Кăвак тÿпепе сарă хĕвел çутишĕн, хаваслă çамрăклăхшăн, тулăх пурнăçшăн тата çĕр çинчи ытти мĕнпур ырлăхшăн пирĕн аслă вăрçа хутшăннă, тылра тар юхтарса ĕçленĕ асатте-асаннесене, кукаçи-кукамайсене, атте-аннесене тав тумалла.
Кашнин умĕнче эпир пысăк парăмра. Вĕсене халалласа мĕнле ырă йĕр хăварма пулать-ха хамăртан ачасемпе мăнуксем валли;
Чăрăшкас Мăратра пурăнакансем Иван Георгиевич Яковлев пуçарнипе ял хĕрринчи асăну палăкĕ умĕнчи лаптăкра Мухтав аллейи йĕркелес терĕç. Унччен трактор-машина чупса иртетчĕ кунтан, çулла выльăх-чĕрлĕх вĕренлетчĕç. Нумайăшĕ пĕр шухăшлă пулса укçа пухрĕ. Вăрçă салтакĕсене, тыл ĕçченĕсене чысласа тавралла чăрăшпа хыр хунавĕсене 200 тĕм лартрĕç, карта тытрĕç, плитка сарса палăк патне утма çул турĕç. Ял çыннисенчен чылайăшĕ кар тăрса маттур тăрăшрĕ ку пархатарлă ĕçре. 1941–1945 çулсенче вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем пирĕн телейшĕн Çĕнтерĕве туптанă-çке. Пурнăçне, вăй-халне шеллемен, апла пулсан та пуçне усман, тăшмана хирĕç тăнă, çапса аркатнă.
Эпĕ вăрçă чарăнсан, тепĕр 18 çултан çуралнă çак ялта. Пирĕн килтен мучи, аттен тăван пиччĕшĕ Иван Ефимович Ефимов, вăрçа тухса кайнă. Ашшĕпе амăшĕ, виçĕ йăмăкĕпе 10 çулхи Ваççа шăллĕ тата савнă хĕрĕ Пăлаки макăрса ăсатнă çамрăк каччăна. Шел те, Йăван мучи вăрçăран таврăнса мирлĕ пурнăçпа пурăнса курайман, савнийĕпе çемье çавăрса телей тупайман. Вăрçăран асаттен шăллĕ – Андрей Михайлович Михайлов та каялла таврăнман. Етрукасси Мăрат, Чăрăшкас Мăрат, Кăмаш ялĕсенчен 186 арçын фронта тухса кайнă, 112-шĕ вăрçă хирĕнче çĕнтерÿшĕн пуçĕсене хунă.
Пире тулли телей парнеленĕшĕн тавах сире, ветерансем.
Пĕтĕм тĕнчери халăхсем хушшинчи акцие хутшăнса чăрăшкас-мăратсем аллейăна «Астăвăм сачĕ» тесе ят пачĕç. Малашне вăл чи сăваплă, чи илемлĕ, чи таса вырăн шутлантăр. Палăк умне ял-йыш уявсенче çеç мар, ытти кунсенче те пырса çÿретĕр. Ветерансен ячĕсем халăх чĕринче упранччăр.
Алевтина Яковлева.
Ноябрь 2024 |