Çĕршывра тухса тăнă пандемие пула Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн пÿлĕмĕсем те «пушанчĕç». Анчах та кĕçĕннисем кăмăл туртăмĕнчен уйрăлман-ха – занятисене шкулти евĕрлех дистанцилле майпа йĕркеленĕ.
Унччен вара хушма вĕрентĕвĕн ку учрежденине кĕрсенех ачалăха таврăннăн туйăнатчĕ. Кашни пÿлĕмрен, секцирен кĕçĕннисен хаваслă сассисем илтĕнетчĕç. Хăйĕн историйĕнче кунтан миçе пултаруллă ăру тухман-ши? Педагогсем воспитанникĕсене хăйсен чĕрине параççĕ, талантне хываççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Вăрнар ачисем çулсерен тĕрлĕ енлĕ конкурссенче мала тухаççĕ. Ача-пăча пултарулăх çурчĕ пысăк ăсталăхлă преподавательсемпе кăна мар, хăйсен вĕренекенĕсемпе мухтанни те çакăнпах çыхăннă. Çакă вĕсен ĕçĕн пысăк хаклавĕ.
– Хушма пĕлÿ ачасен аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнать, çавăнпа та хамăн хĕре, вăл çав тери ташлама юратнине кура, кунти «Хореографи» ушкăнне вырнаçтартăм, – пĕлтерчĕ виçĕ ача амăшĕ Светлана Ларионова.
Ку уйрăм воспитанникĕсене, Оксана Сергеевна Трофимован вĕренекенĕсене, район шайĕнчи мĕнпур сумлă мероприяти-концертсенче курма пулать. Шухăшсен фонтанĕ – çапла каламалла вăл хатĕрленĕ кашни номер пирки. Çирĕмшер ачана пĕр йыша чăмăртама, тĕрлĕ хусканусене хăнăхтарма, вĕсене пĕр ташша «пухма» кашниех пултараймасть. Оксана Трофимован вара ку енĕпе идейăсем тăкăнса тăраççĕ тейĕн. Опычĕ те пухăннă ĕнтĕ – Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çуртĕнче 2009 çултанпа вăй хурать. Паян ун тимлĕхĕнче кунта – 60 ача. Унсăр пуçне, вăл Санарпуçĕнчи филиала та çитме ĕлкĕрет: унти 60 ача та ун тивлечĕпе ташă тĕнчине пысăк кăмăлтан ыткăнать.
– Ачасем – пысăк маттурсем. Пĕрне ырласа теприне хурлама çук. Республикăри фестиваль-конкурссене те хаваспах хутшăнатпăр, – пĕлтерчĕ преподаватель.
Занятисене дистанцилле майпа йĕркеленĕ пулин те ачасем йÿле кайман. Вĕрентекен ярса панă заданисемпе вĕсем «деми плие», «град плие», «ритмика», «темпо-ритм», ытти хусканусене тума хăнăхаççĕ. Видео, фото мелĕпе отчет тăратаççĕ.
Тепĕр ырă пуçарăва пĕлтерме те кăмăллă. Нумаях пулмасть Оксана Сергеевна хăйĕн воспитанникĕсем хушшинче «Ташăçăн кулли» конкурс ирттернĕ...
Хускану – пурнăç, теççĕ. Илемлĕ хускану вара – ÿт-пÿ сывлăхĕ, кĕлетке, ача аталанăвĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |