Хамăн пултарулăхра вĕçĕмех вăрçă çулĕсене таврăнатăп. Унсăрăн май та çук. Пирĕн çĕр-шывăн историйĕнче тарăн йĕр хăварнă тапхăр вăл. Кашни çемь-ене пырса тивнĕ хуйхă, пысăк çухату... Çавăнпа эпĕ паянхи мир-лĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунисене – аттене, тетесене, ыттисене – мухтаса çутă астăвăма сăввăмсемпе юррăмсене хыватăп.
Аттен, Мануил Федотович Гречкон, вăрçă çулĕсенче киле янă çырăвĕсене час-часах алла тытса вулатăп. Вĕсене тăвансем урлă шыраса тупса пухрăм, куç пек сыхласа çемье архивĕнче упратăп. Сăмахĕсене пăхмасăрах пĕлетĕп ĕнтĕ, анчах юратнă çыннăм хăйĕн аллипе шăрçаланă йĕркесене куçсем çĕнĕрен те çĕнĕ хут йĕрлеççĕ. Аттепе çума-çумăн ларса калаçнăн туйăнать. Виç кĕтеслĕ çырусенчен иккĕшĕ – Вăрнартан амăшĕ патне, Свердловск тăрăхне, янисем. Асаннене тата виçĕ хĕрне, Евгений ывăлне ун чухне ку облаçе эвакуациленĕ пулнă.
Атте вара Вăрнар районĕнчи Уравăш ялĕнче вырнаçнă çар чаçĕнче службăра тăнă, салтаксене çар ĕçне вĕрентнĕ. Упранса юлнă çырусенчен пĕри 1941 çулхи августăн 15-мĕшĕнче ăсатнăскер. Адресне «Чăваш АССР-ĕ, Вăрнар» тесе кăтартнă. Атте хăй Вăрнар тăрăхĕнче аван пурăннине хыпарлать. Çемйишĕн пăшăрханни курăнать: «Красноармеец амăшĕ пулнă май мĕнле те пулин çăмăллăхсемпе усă куратăр-и;» – тесе ыйтать. Енчен те пурнăç йывăр, нушаллă-тăк çырса пĕлтерĕр, пулăшма тăрăшăп, тет. Çавăнтах салтаксемпе вырăнти колхоза пулăшма çÿренине те асăнать.
«Хамăрăн тăван колхозра вăй хуни аса килет. Сирĕнпе пĕрле унта тăрăшма май килессе пурпĕрех шанатăп. Енчен те таврăнма пÿрмен-тĕк, паттăрла кăна пуçа хурасчĕ. Тан мар çапăçура паттăрла вилем, анчах сире пуçăрсене нимĕç тамăкне чикме памастăп. Хĕсĕрлев айĕнче пурăнма мĕнле тертлине ăнланатăр ĕнтĕ. Манăн пурнăç çулĕ пуçланчĕ кăна вĕт – сире чăн-чăн пурнăç кăтартас ĕмĕт татăлать. Ăратра çавăн пек çырнă пуль», – çырури çак сăмахсем чĕрене çураççĕ. Чăнах та телейсĕр килсе тухнă-çке шăпи. Фашистсемпе вирлĕн кĕрешсе Белорусси çĕрĕ çинче пурнăçĕ ытла та ир татăлнă унăн.
Иккĕмĕш çырăва 1943 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче, ахăртнех, фронта тухса кайиччен, ăсатнă. Вăрăмах мар вăл: амăшне, виçĕ йăмăкне салам ярать, çырсах тăнăшăн тав сăмахĕ калать. Женя шăллĕ вăрçăра пулнă ĕнтĕ. Унран çыру илнине асăнать. «Малтанхи пекех аванах пурăнатăп. Кунта апат-çимĕç хакĕ чылай пĕчĕкрех. Çĕрулми пĕр пăчĕ 80 тенкĕ, витри – 40 тенкĕ, йÿнĕрех те туянма пулать. Пĕр литр сĕт 30 тенкĕ, вунă çăмарта 60 тенкĕ тăрать. Пĕтĕмпех кирлĕ чухлĕ тупма пулать», – пĕлтерет вăл Вăрнар тăрăхĕнче мĕнле пурăнни çинчен.
Аттерен юлнă çырусене вуласа чуна уçма май пур – çакăншăн савăнатăп. Унăн паттăрла сăнарĕ яланлăхах асăмра.
Нина Гречко.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |