Çамрăксен ыйтăвĕсемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.10.2025, 08:39 Просмотров: 19

Чăваш Республикинче 2035 çулчченхи çамрăксен политикин аталанăвĕн Стратегине хатĕрленĕ, ăна Раççей Федерацийĕн 2030 çулчченхи Стратегине тĕпе хурса пурнăçланă.

Стратеги пĕтĕмĕшле социаллă ушкăнсем çине пайланнă: ял çамрăкĕсем, çамрăк ăсчахсем, предпринимательсем, сывлăх енчен хавшакраххисем, çар хĕсметĕнче пулнă çамрăксем, çав шутра СВО зонинче, çамрăк ашшĕ-амăшĕсем. Стратегие аслă ăруран çитĕнекен яш-кĕрĕме Раççей культурине, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене, Тăван çĕршыв патриочĕсен яваплă та ĕçчен ăрăвне воспитани пама, çамрăксен аталанăвĕн наци тĕллевĕсене пурнăçлас ĕçре вăй-хăватне май пур таран уçма тĕллев лартнă.

«Çамрăксен политики патшалăх управленийĕн сфери пек, хăйне евĕр тытăм пулса тăрать. Обществăпа патшалăха тата бизнеса пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлеме витĕм кÿрет. Граждансене хăйсене Стратегие пурнăçа кĕртме явăçтарнă. «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ кунта Стратегие пурнăçламалли тĕп механизм пулса тăни пĕлтерĕшлĕ», – тенĕ çамрăксен политикипе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алексей Иванов.

Чăваш енре 14 çултан пуçласа 35 çула çитичченхи 275 пин ытла çын пурăнать. Мĕнпур халăхран пĕрре тăваттăмĕш пайĕ шутланать çак кăтарту. Çамрăксен политикине тухăçлă пурнăçлас тĕллевпе çамрăксен политики енĕпе тимлекен Правительство комиссийĕ, Чăваш Республикин çамрăксен правительстви, çамрăксен политикин Пуçлăхĕн управленийĕ çумĕнчи Общество канашĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ çумĕнчи çамрăксен палати ĕçлеççĕ. Çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕ тата çарпа патриотлăх воспитанийĕн вĕренÿпе методика центрĕ «АВАНГАРД» ĕç-хĕле ăнăçлă пурнăçлаççĕ, çулталăк каялла «ВОИН» центрăн филиалне уçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика