Кĕтмен çĕртен йăтăнса аннă вăрçă мĕнпур çыннăн пурнăçне улăштарнă, чылайăшĕн çутă ĕмĕчĕсене татнă. Ачасемпе пĕрле пĕлÿ тĕнчине çул уçас вырăнне вĕрентекенсен те хĕçпăшал алла тытса çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайма тивнĕ. Калинино тăрăхĕнче те нумаййăн пулнă вĕсем, учитель-фронтовиксем...
Иван Степанович Нарышкин 1920 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Чăваш педагогика институтĕнчен шăп вăрçă пуçланнă çул, 1941-мĕшĕнче, вĕренсе тухнă. Вăрçă тискерлĕхне туллинех курнă вăл. Чехословаки, Украина, Польша çĕрĕсем çинче пуçтахланакан ирсĕр тăшмана хăваласа кăларма хутшăннă. Паттăрлăхпа хăюлăхшăн чылай наградăна тивĕçнĕ: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне, «Хăюлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн», «Германие çĕнтернĕшĕн», ытти медальсене.
Иван Степанович Калинино салинче ĕçлесе пурăннă. Ачасене математика предмечĕпе тарăннăн паллаштарнă. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ. 1945–1969 çулсенче Калининăри вăтам шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Шел, пурнăçран ирех, 49 çултах, уйрăлса кайнă.
Борис Алексеевич Ереминăн та (1923 ç.) 1941 çулхи июльте Калининăри педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн августрах салтака кайма ят тухать. Çур çул вĕренÿре иртнĕ. 1942 çулхи март уйăхĕнчен ăна 3-мĕш Украина фронтне, хими хÿтĕлевĕн ротине çирĕплетнĕ. Ун йышĕпех вăрçăри пĕтĕм тертлĕ çула утса тухнă. Çапăçусемпе Украинăна, Румыние, Венгрие, Австрие çитнĕ. Аслă Çĕнтерĕве Австрин тĕп хулинче – Венăра – кĕтсе илнĕ.
Наградисем кăкăр тулли: Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, «Çапăçура палăрнăшăн», «Будапешта илнĕшĕн», «Венăна илнĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн», юбилейлă, ытти медальсем.
Хĕрлĕ Çăлтăр орденне вара учитель-фронтовик Ростов облаçĕнчи Верхняя Обливская станицăна ирĕке кăларнă чух паттăрлăх кăтартнăшăн тивĕçнĕ.
«1942 çулхи октябрьте (числине астумастăп) тăшманпа хĕрÿ çапăçу пычĕ. Вăйсем тан марччĕ: нимĕçсем – çĕршер, эпир – пĕр рота çеç, 50 çын. Станицăна фашистсенчен тасатас тесе хамăра шеллемен. 50 çынтан 5-ĕн кăна юлтăмăр. Эпĕ отделени командирĕ, сержант. Пилĕксĕмĕре те награда илме тăратрĕç», – çакăн пек аса илнĕ вăл пурнăçĕнчи чи хăрушă кунсенчен пĕрне. Вăрçă хыççăн Борис Алексеевич Калининăри вăтам шкулта физкультура урокĕсене ертсе пынă.
Анатолий Федорович Русаков (1910–1984 ç.ç.) Чулхула облаçĕнчи Лысково районĕнчи Кочуново салинчен. Етĕрнери педагогика техникумĕнче професси пĕлĕвне илнĕ.
1942 çулхи апрельте ăна стрелоксен запасри полкне мобилизациленĕ, Мускаври СССР НКВД аслă шкулĕн курсанчĕ шутланнă. 1943 çулхи февральте Русаков старшинана Харьков облаçне оперуполномоченнăй пулăшуçи пулма яраççĕ, каярахпа (1946 çулччен) – ку облаçăн Шалти ĕçсен министерствин Ново-Волжское район уйрăмĕн оперуполномоченнăйĕ.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче Анатолий Федорович педагогика ĕçĕнче тăрăшнă: Калинино шкулĕн учителĕнче тата Чăрăшкас Хирлепри 7 çул вĕренмелли шкул завучĕнче. 1948 çултан Калинино РОНО-вĕн педкабинет заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. 1949–1953 çулсенче суйлавлă должноçе йышăнать – райсовет исполкомĕн секретарĕнче тимлет. Çак тапхăр хыççăнхи унăн ĕç-хĕлĕ Калининăри ача çурчĕпе çыхăннă: директор заместителĕнче, каярахпа директорта тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă.
Тепĕр паллă педагог, Илья Иванович Иванов (1907 ç.), Элĕк районĕнчи Уйкас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Элĕкри шкулта, Ульяновскри педтехникумра вĕреннĕ.
