Иртнĕ çулхи декабрьте Шупашкар хулин вĕрентÿ управленине кăсăклă çыру килнĕ. Авторĕ – 95 çула çитсе пыракан Петр Леонтьевич Леонтьев. 1943 – 1945 çулсенче вăл 1-мĕш Прибалтика тата 1-мĕш Белорусси фрончĕсем йышĕпе çапăçнă, хыççăн Германире службăра тăнă. Иртнĕ çул фронтовика пĕр тĕлпулура вăрçă вăхăтĕнче Молодечно хулинчи концлагерьсенче вилнĕ Чăваш ен çыннисен списокне панă.
Вăл вăхăтра концлагерь 342-мĕш шталаг ятлă пулнă. Унта 1944 çулччен тыткăна лекнĕ 33 пин совет салтакĕ вилнĕ. Шталаг Белорусси территорийĕнче вырнаçнă. Раççей Федерацийĕн патшалăх архивĕнче упранакан «Молодечнăри тыткăнри салтаксен лагерĕ» алçырури йĕркесем куç умне хăрушă ÿкерчĕксене кăларса тăратаççĕ. «Салтаксене тыткăна кашни кунах илсе килеççĕ, июль вĕçĕ тĕлне лагерь территорийĕнчи мĕнпур барак-конюшньăсем тулса ларчĕç. Урайĕнче, чартакра çывăрнă, çакăнса тăракан «койкăсем» йĕркеленĕ... Тыткăнрисен йышĕ 30 пин çынна çитнĕ. Хăш чухне тин килекен парти валли вырăн пулманран вĕсем темиçе кун урамрах çĕр каçнă. Кунне пĕр хутчен апат çитернĕ. Талăкри паек 100 грамм çăкăрпа тата 1 литр яшкапа танлашнă. Тепĕр чухне темиçе талăк пачах та паман. Шыв çитмен. Выçăпа аптăранă çынсем скелетсене, лагерь пĕтĕмĕшле вара – пысăк масара аса илтернĕ. Выçăпа тата шăрăхпа аптăранă. Çынсем ухмаха тухнă, хăйсем çине алă хунă. «...» Чăн тамăк октябрьте–ноябрьте пуçланнă. Шартлама сивĕсем ир тытăннă. Бараксене хутман. Мунча пулман. Ноябрьте шатраллă тиф пуçланнă. Çăкăра пăчкă кĕрпипе хутăштарса панă. Çынсем хăйсен 100 грамне çисе асапланса вилнĕ. Çавăн пекех – шăнса. Кунне 350–400 çын пурнăçран уйрăлнă. Нимĕçсем нимĕнле мерăсем те йышăнман...»
342-мĕш шталагра вилнисен списокĕнче Чăваш енри 21 çын. Вăл шутра пирĕн районтан та пур% Александр Гаевич Гаев Чăрăшкас Хирлепрен. 1895 çулхи июнĕн 9-мĕ-шĕнче çуралнă. Фронта илнĕ чухне вăл 46-ра пулнă. Мăшăрĕ – Евдокия Гаева. Пирĕн ентеш Чăваш енри паллă 139-мĕш стрелковăй дивизире службăра тăнă. 1942 çулхи августăн 5-мĕшĕнче Ржев патĕнче тыткăна лекнĕ. 1942 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче вилнĕ.
Çак 21 çын халиччен республикăри Асăну Кĕнекинче хыпарсăр çухалнисен йышĕнче пулнă. Вĕсем хыпарсăр çухалман. Вĕсене Белорусси çĕрĕ çинче пытарнă. Тен, нумай çул иртнĕ хыççăн пирĕн ентешĕн юлашкийĕсем те тăван тăрăхра канлĕх тупĕç...
«Советская Чувашия» хаçатран.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |