун çывăхĕнчех ÿксе çурăлнă, аттен çурăмне ун ванчăкĕ кĕрсе ларнă. Юн юхтарса, хуллен шуса вăл ытти салтаксем патне çитме пултарнă. Санитарсем ăна хăвăртрах госпитале ăсатнă. Госпитальти хирург пĕр санитарне урисем çине выртма хушнă, теприне – пуçĕ çине: çавăн пек асаплăн кăларнă çурăмри ванчăка. Анчах суранĕсем мĕн пурнăç тăршшĕпех канăç памастчĕç ăна, юнлă вăрçăра мĕн тÿссе ирттернине аса илтерсех тăратчĕç.
Атте тăшмана хăваласа Эстониех çитнĕ. 1947 çулта тăван киле кăкăр тулли орденсемпе медальсем çакса таврăннă. Каламалла, аттесен çемйинчен 4 ывăл çапăçнă фронтра. Шăллĕсем Алексей, Иван тата Петр танкистсем пулнă. Иван Федорович Сидоровпа Петр Федорович Сидоров (вилнĕ хучĕсенче вĕсене аслашшĕн хушамачĕпе çырнă) нимĕç самолетĕнчен пăрахнă бомба тивнĕ танкра çунса кайнă. Алексей Федорович Федоров хăйĕн танкĕпе Берлина çĕнтерÿллĕн кĕнĕ. 1949 çулта тин тăван яла çаврăнса çитнĕ.
Атте вăрçă хирĕнчен таврăнсан аннепе, Анна Никитичнăпа, çемье çавăрать. 30-ти маттур каччăна тÿрех колхоз бригадирне лартнă. ,мĕрĕпех ял хуçалăхĕнче вăй хунă вăл. Колхозăн сысна ферминче те нумай çул ĕçленĕ. Платникра тимлесе колхоз фермисене хăпартма пулăшнă. Каярахпа колхоз чăх-чĕпне, сурăхĕсене пăхнă. Пĕр ĕçрен те хăраса тăман. Пире те çавăн пекех пулма вĕрентетчĕ. «,çрен ан хăрăр, вăл хăй сирĕнтен хăраса тăтăр. Тÿрĕ чунпа пурăнăр, çын куçĕнчен пăхма намăс ан пултăр», – тетчĕ яланах. Çывăх çыннăмăрăн сăмахне паян та асра тытатпăр. Шел пулин те, 95 çула çитсен атте пирĕнтен ĕмĕрлĕх уйрăлса кайрĕ. Эпир – ачисем, мăнукĕсем – ун паттăрлăхне манăçа кăлармастпăр, ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, çынлăхĕпе мухтанатпăр. Вăл, паян çумра çук пулин те, яланах тĕслĕх вырăнĕнче.
Анне те, Анна Никитична Федорова, тыл ветеранĕ. Ăна та пурнăçра çăмăл килмен. 1934 çулта кукаçи сарăмсăр вилсен аннен шкул пăрахма тивет. Ачаллах чукун çул çине ĕçлеме кĕрет, 14-ри хĕрача шпалсем йăтать. Каярахпа путевой пулса хăйне шанса панă 3 çухрăм чукун çула пăхса тăнă. Тухса кайнă костыльсене кувалдăпа çапса тÿрлетсе çÿренĕ. Каçсерен хунар çутипе тĕрĕслеве тухнă май, кашкăрсене тĕл пулнине те аса илет анне. Вăрçă çулĕсенче пурте выçăллă-тутăллă пурăннă, пĕтĕм апат-çимĕçе фронта ăсатма тăрăшнă. «Кашкăрсем те выçăпа уласа çÿретчĕç, ялсене кĕре-кĕре сурăхсене тытса çуратчĕç. Чукун çул тăрăх та чупатчĕç апат шыраса», – каласа парать анне.
Вăрçă вăхăтĕнче чукун çул ĕçченĕсем те Сăр шывĕ хĕрринче окоп чавма хутшăннă. Ватти-вĕтти кунĕпе канмасăр чавнă. Каçхине вара хăйсемех тунă çĕрпÿртсенче тимĕр кăмакасем хутнă, çăпатисене, тăллисене типĕтсе тăхăннă. Йĕркеллĕ канайман – çĕр çинех чăрăш лăссисем, ун çине улăм сарса çывăркаланă. Пĕр каç çапла анне тула каяс килнипе вăраннă. Çĕрпÿрте кăмакаран сĕрĕм тухса тулнă-мĕн, сывлама та май çук. Кунĕпе ĕçлесе ĕшеннĕ çынсем вăранмасăр çывăрнă. Пуçĕ çаврăннипе анне ÿкме пуçлать. «Çывăракансене пуçа тивнине тавçăрса илтĕм, хăшĕсем тăнсăр та выртаççĕ. Пĕтĕм вăйа пухса ура çине тăтăм, кăшкăра-кăшкăра хăшпĕрисене вăратрăм, тăрайманнисене юр çине сĕтĕре-сĕтĕре тухса пăрахрăмăр», – куççульне пытараймасăр аса илет анне.
Сăр хĕрринчен таврăнсан хăйĕн ĕçне малалла тăснă вăл. Кунта та хăрушă самантсем сахал мар пулнă. Чукун çул тăрăх костыльсем çапса çÿренĕ чухне, пĕррехинче, тăшман самолечĕ Çавал урлă хунă тимĕр кĕпер çывăхнех вĕçсе килнĕ. Çаврăнкаланă та каялла вĕçсе çухалнă. Паллах, бомба пăрахса кĕпере сирпĕтесрен питĕ хăрарăм, тет анне.
Вăрçă хыççăн пĕрлешсе аннепе атте 65 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăннă. Çичĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ, ура çине çирĕп тăратнă. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланса тĕпленнĕ вĕсем. Аннепе аттене эпир, ачисем, çулла курманпа пĕрех – пĕрмаях ĕçре пулнă вĕсем. Анне конюхра тимлесе нумай çул колхоз лашисене çĕрĕн-кунĕн пăхнă. Тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн «,ç ветеранĕ» ята илнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та колхоз уй-хирĕнче вăй хунă. 83 çула çитичченех кăшман уйĕнче ĕçленĕ: çум çумланă, кăпкалатнă, кĕркунне кăларса колхоза панă. Ватăлтăм-ха, тесе, алă усса ларман.
Кăçал апрельте анне 100 çул тултарать. «Питĕ лайăх, канлĕ халĕ. Ырă пурнăçпа ма пурăнас мар», – хавхаланать вăл. Аннене пăхма-асăрхама Санкт-Петербургра пурăнакан шăллăм яла килчĕ. ,мĕрхи йăлапа кĕçĕннисен ватăлнă ашшĕ-амăшне пăхмалла, тет шăллăм.
Анне телевизор курма кăмăллать, çĕршывра, тĕнчере мĕн пулса иртнипе тепĕр çамрăкран ытларах кăсăкланать. «Вăрçă анчах ан тухтăрччĕ, эпир курнă хурлăха, нушана халăх урăх ан туйтăр. Самани лайăх пулнине нимĕн те çитмест», – тет юратнă çыннăмăр.
Нина МОЛЯРОВА.
Шупашкар.
Ноябрь 2024 |