Чăваш педагогика институтĕнче аслă професси пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн 1942 çулччен, Совет Çарĕн ретне тăриччен, Калинино педучилищинче биологипе хими преподавателĕ пулнă. Ленинграда ирсĕр тăшман тапăнăвĕнчен хÿтĕлеме хутшăннă вăл. Йывăр амансан, сывлăхĕ çарта юлма паманнине кура, ăна службăран хăтарма йышăннă.
Калинино тăрăхне килсен юратнă вĕренекенĕсем патнех таврăннă. Тĕрлĕ тапхăрта тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ: Калининăри педучилище завучĕнче тата директор тивĕçĕсене пурнăçлаканĕнче, Калинино РОНО-вĕн инспекторĕнче тата заведующийĕнче, Чăрăшкас Хирлеп шкулĕн завучĕнче, салари вăтам шкулта биологи учителĕнче. Хисеплĕ пенсионер ятне тивĕçсен те вĕрентÿ ĕçĕнчен уйрăлайман: çывăхри шкулсенче чылай çул учительте тăрăшнă.
Вăрçă нуши-тертне туллинех астивнĕ ветеранăн наградисем те сумлă: «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Çапăçура палăрнăшăн», «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕçре палăрнăшăн» тата ытти медальсем, «Халăх çутĕçĕн отличникĕ» паллă.
Порфирий Яковлевич Ядаринкин (1912 ç.) педагогăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ те, хăй Хĕрлĕ Чутай районĕнчен пулин те, пирĕн районпа уйрăлми çыхăннă.
Педагогикăна тарăннăн вĕрентекен Нурăс шкулне пĕтернĕ хыççăн çамрăк учитель Ново-Котяевская шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ.
1941 çулхи августра Порфирий Яковлевича Хĕрлĕ Çар ретне илеççĕ. Хĕвеланăç фронтĕнче 225-мĕш уйрăм огневой рота взводĕнче командир пулса çапăçать вăл.
Тăван яла кĕçĕн лейтенант Ядаринкин 1945 çулта тĕрĕс-тĕкелех çаврăнса çитет. Вăрçă татнă вĕрентÿ ĕçне Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш шкулĕнче завучра тата Çĕнĕ Атикассинче учительте малалла тăсать.
1950 çулта çемйипех Калинино салине куçса килсен вырăнти шкулта тивĕçлĕ канăва тухичченех математика предметне вĕрентет.
Фашистсемпе кĕрешсе хăюлăхпа палăрнăшăн Порфирий Ядаринкинăн ячĕ те паттăрсен ретĕнче яланлăх çырăнса юлнă. Ахальтен мар учитель-фронтовик Хĕрлĕ Çăлтăр орденне те кăкăр çине çакма тивĕçнĕ. Акă, унăн чуна тивекен асаилĕвĕсенчен пĕри:
«1942 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕ. Вязьма çывăхĕнче тискер фашиста тĕп тăвассишĕн çапăçу пырать. Взвод командирĕн пулăшуçи пулнă май, юнлă тытăçуран аманнă 13 салтака кăлартăм. Тепĕр кунне танк чаçĕн лейтенантне çăлма май килчĕ. Хăйĕн суранĕсем чăтайми асаплă, юнне те нумай çухатнă, шыв ĕçес килнипе хавшасах çитнĕ. «Йывăр пулĕ сире;» – ыйтрăм шеллесе. «Çук, çавăнпа вăл вăрçă», – терĕ лăпкăн лейтенант.
Тепрехинче вара, хам пекех учителе, Украина çыннине, кăларма тăрмашнă вăхăтра мина ванчăкĕ хама та айăкран лекрĕ. Телейĕм çумрах пулчĕ пулмалла, хытах сиенлемерĕ. Тантăшăм вара... çавăнтах вилĕ тĕшĕрĕлсе анчĕ. Эпĕ халĕ ватă ĕнтĕ, сирĕн вара пĕтĕмпех малашлăхра. Эпир тÿснине анчах курмалла ан пултăр, тăнăçлăха упрăр».
Калинино енчи чи ятлă-сумлă педагогсен йышĕнче Владимир Григорьевич Рукавишников та тивĕçлипе хисеплĕ вырăн йышăнать. Нурăс салинче 1919 çулхи май уйăхĕн 14-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă вăл. Шкулта 7 класс вĕреннĕ хыççăн Калининăри педагогика училищинче пуçламăш классен учителĕн профессине алла илнĕ. Çамрăк учитель кĕçех Пĕнер разъездĕнчи шкула вырнаçнă: чи кĕçĕннисене вулама-çырма вĕрентнипе пĕрлех пенипе физкультура урокĕсене те ирттернĕ.
Салтак аттине тăхăнма вăхăт çитсен Нурăс каччине Харьков çар округĕн кĕçĕн авиаци специалисчĕсене хатĕрлекен шкулне вĕренме ăсатаççĕ. Чи лайăх паллăсемпе вĕçлет вăл вĕренĕве. Хăйне пур енчен те пултаруллă, хăюллă кăтартнă çамрăка Инçет-Бомбардирсен авиаци полкне авиамоториста çирĕплетеççĕ. Çакăн хыççăн хастар салтак тĕрлĕ вырăнсенче тата тĕрлĕ должноçре çар тивĕçне хăйне шеллемесĕр пурнăçлать: старшина – писарь, делопроизводство заведующийĕ, строй отделĕн пуçлăхĕн пулăшуçи. Вăрçă çулĕпе пĕрремĕш кунтан тытăнса мĕн Аслă Çĕнтерÿчченех утса тухнă. Иран операцине (1941 ç.) хутшăннă, Крым, Сталинград, Берлин, Ленинград, Украина фрончĕсенче авиаци полкĕ йышĕнче тăшмана кисретнĕ.
1946 çулхи ноябрьте Владимир Рукавишникова 7-мĕш Хутăш авиаци корпусĕн Китай Халăх Республикинчи строй отделĕн пуçлăхĕн пулăшуçине çирĕплетнĕ. 1949 çулчченех Совет Çарĕн ретĕнче тăнă вăл.
Йышлă наградисем те унăн вăрçăри, çарти мухтавлă ĕçĕсене çирĕплетеççĕ. Çав шутра – Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, «Çапăçура палăрнăшăн», «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Совет Çурçĕрне хÿтĕленĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн», ытти медальсем. Мирлĕ пурнăçра вĕрентÿ тытăмĕнче çитĕнÿсем тунăшăн та сахал мар наградăпа чысланă: «Хисеп палли» орденпа, «Халăх çутĕçĕн отличникĕ» паллăпа, РСФСР Çутĕç министерствин тата профсоюз Хисеп грамотипе, ВЛКСМ Тĕп комитечĕн Хисеп грамотипе, ЧАССР Çутĕç министерствин грамотипе тата ыттисемпе. Ĕç ветеранĕ.
Педагогикăри ĕçĕ-хĕлĕ пирки калас-тăк, Владимир Григорьевич вăрçă хыççăн Калининăри ача çуртĕнче воспитательте, завучра тăрăшнă. 1953–1973 çулсенче – Калининăри вăтам шкулăн библиотекарĕ тата пени учителĕ.
Авиаци çар шкулĕнчен вĕренсе тухнăскерĕн самолетсене, вĕçеве юратни яланлăх чĕререх, юнрах юлнă. Çак юратăва вăл хăйĕн вĕрентекенĕсене те хывнă. Вăл ертсе пынă авиамоделировани кружокне çÿрекен ачасем ку ăсталăх енĕпе икĕ хутчен Чăваш ен чемпионĕсем пулса тăнă, темиçе хутчен те призлă вырăнсене йышăннă.
Владимир Григорьевич Рукавишников хăй те пултаруллă инструктор-авиамоделист, ку спорт тĕсĕн I категориллĕ судйи пулнă. Таймер моделĕсем хатĕрлессипе – республика чемпионĕ. Кунсăр пуçне Мускаври искусствăсен халăх университечĕн музыка факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă специалист та.
Иван Михайлович Михайлов (1923 ç.) Калининăри вăтам шкулта 1948 çултан пуçласа 1999 çулччен пысăк хавхаланупа, пĕтĕм чунне парса вăй хунă. Ачасене рисовани тата черчени предмечĕсемпе пĕлÿ панă. Ĕçленĕ вăхăтрах хăйĕн професси пĕлĕвне Чăваш педагогика институтĕнче тарăнлатнă.
Тăван çĕршыва пусмăр айне тăвас шухăшлă тăшмана хăваласа ăçта çитермен пулĕ вăрçă çулĕ ăна та.
Иван Михайлович Сталинград çывăхĕнчи çапăçусене, Ленинград ункине татса фашистсене сирме, Орлов–Белгород операцине, Днепр урлă каçма хутшăннă. Хĕвеланăç Украинăна, Польшăна, Чехословакие ирĕке кăларассишĕн хастаррăн çапăçнă, Берлина çитнĕ.
Учитель-фронтовика хăюлăхĕпе çирĕплĕхĕшĕн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Çапăçура палăрнăшăн», «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн», «Берлина илнĕшĕн», ытти медальсемпе наградăланă.
Вĕрентÿ ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсем те мухтавлă. Вăл – СССР Çутĕç отличникĕ, РСФСР Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |