Çулла – асăрхануллă пулмалли вăхăт, мĕншĕн тесен ультрафиолет пайăркисенчен хÿтĕленмен ÿт-тир çинче пигмент палли – меланома – аталанма пултарать.
Кашни çыннăн тенĕ пекех тур паллисем пур. Тепĕр чухне вĕсем усал шыççа – меланомăна – куçма пултараççĕ. Хăшпĕр тĕслĕхре ÿт-тире кăна мар, куçа та сиенлет. Шыçă ытларах чухне 30–50 çулсенчи хĕрарăмсен аталанать. Тата аслăрах ÿсĕмре меланомăпа чирлессин шайĕ этемлĕхĕн черченкĕ çуррин те, арçынсен те пĕр пек тĕл пулать.
Тур палли улшăннăран чир ÿтĕн тĕрлĕ пайĕнче сарăлма пуçлать. Çавăнпа та харпăр хăйĕн кĕлеткине сăнамалла. Малтанхи паллăсене вăхăтра асăрхасан сывлăха упрама, пурнăçа çăлма май пулĕ.
Ÿт-тир ракне ытларах аслă ÿсĕмри çынсенне тупса палăртаççĕ. 60 çултан иртнисен ытларах базалиома аталанать. Унăн ÿсĕмĕ пĕчĕк, чир-чĕр сарăлмасть. Рак кĕлеткен уçă пайĕсенче, уйрăмах сăн-питре, аталанать. Унăн «юратнă» вырăнĕсем – çамка, сăмса, куç кĕтесĕсем, тăнлав, хăлха çунаттисем. Тĕслĕхĕн 5–10 процентĕнче шыçă – çурăм çинче, ал-урана та сиенлет.
Çамрăксем хушшинче çак ракпа чирлекенсем сайра хутра тĕл пулаççĕ. Ача чухне ультрафиолет пайăркисем ÿт-тире темиçе хут хытах пĕçертсен ÿлĕм рак аталанас хăрушлăх пысăк.
Хальхи вăхăтра ÿт-тирĕн усал шыççипе республикăра 3374 çын учетра тăрать.
Хăшпĕр çынсен ÿт-тир ракĕпе чирлес хăрушлăх уйрăмах пысăк. Вĕсем:
– çутă сăн-питлĕ, куктĕриллĕ, кăвак е симĕс куçлă, çутă (хĕрлĕ сарă) çÿçлĕ çынсем;
– 50 е ытларах тур паллисем пуррисем;
– иммунитет хавшанисем;
– йăх-ăрура ÿт-тир ракĕпе, уйрăмах меланомăпа, чирлисем.
Паллах, хĕвел питтинче тата соляринче тĕрĕс пиçĕхмелле. Астăвăр: соляринче 20 минут пулни хĕвел çинче 4 сехет пиçĕхнипе танах.
Рак аталанас хăрушлăх пуррисен уйрăмах асăрхануллă пулмалла – хĕвел пайăркисенчен ÿт-пĕве крем сĕрсе хÿтĕлемелле. Пляжра канмалли чи лайăх вăхăт – ирхине 10–11 сехетчен, каçхине – 17 сехетрен. Хĕвел хыттăн пăхнă чух шĕлепке, вăрăм çанăллă кĕпе тăхăнмалла.
Тур паллисем суранланасран сыхланăр. Вĕсене мăя çыхнă шарфпа, вăчăрапа, кофтăпа сăтăрса шăйăрасран асăрханмалла. Тата çаксене тимлĕхе илмелле: тур паллисен тĕсĕ, виçи улшăнни (диаметрĕ 6 мм ытла) вĕсем пÿрленсе-юнланса, вистенсе, тур паллисем тавралла хĕрелни. Улшăнусене асăрхасан васкасах дерматолог е онколог патне каймалла.
Екатерина ГАВРИЛОВА,
Чăваш Республикинчи клиника онкологи диспансерĕн онкологĕ.
Ноябрь 2024 |