Юрату пулăшса пынă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2020, 10:32 Просмотров: 703

Кашни çемье историйĕ – çĕршыв историйĕн пĕр пайĕ. Кашнинче кăсăклă самантсем чылай. Уйрăмах сăнÿкерчĕксем тĕрĕслĕхе, кăмăл-туйăма аван çутатаççĕ.

Çак сăнÿкерчĕкĕн историйĕ çав тери кăсăклă, вăл юратупа, шанăçпа, астăвăмпа тулнă. «Юрататăн пулсан, ĕмĕрлĕх упра», – тесе çырнă ун хыçал енне. Питĕнче – Ольга Ивановна Мельникова (хĕр чухнехи хушамачĕ) тата Петр Павлович Шмелев. Хĕрÿ туйăмсемех вĕсене пурнăçри чи йывăр вăхăтсене чăтса ирттерме пулăшнă.

«Вăрçăра йывăр амансан аттене аннепе иккĕшĕн хушшинчи юратăвех çăлса хăварнă тесе çирĕплетсех калама пултаратăп», – терĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Алевтина Петровна Шувалова. Çемьен кăсăклă историйĕпе те вăлах паллаштарчĕ.

Амăшĕ, Ольга Ивановна, Чулхула облаçĕнчи Пильнăра ÿссе çитĕннĕ. Вăл вăхăтра клубсем пулман, çамрăксем пĕр-пĕр хресчен çуртĕнче пухăннă, купăспа ташланă, юрланă. Хĕрсем тĕрленĕ е çыхнă. «Пиллĕкри аннене те пĕррехинче çакнашкал лармана илсе кайнă. Вăл аслисемпе пĕрле савăннă. Киле çитсен вара пуçĕ ыратнипе аптăраса ÿкнĕ. Тепĕр кунне ăна вăратас тенĕ, анчах кăлăхах. Фельдшера чĕнсе илнĕ, вăл вара хĕрача вилнĕ тесе пĕлтернĕ. Аслашшĕ тупăк ăсталанă, çуртасем çутнă. Ялти кинемейсем кĕлĕ вуланă. Аслашшĕ куляннипе хăйне валли вырăн тупаймасăр, кăмăлне пусарас тесе катка кăшăлĕсем çапма тытăннă. Хытах шакканă ахăртнех вăл, анне те куçне уçса янă. Кинемейсем хăвăрт тупăка илсе тухнă, çуртасене сÿнтернĕ. Унччен Турра ĕненмен аслашшĕ турăш умне чĕркуçленсе вăрах кĕлĕ вуланă», – каласа кăтартрĕ Алевтина Петровна.

Ашшĕпе амăшĕ унăн вăрçăччен тĕл пулнă. Ольга Ивановна Çĕмĕрле кафере официанткăра ĕçленĕ. Петр Павлович пĕрре шăпах унта апатланма кĕнĕ, анчах та чипер хĕре килĕштерсе пăрахнипе заказ пама та чĕлхи çĕтсе ларнă. Кĕçех вĕсем çемье чăмăртанă,, венчет тăнă.

Ашшĕне вăрçă пуçлансанах фронта илнĕ. Пĕр кунхине хунямăшĕ кĕрÿшĕ аманни пирки тĕлĕк курнă. Ку чăна килнĕ, кĕçех хуйхăллă хыпар çитнĕ, госпиталь пуçлăхĕ Ольга Ивановнăна мăшăрĕ патне Богородск хулине килме чĕнсе янă.

«Анне пурнăçра тĕлĕнмелле историсене пĕрре мар лекнĕ. Хальхинче те атте патне çитме ун çаврăнăçулăха, чеелĕхе ĕçе кĕртме тивнĕ. Богородска кайма Павловăра куçма тивнĕ. Поезд çурçĕрте кăна килет. Вăл вăхăтра станцисенче çынсене çаратнă тĕслĕхсем чылай пулнăран анне çав тери хăранă. Кафере вăл пĕр офицера лару-тăрăва ăнлантарса вăхăтлăх хăйĕн «упăшки» пулма ыйтнă. Лешĕ килĕшнĕ. Анчах поезд çине ларма çăмăл пулман. Вара вĕсем вакуна чÿречерен кĕнĕ. Атте патне мĕн тери çитес килнĕ унăн», – терĕ Алевтина Петровна.

Ольга Ивановнăна госпитальти ÿкерчĕк хуйха ÿкернĕ: коридорсем, палатăсем аманнă салтаксемпе тулнă. Госпиталь пуçлăхĕ ун мăшăрĕ те йывăр лару-тăрура пулнине пĕлтернĕ. Тăна кĕнĕ самантсенче пĕрмаях арăмне чĕннĕ иккен вăл. Пулăшас тесе тухтăрсем нянечкăна тутăр çыхтарса мăшăрĕ тесе ĕнентересшĕн пулнă. Петр Павлович ĕненмен.

Ольга Ивановна бинтласа пĕтернĕ мăшăрĕ тăна кĕрессе куç хупмасăр тенĕ пек кĕтнĕ. Кĕтсе илнех. «Оленька!» – сасси аран тухнă пулин те ку сăмах юратупа тулнă. Çакăн хыççăн Петр Павлович хăвăрт сывалнă...

Вăл кипкепе çуралнă тейĕн. Тăшман пульли капитанпа иккĕшне разведкăна кайсан лекнĕ. Юлташĕ вилни пирки госпитальте пĕлнĕ.

Вăрçă хыççăн Петр Павлович çуралнă çĕре çывăхарах – Вăрнара – куçса килнĕ. Хăй – Красноармейски районĕнчен. 30 çул ытла Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче ĕçлесе ырă ят çĕнсе илнĕ. Ольга Ивановна та кунта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

– Атте вилсен (ăна Вăрнар масарĕнче пытарнă) завод ун вилтăпри çине палăк вырнаçтарса пачĕ. Çулсем иртнĕ май вăл кивелсе сăнсăрланнă ĕнтĕ. Ку ыйтупа Владимир Васильевич Свешников директор патне тухрăм. Питĕ хĕпĕртерĕм – вăл çĕнĕ палăк лартма пулăшма пулчĕ. Предприятире вăрçă витĕр тухнă паттăрсене хисеплени питĕ савăнтарать, – кăмăллăн пĕлтерчĕ Алевтина Петровна Шувалова.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика