Хăшпĕр çынсенчен кĕрекере савăнма та тăван-пĕтен çук тесе салхулланса калаçнине илтме пулать. Анчах та йăхсăр-хурăнташсăрах мар-ха вĕсем. Несĕллĕх йывăççине ÿкерме тытăнсанах акă çунат хушăнать.
Кам эпĕ; Мĕнле йăхран; Асаттепе асаннен, кукаçипе кукамайăн пурнăçĕ епле пулнă; Шăпах та çак ыйтусен хуравне тупасшăн ĕнтĕ хăйĕн йăх-тымарне тĕпчекен. Хастарлăхпа палăрса тăракансенчен пĕри – Малтикас Ялтăра ялĕнче пурăнакан Валерьян Григорьевич Матвеев. Вăл аслашшĕпе асламăшĕн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе хытах кăсăкланать. «Тăвана тăван нихăçан ан мантăр»,– çирĕплетрĕ Валерьян Григорьевич.
Ячĕ таса, ĕçĕ пархатарлă
Раççей Федерацийĕн 1991 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнчи «Политика репрессийĕсене пула инкек тÿснисен таса ячĕсене тавăрасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн Чăваш ен прокуратури 1999 çулта хăй вăхăтĕнче контрреволюцилле преступлени тунă тесе айăпланă çынсен таса ячĕсене тавăрнă. Вĕсен шутĕнче Валерьян Григорьевичăн аслашшĕн, Матвей Андреевич Андреевăн, çемйи те пур.
Матвей Андреевич 1880 çулта Малтикас Ялтăрара çуралнă, унтах пурăннă. Ку тăрăх ун чухне Уйкас Юнтапа ял Советне кĕнĕ.
Валерьян Григорьевич хăйĕн аслашшĕн çăмăл мар пурнăçĕ пирки каласа кăтартрĕ. Иртнине аса илнĕ чух мăнукĕн пичĕ тăрăх куççуль юхса анчĕ. Вăл аслашшĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесе Шупашкарти патшалăх архивне те çитнĕ иккен. Документсемпе паллашнă хыççăн çакă палăрнă% унăн аслашшĕ, Матвей Андреев, питĕ ĕçчен çын пулнă. 7 гектара яхăн çĕрпе усă курнă. Виçĕ лаша, икĕ ĕне, 15 сурăх, 10 сысна тытнă. Кайăк-кĕшĕк та йышлă ĕрчетнĕ. Вити-хуралти чылай пулнă. Аш-пăш сутнă. Тырпул – ыраш, тулă, урпа, хуратул, сĕлĕ, кантăр – çитĕнтернĕ.
Матвей Андреев вăрман касма çулсерен лаптăксем илнĕ. Ун патĕнче çынсем ĕçленĕ. Çичĕ хут тара ÿксе тăрăшнăран ĕнтĕ унăн хуçалăхĕ çирĕп пулнă. Аслашшĕне коллективизаци вăхăтĕнче, 1931 çулта, кулак тесе айăпланă. Суйлав прависенчен хăтарнă. Мĕнпур пурлăхне туртса илнĕ те хура тар тăкма ÿркенмен хресчене çурла уйăхĕнче çемйипе пĕрле Анат Тагила ссылкăна яма йышăннă. Пус çумне пус хушас тесе ирĕн-каçăн тăрăшни пĕтĕмпех харама кайнă.
Архив докуменчĕсенче Матвей Андреевичпа пĕрле унăн мăшăрне Дарийăна, ывăлне Ивана, хĕрĕсене Ольгăна, Феодосийăна, Валентинăна ссылкăна янине палăртнă. Анчах та списокра Валерьян Матвеевăн ашшĕн, Григорий Матвеевичăн, ячĕ-шывĕ çук. Вăл асли пулнă,1904 çулта çут тĕнчене килнĕ. Унăн хушаматне Андреев мар, Матвеев тесе çыртарнă.
Ют çĕрте пурнăçăн йÿççипе пылаккине астивнĕ хыççăн малтикас-ялтăрасем ссылкăран 1933 çулта таврăннă.
Улми йывăççинчен аякка ÿкмест
Григорий Матвеевич Матвеев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Тăшман снарячĕ ăна хытах амантнă. Çуралнă тăрăха хăрах урасăр таврăннă. Шел те, шăллĕн салтак çулĕ каялла выртман. Йăван юнлă вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Тăван çĕршывăн ирĕкĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса пуçне хунă.
Григорий Матвеев шăллĕнчен юлнă ачисене те хăйĕн хÿттине илнĕ. Мăшăрĕпе тата тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Валерьян Матвеев правур пулнă. Кил хуçалăхĕнчи, тăван колхозри пĕр ĕçрен те пăрăнман.
Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, теççĕ. Халĕ Валерьян Григорьевич 73 çулта пулин те хастарлăхĕпе çамрăксенчен те ирттерет. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тăрăшуллă ĕçлет. Сурăхсене 100 пуçа яхăн тытать. Кайăк-кĕшĕкне те йышлă усрать. Валерьян Матвеев 8,5 гектар çĕрпе усă курать. Мăшăрĕ, ачисем, мăнукĕсем хушма хуçалăха аталантарма, тĕреклетме пулăшаççĕ.
Чĕрĕ пулнă пулсан-и, аслашшĕпе асламăшĕ ĕçчен мăнукĕн çемйине курса чун-чĕререн хĕпĕр-тетчĕç ĕнтĕ. Анчах та вĕсем тахçанах пурнăçран уйрăлса кайнă. Асламăшĕн 1942 çулта, аслашшĕн 1962 çулта кун-çулĕ татăлнă.
– Асаннен Дария Никифоровнăн Шĕнер Ишекри тăванĕсем пирки нимĕн те пĕлместĕп. Тен, çак статьяна вуласан кам та пулин хăйĕн пирки пĕлтерĕ; Асаннен хĕр чухнехи хушамачĕ – Никифорова, вăл Шĕнер Ишекре çуралса ÿснĕ, асаттене 1903 çулта качча тухнă,– терĕ Валерьян Матвеев. – Асанне енчи тăвансемпе тем пекех тĕл пулса кăмăлтан калаçас килет. Манăн мăшăр та, ывăлсемпе хĕрсем те, кĕрÿсемпе кинсем те, мăнуксем те вĕсене хапăл пулĕç.
Хăйĕн йăх-тымарне тĕпчекен çын хисепе тивĕçлĕ. Валерьян Матвеевăн ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсем пурнăçланччăр, тăванĕсем, хурăнташĕсем йышлансах пыччăр.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |