Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев тĕрĕс те ăслă сăмахсем каланă: «Тăван чĕлхене пĕлмен çын мĕскĕн, пĕлес теменни – айван, юратманни – юлхав, тăван чĕлхене вĕрентес теменни – путсĕр».
Ку чухнехи ăрура шур акăш евĕр çемçе, çăлкуç шывĕ пек вăй-хăват паракан тăван чĕлхемĕре хисеплес туйăма вăратасси чи малтан çемьерен килет. Ача-пăча сачĕсемпе, шкулсемпе пĕрлешсе ĕçлени паха çимĕç парать. Воспитательсем, учительсем çивĕч ăс панипе çамрăк ăру чăвашсен мухтавлă çыннисемпе мăнаçланса тăван чĕлхене тата ытларах юратма вĕренет. Анчах та пурнăç тÿнтерĕшĕсене те асăрхатăн. Вунпилĕк çул каялла мана хăйĕн ашшĕ-амăшĕн чĕлхине юратман пĕр çын çапла каланăччĕ:
– Çав чăваш чĕлхи Калинино салине пырса кĕрсенех кирлĕ мар. Акă, кур, нумай та вăхăт иртмĕ, чăвашла вĕрентме те, калаçма та пăрахĕç.
Тĕлĕнмелле те, хăй вара шкулта ачасене вĕрентетчĕ. Телее, каппайчăкăн шухăш-ĕмĕчĕ пурнăçланмарĕ. Раççей Федерацийĕн Конституцине кĕртнĕ çĕнĕ тÿрлетÿсенче те наци чĕлхин пĕлтерĕшне пысăка хунă.
Компьютерпа технологи ĕмĕрĕнче чăвашла калаçакансен йышĕ чакса пынине те палăртмасăр иртейместĕн. Хăшпĕр ялсенче пĕлÿ çурчĕсене хупнăран ачасенчен ытларахăшĕ вырăс программипе вĕрентекен шкулсенче ăс пухать. Халĕ çав тăрăхсенче ял ачисем пĕр-пĕринпе малтанхи пек чăвашла мар, вырăсла пуплеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те çак пулăма ырлать. Ара ОГЭ, ЕГЭ тытмалла, экзаменĕсем вара вырăсла иртеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ шучĕпе пĕчĕкренех вырăсла калаçса ÿсекен ачапчан пуласлăхĕ уçăрах. Анчах та чăвашла вĕреннисемех чапа тухма, ятлă-сумлă ĕçре тăрăшма пултараççĕ-çке. Тĕслĕхсене нумай илсе кăтартма пулать. Акă, сăмахран, республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та чăвашла вĕреннĕ. Вăл паллă политик.
Ăслă-тăнлă ашшĕсемпе амăшĕсем пурри савăнтарать. Пĕлĕшĕн ачи Анук 2-мĕш вăтам шкулта пĕрремĕш класра вĕренет. Унăн ашшĕ – вырăс, амăшĕ – чăваш. «Эсĕ мĕнле уроксене юрататăн?» – ыйтрăм хĕрачаран. Хуравĕ шалт тĕлĕнтерсе ячĕ. «Чăваш чĕлхи», – чĕвĕлтетрĕ вăл.
Вăрнарта пурăнсан та çемьере тăван чĕлхепе пуплеме манманнисем хисепе тивĕçлĕ. Анукăн амăшĕ вырăс мăшăрĕпе хĕрне хăй юратакан чăваш юррисене, сăввисене вĕрентет. Малалла хĕрача Николай Сандровăн сăввине шăрантарчĕ кăна:
– Эй, чĕлхем, анне панă чĕлхем,
Янăра эс çут тĕнчере!
Чăваш енре икĕ патшалăх чĕлхи: чăваш тата вырăс. Пирĕн хастартарах пулмалла, тăван чĕлхепе ытларах усă курма тăрăшмалла. Паянхи саманара вара мероприятисене те чылайăшне вырăсла ирттернине çирĕплетмелле. Акă, иртнĕ çул ял хуçалăхĕнче тата промышленноçра тăрăшакансен професси уявĕнче вăрнарсен ентешлĕхĕн председателĕ Андрей Суварин сăмах илчĕ те: «Эпир пурте тенĕ пек чăвашла пĕлетпĕр. Апла пулсан мĕншĕн тăван чĕлхепе калаçмастпăр?» – терĕ.
Питĕ витĕмлĕ каларĕ. Сăмах çук, аслă вырăс чĕлхине хисеплемелле. Анчах та хамăр йăх-несĕлĕмĕрсен ырă ятне çÿлте тытма манмалла мар. Чĕлхе пĕтсен наци пĕтет, теççĕ. «Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ» çĕршывĕнче пурăнакансен атте-анне чĕлхине пĕчĕкренех пĕлмелле, ăна упрамалла. Ÿркенмесен нумай чĕлхене алла илме пулать, анчах та тăван чĕлхе яланах пĕрре. Чи хакли, чи çепĕççи.
Республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсенчен те тĕслĕх илмелле пирĕн. Педуниверситетра вĕреннĕ вăхăтсем аса килеççĕ. Общежитире Тутар Республикинчи Çарăмсан тăрăхне кĕрекен Вăтăр Юман Киремет салинче çуралса ÿснĕ хĕрпе пĕр пÿлĕмре пурăнаттăм. Вăл хăйĕн ашшĕ чăн-чăн чăваш пулнипе, тăван культурăпа йăла-йĕркене хисепленипе мăнаçланатчĕ. Владимир Иванов Шупашкара килсен лавккара та, урамра та тăван чĕлхепе калаçнă иккен. Анчах та чăвашла сăмах хушсанах ăна ытларах чухне: «Говорите на русском»,– тенĕ. Владимир Иванова тĕп хулара тăван чĕлхепе калаçманни пăшăрхантарнă. Вăл, шкул директорĕ пулнă май, эпĕ хĕрĕ патне çырнă çырусене шкул музейне упрама хунă.
Тăван чĕлхене юратманни атте-аннерен, асатте-асаннерен, кукаçи-кукамайран ютшăннипе танах. Хамăр йăх-тымарсене хисеплемелле, чăвашла мăнаçлăн калаçмалла.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |