Федераллă Пухăва янă кашни Çыру - пуласлăха пăхни. Хальхинче те вăл малашлăха шанчăклăн утнине, çĕршыв хăвачĕ çĕкленнине çирĕплетрĕ. «Эпир чи йывăр задачăсене пурнăçлама, чи çивĕч вызовсене хирĕç тăма пултарнине кăтартса патăмăр. Раççей халăхĕсен ĕмĕрсенхи килĕшÿлĕхĕпе пĕрлĕхĕ пурне те çĕнтерекен вăй пулнине çирĕплетрĕмĕр ĕнтĕ. Шăпах çапла, пĕтĕм тĕнчипе, эпир тем пысăкăш эпидемие пĕтерме пултартăмăр кăна мар, пирĕн обществăра пĕр-пĕрне пулăшасси тĕп хаклăх вырăнĕнче пуç пулса тăнине ĕнентерсе патăмăр», - палăртрĕ Владимир Путин.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин каланă тĕп тезиссем:
СВО пирки
Пĕтĕм экономика хăйĕн çирĕплĕхĕпе чăтăмлăхне кăтартрĕ. Предпринимательсемпе производительсене тав тăватăп. Производствăсенче виçшер сменăпа ĕçлеççĕ - фронта мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ.
Раççей бизнесĕ икĕ çулта фронта пулăшма волонтер организацийĕсене миллиардшар тенкĕ куçарса панă. Пирĕн паттăрсем пĕлеççĕ - пĕтĕм çĕршыв вĕсемпе пĕрле. Влаçăн мĕнпур органне малашне те хамăрăн паттăрсен çемйисене - ашшĕ-амăшне, мăшăрĕсене, ачисене - пулăшма ыйтатăп.
Донбасри вăрçа эпир пуçламан. Анчах та, кун пирки пĕрре кăна каламан, ăна вĕçлес тесе пĕтĕмпех тăвăпăр. Нацизма тĕппипе пĕтермелле, ятарлă çар операцийĕн задачисене йăлт пурнăçламалла.
Анăç пирки
Анăçа хăйне пăхăнакан, вилсе пыракан Раççей кирлĕ. Вĕсем пирĕн çĕршыва, ытти нумай регионти пекех, вăл шутра Украинăна та, шал енчен аркатма шутланă.
Эпир хамăрăн çул-йĕре хамăр кăна палăртăпăр. Ăрусен çыхăнăвне упрамалла. Суверенитета сыхласа хăварасси мĕнпур çул-йĕрпе пурнăçланса пырать. Чи малтанах - фронтра. Унта пирĕн салтаксем хăюлăхпа паттăрлăх кăтартаççĕ. Паян фронтра çапăçакан, йывăрлăхсене чăтакан мĕнпур çынна тав тăватăп. Пĕтĕм халăх сирĕн умăрта пуçĕсене таять.
Раççей Хĕçпăшаллă Вăйĕсем пирки
Пирĕн Хĕçпăшаллă Вăйсен паян çарти опычĕ пысăк. Ку çарсен мĕнпур тĕсне, хальхи вăхăтри тактикине пырса тивет. Ыйтусем те çук мар, вĕсене пĕтермеллине ăнланатпăр.
Паянхи кун стратегилле ядерлă вăйсем тулли хатĕрлĕхре. Çарсен «Сармат» ракетăсем пур. Çывăх вăхăтра вĕсене çар дежурствинче ĕçлеттерсе кăтартăпăр.
Хĕçпăшаллă Вăйсен эффективлă экономикине йĕркелемелле. Çарпа флот вăйне хăватлатассин шайне ÿстермелле. Калаçу беспилотниксемпе, ПВО системисемпе, çавăн пекех тĕл перекен хатĕрсемпе тивĕçтересси пирки пырать.
Çемье
«Раççей» куравра Çемье çулталăкне старт патăмăр. Çемье хаклăхĕсем ăруран ăрăва куçаççĕ. Чи кирли - ăрăва тăсни, ачасем çурални.
Çĕнĕ хаклăхсене суйлакан хăшпĕр çĕршывсенче мĕн пулса иртнине куратпăр ĕнтĕ. Эпир вара пурнăçа суйлатпăр. Экономикăпа тулашри факторсем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ çумĕнчи хутлăх, воспитани те ача çураласлăхĕ çине витĕм кÿрет. Çемьесене пулăшасси патшалăх стратегийĕн центрĕ пулса тăмалла.Çакăн валли хушма пулăшу мерисем йышăнăпăр.
Ача çураласлăхне ÿстерме тата çемьесене пулăшма «Çемье» наци проектне çул парăпăр.
Çемье ипотекине 2030 çулччен тăсма сĕнетĕп.
Амăшĕн капиталне индексацилĕпĕр, ку программăна сахалтан та 2030 çулччен тăсмалла.
Спорта пулăшасси
Ача сачĕсенче, шкулсенче, вузсенче, ытти çĕрте спортпа туслашма условисем пулмалла. Федераллă ресурссен шучĕпе ялсенче спорт объекчĕсем çĕклеме сĕнетĕп.
Раççейре çынсен пурнăç ÿсĕмĕ 73 çултан иртнĕ. 2030 çул тĕлне сахалтан та 78 çул пулмалла, малашлăхра 80Ç шай çине тухмалла.
Çавăн пекех:
Кăçалхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕ-шĕнчен шкулсенчи тата колледжсенчи директорсен воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕсене 5 пин тенкĕ тÿлеме тытăнĕç.
100 пинтен сахалрах çын пурăнакан вырăнта колледжсемпе техникумсен кураторĕсене 2024 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен класс ертÿлĕхĕшĕн 10 пин тенкĕ пама пуçлĕç.
Çитес çултан ача сачĕсене тĕплĕ юсас программа ĕçлеме тытăнĕ. Пĕтĕмĕшле вĕсене тата шкулсене çĕнетме 400 млрд тенкĕ хушма укçа уйăрĕç. Професси пĕлĕвĕн учрежденийĕсене юсама - 120 млрд тенкĕ.
Кăçалтан «Молодежь России» наци проекчĕ ĕçлесе каймалла.
Амăшлăхне пулăшассипе çĕнĕ комплекслă программа пулĕ.
2025 çул тĕлне бюджет сферинче ĕçлекенсене çĕнĕлле тÿлемелли модель йĕркелеме сĕнетĕп.
ЕГЭ механизмне лайăхлатмалла. Вĕренекенсене тепĕр шанăç памалла: предметсенчен пĕринпе тепĕр хут экзамен тыттарма майсем уçмалла. Çакна вуза документсем париччен тумалла.
Мĕнпур шайри пĕлĕвĕн çыхăнăвне йĕркелемелле. Ачасене цехсене, завод музейĕсене чĕнни аван. Çавна май тата тепĕр нацпроект - «Кадры» - ĕçлесе каяссине пĕлтеретĕп. Вăл чи лайăх практикăсене ытти çĕрте сарма май парĕ.
Патшалăхăн мар пенси фончĕсен счечĕсем çинче упранакан 2 млн тенкĕ таранчченхи хывăмсене страхлассине йĕркелемелле.
2030 çул тĕлне спутник группировки пулăшнипе çĕршывăн мĕнпур территорине пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтармалла. Ун аталанăвĕ валли 116 млрд тенкĕ уйăрăпăр.
2030 çул тĕлне мĕнпур регион экономика тĕлĕшĕнчен хăйне хăй тытса тăма пултартăр.
2025 çултан Раççейре «Земство культура ĕçченĕ» ĕçлесе кайĕ. Яла килсе ĕçлес текен çын пĕр хутчен 1 млн тенкĕ илĕ.
Раççейре алкоголь ĕçесси чакнă. Путин паллă «Ĕçме пăрах - йĕлтĕр çине тăр» каларăша аса илтерчĕ.
Раççей пирки
Хăй тĕллĕнлĕхе, хамăра хамăр тăрантараслăха, суверенитета кашни кун ĕнентермелле. Ку пирĕн Тăван çĕршыв, пирĕн йăхташăмăрсен çĕршывĕ. Вăл пире кăна мар, пулас ăрусене те кирлĕ. Çулталăк вĕçлениччен мĕнпур наци проекчĕсене çирĕплетмелле, вĕсем пĕтĕмĕшле Раççей аталанăвне пырса тивеççĕ.
Раççей умĕнче паян тăракан задачăсем обществăна, патшалăха, бизнеса пĕрле, çивĕччĕн ĕçлеме чĕнеççĕ.
Йывăр тапхăр пулнине пăхмасăр эпир малашлăх тĕллевĕсене палăртатпăр. Паян эп палăртнă задача - вăйлă, суверенлă, пуласлăха шанчăклăн пăхакан çĕршывăн программи. Чи кирлине уйрăммăн палăртса калатăп: шухăшланă плансене пурнăçласси тÿреммĕн пирĕн фронтри салтаксенчен, офицерсенчен килет. Раççейĕн кашни гражданне пĕршухăшлăхшăн тата шанчăклăхшăн тав тăватăп.
Эпир - пĕр пысăк çемье. Эпир пĕрле, çавăнпа та мĕн шутланине пурнăçлăпăр. Хамăрăн ăнăçăва, çĕнтерĕве, Раççей пуласлăхне ĕненетĕп.
Раççей Президенчĕн Çырăвĕн тулли версийĕ - район хаçачĕн сайтĕнче.
Ноябрь 2024 |